Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Чăваш Енре çырла фестивалĕ иртĕ

Тутлă, пылак сĕткенлĕ уяв. Чăваш Енре çырла фестивальне ирттерĕç. Ăна утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Питрав кунĕнче йĕркелеме палăртаççĕ. Фестиваль программипе тата хатĕрленӳ ĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусене Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура сӳтсе яврĕç. Чăваш Ен çыннисем хăмла çитĕнтерессипе çеç палăрмаççĕ. Темиçе çул каялла пылак тата тутлă улма-çырлана чикĕ леш енчен е çанталăк ăшăрах тăракан регионсенчен илсе килнĕ пулсан, халĕ вара хамăр тăрăхра та çак çимĕçе туса илме май пур. Муркаш тăрăхĕнчи Борис Михайловăн агрофирминче, сăмахран, 200 гектар лаптăк çинче çырла ӳстереççĕ. Патшалăх пулăшнипе пĕрлешӳ комбайн тата ытти техника туяннă. Çак ĕçе малалла аталантарас тесе кăçал вĕсем çырлана тирпейлемелли ятарлă лини те илес тĕллевлĕ. Пысăк фестиваль ирттерни пахчаçăсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, вăл пире пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕпе паллашма туса парĕ, палăртать Борис Михайлов. БОРИС МИХАЙЛОВ: «Мĕнле достиженисем пур ял хуçалăхсен, кам ăçта, мĕнле ӳстерет, мĕнле çĕнĕ методсем пур, мĕнле техника çĕнни. Çак инициативăпа эпир питĕ вăйлă мала кайма пултаратпăр, çырла, хăмла енчен. Вăйлă утăмсем тума пуçларăмăр эпир, çав утăмсене хăвăртрах тумалла тата нумайрах çамрăксене çакăнта илсе килмелле». Çырла фестивальне Шупашкар тăрăхĕнчи питомникра ирттерес шухăшлă. «Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма çемье уявĕ евĕр йĕркелемелле, республика çыннисен тата хăнисен ачисемпе пĕрле унта çитсе çырла пуçтарма, унтан тутлă кукăль пĕçерме е варени вĕретме май пултăр», – палăртрĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Фестиваль лапамĕ, паллах, çырла, им-çам туса илекенсене, техника туса кăларакансене тата çак енпе кăсăкланакансене пĕрлештерĕ. Вĕсем валли ял хуçалăх, аграри тытăмĕпе çыхăннă çавра сĕтелсем йĕркелĕç. Çитес вăхăтра фестиваль ятне палăртас тĕллевпе ыйтăм йĕркелĕç.



НТРК
17 марта 2023
14:19
Поделиться