2018.02.16. Интервью заместителя Председателя Кабинета Министров Чувашской Республики – министра сельского хозяйства Сергея Артамонова газете "Хыпар"
Аграрисем кăçал та субсиди илĕç
«Хыпар» ыйтăвĕсене республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хуравлать.
Пулăшу виçи мĕнле?
— Сергей Геннадьевич, тен, ял хуçалăх организацийĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем çулталăк пуçламăшĕнче Чăваш Енĕн агропромышленноç комплексне кăçал патшалăх еплерех тĕревлессине пĕлесшĕн. Вĕсене мĕн калатăр?
— 2018 çулта АПКна пулăшма хыснара пурĕ — 2582,2 млн, çав шутра федераци бюджетĕнче 1828,7 млн тенкĕ /çăмăллăхлă кредитăн процент ставкине саплаштарма куçараканнипе пĕрле/ пăхса хăварнă. Ку пĕлтĕр агропрома уйăрнă пĕтĕм укçаран 6,4% нумайрах. Хресченсене патшалăх енчен тĕрек парас тĕллевпе иртнĕ çул усă курнă майсем кăçал та вăйра. Кашни гектар сухалакан-акакан çĕр пуçне хыснаран кÿрекен çыхăнман пулăшу — 104,1 млн, сĕт паракан ĕне продуктивлăхне ÿстерме — 110,2 млн, 2017 çулччен илнĕ инвестици кредичĕсене субсидилеме 488,6 млн тенкĕ.
Элита вăрлăхсем, ăратлă выльăх туянма, нумай çул çитĕнекен курăксене акса çитĕнтерме, ял хуçалăх культурисене страхлама, ĕç пуçлакан фермерсене грант пама, выльăх ĕрчетекен çемье фермисене, ял хуçалăхĕнчи потребительсен кооперативĕсене аталантарма кĕске вăхăта 2017 çулччен илнĕ «пĕрлехи» субсидисене, çавăн пекех кил хуçалăхĕсене 2017 çулччен панă кредитсене субсидилеме 772,5 млн тенкĕ куçарĕç.
Республика хыснинчен уйăракан субсидие çитĕнтернĕ тата сутнă хăмла тăкакĕн пĕр пайне, тăпра пулăхне ÿстерме, ял хуçалăх техникине модернизацилеме ярăпăр. Мелиораци техникине туянма тата лаптăка вырнаçтарса лартма уйăракан субсиди каллех ĕçе кĕме тытăнасса шанатăп.
Республикăра çăмăллăхлă кредитпа усă курмалли программа ăнăçлă пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн АПК организацийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем кредитăн хушма пайне çулталăкра 5% ытла мар тавăрмалли йĕркепе илеççĕ. Раççей Ял хуçалăх министерстви çăмăллăхлă кредит ставки çумне хушăнакан коммерци ставкине тÿрех банка куçарса парать. Асăннă ведомство пирĕн çăмăллăхлă кредитсене субсидилеме 605,5 млн тенкĕ яма палăртнă.
— Патшалăх пĕчĕк формăллă хуçалăхсене мĕнле хавхалантарĕ?
— Вĕсене тĕревлемелли программăна кăçал та пурнăçа кĕртĕпĕр. Грант илекенсемшĕн пулăшу пĕлтĕрхи шайрах юлĕ: ĕç пуçлакан кашни фермера — 1,5-3 млн, выльăх ĕрчетекен çемье фермине — 5-10 млн, ял хуçалăхĕнчи потребительсен кооперативне 70 млн тенкĕ таран.
Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче ял тăрăхĕсенче хресчен-фермер хуçалăхне, выльăх ĕрчетекен çемье фермине йĕркелемешкĕн тата аталантармашкăн, ял хуçалăхĕнчи потребительсен кооперативĕн пурлăх-техника никĕсне тĕреклетмешкĕн грант уйăрма конкурс ирттересси çинчен кăçал та пĕлтерĕпĕр. Иртнĕ çулсенчи пекех ăна республикăн Министрсен Кабинечĕ 2017 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче çирĕплетнĕ хресчен-фермер хуçалăхне, выльăх ĕрчетекен çемье фермине никĕслеме тата аталантарма, ял хуçалăхĕнчи потребительсен кооперативĕн пурлăх-техника никĕсне тĕреклетме патшалăх пулăшăвĕ памалли йĕркесемпе килĕшÿллĕн ирттерĕпĕр. Министерство пĕлтернĕ кунран пуçласа календарьлă 30 кун хушшинче конкурса хутшăнма заявкăпа документсем йышăнать.
Ставкăсем улшăнаççĕ
— Федераци тата республика хыснисенчен субсиди уйăрмалли кăçалхи йĕркере çĕнĕлĕхсем пур-и?
— Çук. Çапах та Раççей Ял хуçалăх министерстви бюджетран субсиди уйăрса саплаштаракан тăкаксене мĕн пур йышши хуçалăхсенчен документсемпе çирĕплетме, вĕсене Министрсен Кабинечĕ йышăннă йĕркесемпе килĕштерсе хатĕрлеме çирĕп ыйтать. Пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант: бюджет умĕнче парăмлă маррисене çеç субсиди параççĕ. Чылайăшĕ вăл пирĕн çук тесех субсиди илеймест. Парăмпа татăлнă хыççăн налукçăсем пени темиçе пус хунă тĕслĕх нумай. Хăшĕ-пĕри ăна пула 100 пинрен пуçласа пĕр млн тенкĕ таран субсиди илеймерĕ.
Çак кунсенче сĕт паракан ĕне продуктивлăхне ÿстерме уйăракан субсидие валеçмелли йĕркене кĕртме палăртнă улшăнусене килĕштерес ĕç вĕçленет. Пĕлтĕрхи IV кварталта субсиди илсе ĕлкĕрейменнисене кăçал куçарса парĕç. Таможня Союзĕн территорийĕнче туса кăларнă ял хуçалăх тракторĕсене модернизацилемешкĕн республика субсидине уйăрма сĕнÿсем хатĕрлерĕмĕр.
— Патшалăх пулăшăвĕн тĕрлĕ тĕсле субсиди ставкисем çинчен мĕн пĕлтеретĕр?
— Субсидисем пама пăхса хăварнă пĕтĕм укçана тĕпе хурса вăйра тăракан ставкăсене улăштарас тĕлĕшпе ĕç пырать. Пирĕн шухăшпа, ял хуçалăхĕнче тавар туса илекен кашни тытăмăн патшалăхран пулăшу илме пултармалла! Чи малтан сĕт туса илекенсен субсиди ставкине çĕнетĕç. Республикăн Ял хуçалăх министерстви çирĕплетекен кашни гектар сухалакан-акакан çĕр пуçне паракан çыхăнман пулăшу ставкине улăштармăпăр. Раççей Ял хуçалăх министерстви хăй енчен ăна çĕнетрĕ ĕнтĕ. Улшăнакан ставкăсен черетĕнче — элита вăрлăхсем.
— Çынсен вырăнти пуçарăвне хавхалантарас тĕллевпе общество инфратытăмне çĕнетмелли проектсене кăçал пурнăçа кĕртеççĕ-и?
— 2017 çулта 103 проект ĕçе кĕртнĕ, объектсене хута яма республика бюджетĕнчен 52,3 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçал 210 проект /вăл шутра коммуналлă хуçалăхра — 44, социаллă пурнăçпа культурăра — 18, ачапча тата вăйă лапамĕ — 28, кану вырăнĕ — 15, ял тăрăхĕсенчи автомобиль çулĕ, унăн сооруженийĕ — 74, пушар хăрушсăрлăхĕн объекчĕ — 2, масар-çăва тирпейлемелли — 29/ суйласа илтĕмĕр. Пурне те тума республика хыснинче 93,7 млн тенкĕ пăхса хăварнă.
