Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Агропромышленноҫ комплексĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем, ял ҫыннисем, ҫĕр ĕҫченĕсем!

Сире Ял хуҫалăх тата тирпейлекен промышленноҫ ĕҫченĕн кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Ҫак уяв тăван ҫĕре юратса ун ҫинче яваплăха туйса ĕҫлекен мĕн пур ҫынна пĕтĕҫтерет.

Паян агропромышленноҫ комплексĕнче пысăк инвестици проекчĕсем пурнăҫланаҫҫĕ, ҫĕнĕ фермер хуҫалăхĕсем йĕркеленеҫҫĕ, потребительсен кооперацийĕ ҫирĕпленет. Пирĕн ял хуҫалăх продукцине сутмалли рыноксем ҫуллен анлăланса пыраҫҫĕ, унăн экспорчĕ ӳсет.

Кăҫал Чăваш Республикин аграрийĕсем тухăҫлă тыр-пул пухса кĕртрĕҫ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан тĕш тырă культурисен тухăҫĕ – 14,4%, ҫĕр улмин – 47,9%, пахча ҫимĕҫĕн икĕ хут пысăкрах. Республикăшăн йăлана кĕнĕ отрасль – хăмла ҫитĕнтересси – аталанать. Пухса кĕртнĕ хăмлан пĕтĕмĕшле виҫи иртнĕ ҫулхинчен 1,5 хут ӳснĕ.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тĕлĕшпе хуҫалăх ĕҫĕн пĕчĕк формисем вăй илеҫҫĕ, сĕт суса илесси тата аш-какай туса илесси ӳссе пыраҫҫĕ.

Хресченсем – Чăваш Ене тăрантаракансем – хăйсен ырми-канми ĕҫĕпе республика экономикин аталанăвне малашне те пысăк тӳпе хывасси, апат-ҫимĕҫ рынокне экологи тĕлĕшĕнчен таса та паха продукципе тивĕҫтересси пирки иккĕленместĕп.

«Ĕҫне кура – хисепĕ», – тенĕ халăхра. Агропромышленноҫ комплексĕн ĕҫченĕсене, ветеранĕсене ĕҫченлĕхшĕн, суйласа илнĕ ĕҫе парăннăшăн, тăван ҫĕре юратнăшăн чунтан тав тăватăп.

Пурне те ҫирĕп сывлăх, ыранхи кун тĕлĕшпе иксĕлми шанчăк, юратнă Чăваш Еншĕн тăвакан ĕҫре ăнăҫусем, телей тата ырлăх сунатăп.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                         Михаил Игнатьев

Уважаемые труженики агропромышленного комплекса, селяне, земледельцы! 

От всей души поздравляю вас с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности!

Этот праздник объединяет всех, кто с любовью и заботой ответственно трудится на родной земле.

Сегодня в агропромышленном комплексе воплощаются в жизнь масштабные инвестиционные проекты, создаются новые фермерские хозяйства, укрепляется потребительская кооперация. С каждым годом расширяются рынки сбыта нашей сельскохозяйственной продукции, наращивается её экспорт.

В нынешнем году аграрии Чувашской Республики собрали щедрый урожай. Урожайность зерновых культур по сравнению с прошлым годом выше на 14,4%, картофеля – 47,9%, овощей – в два раза. Развивается традиционная для республики отрасль – хмелеводство. Валовой сбор хмеля в полтора раза превышает объем прошлого года.

В молочном животноводстве активно развиваются малые формы хозяйствования, наращивается производство молока и мяса. 

Уверен, что своим кропотливым, самоотверженным трудом крестьяне – кормильцы Чувашии всегда будут вносить огромный вклад в развитие экономики республики и обеспечивать продовольственный рынок качественной экологически чистой сельскохозяйственной продукцией и продуктами переработки.

«Ӗҫне кура – хисепӗ» – «По труду – почет», – гласит народная мудрость. Выражаю труженикам и ветеранам агропромышленного комплекса глубокую признательность за безмерное трудолюбие, верность избранному делу и деятельную любовь к родной земле.

Желаю всем крепкого здоровья, неиссякаемого оптимизма, успехов в работе на благо любимой Чувашии, счастья и благополучия!

 

Глава Чувашской Республики                         Михаил Игнатьев



13 октября 2019
08:00
Поделиться