Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Çĕр улмине — чыс та хисеп

Тунтикунхи канашлу ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов йăлана кĕнĕ çĕр улми куравĕ иртесси çинчен пĕлтернипе вĕçленчĕ. Регионсен пĕрлехи куравĕ шучĕпе 15-мĕш пулĕ. Вăл пуш уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ комплексĕнче иртĕ. Унта Раççейри 22 регионти тата Беларуçри 91 компани хутшăнассине çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Ку йыш пĕлтĕрхинчен пысăкрах — çакă та, паллах, Чăваш Енри курав хисепĕ-сумĕ ӳссе пынине çирĕплетет.

Çĕр улми çитĕнтерме, пухса кĕртме усă куракан техникăпа оборудовани экспозицийĕ ĕçлĕ, çĕр улминчен хатĕрленĕ апат-çимĕçе астивсе пăхма май пулĕ, специалистсем иккĕмĕш çăкăр туса илмелли технологисене, çак культура рынокĕн аталанăвĕн майĕсене тишкерĕç. Паллах, çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсен вăрлăхĕ те сутлăхра пулĕ. Сергей Геннадьевич ял хуçалăх предприятийĕсем 27 сорт вăрлăхне сутасси çинчен пĕлтерчĕ — килĕшекеннине суйласа туянма май пулĕ. Тĕп хула администрацийĕ ватă çынсемпе сусăрсене туяннă вăрлăха киле леçсе парассине йĕркелĕ.

Олег Николаев ытти çул вăрлăх туянакансен пысăк черечĕсем пулнине аса илтернĕ май çакна шута илме сĕнчĕ. Çын нумай пуласси паллă, черетсене чакарас тĕллевпе вĕсене тĕрлĕ вăрлăхпа маларахах паллаштарни вырăнлă — туянма пырсан тин суйласа ан тăччăр, унта хăшне илмеллине малтанах пĕлсе пыччăр. Вăл е ку вăрлăх çинчен каласа паракан информацие, тен, сайта вырнаçтармалла, ытти майпа усă курмалла. Министр çак саманта та шута илме шантарчĕ.



hypar.ru
16 февраля 2023
08:22
Поделиться