Сĕт йÿнелме чарăнчĕ
— Ял хуçалăх организацийĕсенчен, фермер тата кил хуçалăхĕсенчен пухакан сĕтĕн сутлăх хакне пĕр шайра тытса тăрассишĕн Ял хуçалăх министерстви мĕнле ĕç туса ирттерет?
— Ку ыйтăва пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев ирттернĕ канашлура пăхса тухрăмăр. Унта районсен администрацийĕсен тата сĕте тирпейлекен предприятисен пуçлăхĕсем, продукци пуçтаракансем хутшăнчĕç. Ытлашши сĕте сутакансен кăмăлне тивĕçтерес тесе продукци пуçтаракансене сутлăх хака республикăн вăтам шайĕнче тытса тăма чĕнсе каларăмăр.
Çавăн пекех ыйтăва кăçалхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ чухне сÿтсе яврăмăр. Сутлăх хака тупăш-тăкака шута илмесĕр чакарма парас мар тесе вĕсене сĕт пуçтаракансемпе уйрăммăн тĕл пулса калаçма, кил тата фермер хуçалăхĕсенче туса илекен ытлашши сĕте сутма суту-илÿ лапамĕсенче, пасарсенче ятарлă вырăнсем йĕркелемешкĕн сĕнтĕмĕр. Çакăн хыççăн сĕт рынокĕнче ĕçлекен тытăмсене пухса кашни районта канашлу ирттерчĕç, сутлăх хак кашни ял тăрăхĕнче мĕнле шайра тăнине тишкерчĕç. Кил тата фермер хуçалăхĕсенче продукци туса илекенсен кăмăлне хуçас мар тесе ăна республикăн вăтам шайĕнче тытса тăма сĕннĕ.
Ял хуçалăх министерстви халăхран чĕрĕ сĕт пуçтаракансем пĕр-пĕринпе каварлашса сутлăх хака юриех антарса лартнине тăрă шыв çине кăларма ыйтса федерацин тĕп инспекторĕ патне çырупа тухрĕ. Çакăн хыççăн Раççей Федерацийĕн Монополипе кĕрешекен службин республикăри управленийĕ министерствăран сутлăх хак 2017 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа еплерех улшăннине кăтартакан мониторинг кăтартăвне, кашни литр сĕте 13 тенкĕпе туянакансен списокне ыйтса илчĕ.
Пурнăçа кĕртнĕ мерăсене пула сутлăх хак пĕчĕкленме чарăнчĕ. Министерствăна районсен администрацийĕсенчен пĕлтернĕ тăрăх — нарăс уйăхĕнчен пуçласа вăл Элĕк, Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Етĕрне, Тăвай районĕсенче хăпарнă.
— Раççей Президенчĕ пĕлтĕр ял хуçалăхĕ умĕнчи тĕллевсем çинчен калаçнă чухне ветеринари хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле, уйрăммăн илсен Африка мурĕпе ăнăçлăрах кĕрешмелле терĕ. Ăна пачах пĕтерессишĕн республикăра мĕн тăваççĕ?
Муртан сыхланасчĕ!
— Африка мурне саракан вырăна 2016 çулта Пăрачкав районĕнчи Напольное ялĕнчи кил хуçалăхĕнче — 1, Пăрачкавпа Улатăр районĕсенче — 4, тискер чĕр чунсен хушшинче — 5, Улатăр, Пăрачкав, Йĕпреç районĕсенчи хир сыснисен хушшинче 3 шута илнĕ. Маларах эпир ку чирпе ытти регионта кĕрешнине çеç пĕлнĕ.
2017 çулта амак вирусĕ таврана сарăлакан лаптăка Пăрачкав районĕнчи тискер чĕр чунсем пурăнакан çĕрте тупса палăртнă. Республика Пуçлăхĕн 2018 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнчи хушăвĕпе Пăрачкав районĕнчи вăрманлăхри хир сыснисене карантина хупса пурнăçланă ĕçсене вĕçленĕ.
