Ака пырать
Çĕр çинче ĕçлекенĕн паян ларса-тăма вăхăт çук. Чăваш Енре кĕрхисене апатлантарса пĕтернĕпе пĕрех. Ку ĕçе 81 процент пурнăçланă. Пур тăрăхра та акана пуçăннă. Кунта патăрьелсемпе елчĕксен тӳпи пысăк.
Уй-хирте машин-трактор сасси вăйлăрах та вăйлăрах илтĕнет. «Прогресс» хуçалăхра ку эрнере çуракие пуçăннă. Минераллă им-çам çителĕклĕ, техника юсавлă, çунтармалли сĕрмелли хатĕрсем пур. Çанталăк парсан 10 кунра ака вĕçленмелле – çак тĕллевпе ĕçлеççĕ хуçалăхра.
СЕРГЕЙ ВАНЮШКИН: «Пирĕн механизаторсем çитеççĕ, кунта техникине ытти çулти пекех ĕçлеттеретпĕр. Шанатпăр, кăçал та вăхăтра пĕтеретпĕр, кĕске вăхăтра. Çурхисем «Прогресс» хуçалăхăн пин гектар патнелле, кĕрхисем пирĕн пур 560 гектар. Кĕрхисене апатлантарса пĕтернĕ пурне те. Кунта сухаламасăр акатпăр, сухаламастпăр, культиваци тумастпăр, тӳрех акатпăр. Кунта иртерех акма май парать. Пур çĕрте те мар, пирĕн сухаласа хăварнă анасем те пур».
Пĕтĕмĕшле илсен, Чăваш Енре акана вăхăтлă вĕçлемелле. «Нӳрĕлĕх пуррипе усă курса юлмалла, вăрлăха тип çĕр çине акмалла мар», – çапла палăртаççĕ çĕр çинче ĕçлекенсем. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене хальлĕхе 41 000 ытла гектар çинче акма ĕлкĕрнĕ. Хуçалăхсенче ытларах урпа акăннă. Вăл 17 000 гектар çинче вăй илет. 15 районта пăрçа йышши культурăсене акма ĕлкĕрнĕ, унăн кăтартăвĕ 3 000 ытла гектарпа танлашать. Çураки кăçал пĕлтĕрхипе танлаштарсан ир пуçланчĕ. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне пĕр гектар та ĕçе кĕртмен.
СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Пуре 550 000 гектар çинче ĕçсем туса хăвармалла. Тăрăшса ĕçлесен икĕ эрне хушшинче акса хăвармалла. План тăрăх, 35 000 гектар çу тумалли культурăсем акса хăвармалла, пĕтĕм хушма хуçалăхсемпе пăхсан 19 000 гектар çинче çĕрулми лартмалла, сахăр чĕкĕнтĕре тата ытти культурăсем те».