Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Им-çама вăхăтлă туянмалла

Хĕл кунĕсем иртсе кайман-ха. Çапах та республикăри аграрисем тăрăшсах ака-суха ĕçне хатĕрленеççĕ. Техника юсавлă пулмалла, вăрлăх хатĕрлемелле, унсăр пуçне минераллă им-çам çителĕклĕ туянмалла. Ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хуракансем яваплă çак ĕçе мĕнле пурнăçланине пĕлме пирĕн репортер Регина Кубайкина Çĕрпӳ, Канаш тăрăхне çитсе курчĕ. Йывăр тиевлĕ машинăсем ретĕн-ретĕн тăраççĕ. Иртен пуçласа каçченех аммиак селитрине тултарнă пĕршер тоннăллă михĕсене тиеççĕ. Республикăри пысăк хуçалăхсем те, фермерсем те им-çама вăхăтлă туянса юласшăн. Хакĕ ӳссе кайиччен. Акă Вăрмар тăрăхĕнчи Андриян Николаев та хăйĕн автомашинипе ирех килнĕ. Техника тĕлĕшĕнчен чăрмав пулсан предприяти ĕçченĕсем хăйсемех кӳрсе пама пултараççĕ. АНДРИЯН НИКОЛАЕВ: "Эпир кунта 17-мĕш çултанпа ĕçлеме пуçланă. Кăçал кунтан эпир 15 тонна аммиачная селитра çыртарнă. Ытларах пшеница, ячмень акатпăр. Çуракине хатĕр, топливо хатĕр, техникăсем хатĕр". Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕн ĕçченĕсем мĕн пур йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ. ЛЕОНИД АНДРЕЕВ: "Эпир ывăлпа иксĕмĕр ĕçлетпĕр. Çак Продфонда яланах килетпĕр. Вĕсем валли карбомидсем, çулла подкормка валли илетпĕр. Удобренисĕр тырри-пулли сахал. Иртнĕ çул лайăх пулчĕ пирĕншĕн. Хакĕ йӳнĕ пирки пире пăшăрхантарать". Аграрисен суя тавар илесрен шикленмелле мар. Сертификаци иртнине çирĕплетекен документсем йăлтах пур. Ятарлă лабораторире илсе килнĕ им-çама тĕрĕслеççĕ. НИКОЛАЙ ЛЕОНТЬЕВ: "Паянхи куна минеральный удобренисемпе каласан, пирĕн питĕ начар тесе каламастăп. Паянхи куна 12 тĕрлĕ удобрени пур. 1000 тонна удобрени пур. Сельхозтоваропроизводительсем валли кашни уйăхра эпир лартнă тĕллев çак тĕллевпе эпир пурнăçласа пыратпăр. Халь соглашени çыртăмăр. Ĕçлетпĕр только пысăк операторсемпе. Вăл «Уралхим», «Фосагро». Ял хуçалăх та ăслăлăхи çĕнĕллĕхсене хăвăрт алла илет. Им-çамсем хăватланса, витĕмленсе пыраççĕ. Шывра ирĕлтерсе сапмалли, шĕвекре вăрлăхсене йĕпетсе акмалли хутăшсем те пур. Вĕсемпе пĕлсе усă курмалла. ИГОРЬ НУРСОВ: "Ял хуçалăх аммиачный селитра вырăнне урăх удобренисем илме пуçлаççĕ. Сульфанитрат, азотофосфат – вĕсем хăйсем удобрени улучшенный теççĕ. Мĕншĕн тесен улучшенный характеристикăсемпе. Унта хăйсен составĕнче сера та пур". Республикăри аграрисене тыр-пул тухăçлăхне ӳстерме пулăшакан, терлĕ хурт-кăпшанкăран упракан, пулăхсăр çĕре техĕмлетмелли им-çамламалли çинчен йăлтах каласа параççĕ çак пĕрлешӳсенче вăй хуракансем. Камăн укçа çитмест, вĕсен парăма тăсса тӳлеме май пур.



НТРК
10 февраля 2023
16:01
Поделиться