Чăваш Енĕн ветеринари лабораторийĕ Африка мурĕн эпизоотикине сăнаса тăрас тĕллевпе мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсен сыснисемпе вăрманти хир сыснисен материалне тĕрĕслесе мониторинг ирттерет. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче ăна 208 йĕркеленĕ, кил хуçалăхĕсенчи 112 сыснана, 96 хир сыснине тĕрĕсленĕ — Африка мурĕн вирусне тупса палăртман.
— Чиртен лайăхрах сыхланас, ăна сарăлма парас мар тесе хуçалăхсенче, ялсенче мĕн тумалла?
— Сысна фермисене пĕрремĕшпе иккĕмĕш компартментран виççĕмĕшпе тăваттăмĕшне куçармалла. Шел те, чылай хуçалăхра амакран хÿтĕленессишĕн çак шая çитме васкамаççĕ-ха. Ку ĕçе тăсса пымалла мар, вĕçне çитермеллех. Ăна пурнăçламасăр хăварма никам та ирĕк памасть.
Иртнĕ çулсенче сысна фермисенче урăх выльăх ĕрчетме тивнĕ пирки чылай районта кĕтĕве 13% таран пĕчĕклетме тиврĕ. Паллах, сыснасене сахаллатас килмест. Мĕншĕн тесен унăн ашне нумайăшĕ килĕштерет. Анчах Африка мурĕнчен мĕн пур йышши хуçалăхсенче туллин хÿтĕленме пуçламасан шута ÿстереймĕпĕр.
— Раççей ертÿçи хăйĕн сăмахĕнче ял хуçалăх культурисен паха та тухăçлă вăрлăхĕ пулман пирки çĕршывăн чикĕ леш енчи компанисен куçĕнчен пăхма тивни çинчен те каларĕ. Çак ыйту пирĕн çĕр ĕçченĕсен йĕркинче пур-и?
— Иртнĕ 20 çул хушшинче культурăсен вăрлăхĕ енĕпе пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Тĕш тыррăн, çĕр улмин акма-лартма хатĕрлени тивĕçтерет, пахча çимĕçĕн, сахăр кăшманĕн, выльăх апачĕлĕх культурăсен тата техника культурисен вăл çитмест. Пахча çимĕçĕн пушшех сахал, регион тата çĕршыв тулашĕнчен илсе килме тивет. Раççей Ял хуçалăх министерствин информацийĕ тăрăх — çĕршывра импорт вăрлăх 20 рен пусласа 80% таран йышăнать. Ял хуçалăхĕнчи тĕп культурăсен вăрлăхĕ, хамăр туса илекенни, унăн пахалăхĕ çĕр ĕçченĕсем ыйтнине туллин тивĕçтереймест. Хамăр валли акакан тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ çеç нумай — 96%. Сахăр кăшманĕн импорт вăрлăхĕ — 65%, çĕр улмин — 53%, куккурусăн — 34%.
Раççей Ял хуçалăх министерстви чикĕ леш енчен вăрлăх илсе килме чарăнса çĕршывра туса илекен çĕнĕ элита вăрлăхсен тÿпине 75% çитерме палăртнă. Импорта хамăрăннипе улăштарассишĕн республикăра вăрлăх хатĕрлекен 16 хуçалăх, çав шутра çĕр улмипе тата нумай çул çитĕнекен курăксемпе — 9-шар, тĕш тырăпа тата пăрçа йышши культурăсемпе — 15, çу юхтараканнисемпе 2 хуçалăх ĕçлет. Вĕсен хуçалăхсене паха вăрлăхпа тивĕçтерме май паракан критерисене тивĕçтермелле. Вăрлăхсен реестрне çуллен федерацин «Россельхозцентр» учрежденийĕ çирĕплетет.
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă