Чăваш хăмлин чапне тавăрĕç
Совет Союзĕнче Чăваш Республики çĕршыва хăмлапа тивĕçтерекен регион пулнă. Ăна чăвашсем «симĕс ылтăн» тенĕ. Паян республикăри хăмла плантацийĕсене малтанхисемпе танлаштараймăн. Лару-тăрăва улăштармалли майсене Сĕнтĕрвăрри хулинче иртнĕ ларура пăхса тухрĕç. Унта республикăри муниципалитетсем видеоконференци мелĕпе хутшăнчĕç. Чăваш Енре «симĕс ылтăн» отрасльне чĕртсе тăратас ыйту ăнсăртран çуралман. Çĕршыври сăра завочĕсене чĕр тавар çитми пулнă. Раççее хирĕçле санкцисем йышăнсан çакă уйрăмах сисĕннĕ. Хальхи вăхăтра хăмлапа ĕçлекен хуçалăхсене утăм хыççăн утăм тума йывăртарах. Чăрмав сахал мар. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Эпир 100 000 яхăн калча туса илейетпĕр паянхи куна. Вăл 25 гектара кăна çитет. Если эпир пин гектар лартатпар пулсан çитес вăхăтра пирĕн 5-6 хут нумайрах калча туса илмелле, пахалăхлă калча туса илмелле. Сăра завочĕсем хăмла пахалăхĕ пирки ыйтаççĕ. Çавăнпа та пире çак сортсене тасатмалла, генотипировать тумалла. Кашни сортăн хăйĕн кăтартăвĕсем пулмалла. Хăмла пахчисене тĕрĕслесе, сăнавсем туса, тĕрĕслесе илмелле. Сывă калча туса илме вĕренмелле. Кăна ĕнтĕ эпир инвинтро методпа тетпĕр. Пробиркăра ӳстерсе». Таса та паха сортран çеç тупăш илме пулать. Етĕрнесем те çĕнĕлле ĕçлеме вĕренесшĕн. Техникăна çĕнетсен, унпа килĕссе тăракан ангарсем тусан пахчасен лаптăкĕ те ӳсĕ. ВАЛЕРИЙ ГЕРАСИМОВ: «Хамăр валли эпир кашни çулах саженцы çитĕнтеретпĕр парниксенче ĕнтĕ. Кăçал çитĕнтереймерĕмĕр. Çанталăк памарĕ. Йывăрлăх сортне палăртассинче». Хăмла калчисене çитĕнтерме, тĕпчеме Чăваш патшалăх аграри университетĕнче лаборатори уçĕç. Халĕ унăн проектне хатĕрлессипе тимлеççĕ. Ку енĕпе ĕçлеме пултаракан специалистсене те аслă шкул хăех хатĕрлесе кăларать. – Наука çине тайăнса, наука ĕçĕсем çине никĕсленсе тусассăн, паллах, эпир пĕр енчен пахалăрах тума пултаратпăр. Унсăр пуçне ыттисенчен лайăхрах тума пултарăпăр. Тата ĕнтĕ хамăра валли туса, хăш-пĕр япаласене хăмла сорчĕсене, технологине, оборудованисене сутма пултарăпăр. Татах та çиелтен тупăш илме пултарăпăр. Çавăнпа та çав япаласем пирки паян калаçса татăлтăмăр. Питĕ тĕплĕ план çырса хутăмăр. Ман шутпа, эпир паянхи шухăша пурнăçа кĕртсессĕн çулталăкранах пысăк çитĕнӳсем пулма пултараççĕ. Палăртнине пурнăçлама патшалăх тĕллевлĕ тата çителĕклĕ пулăшать. Хăмла лартса ӳстернĕшĕн 80 процентне тавăрса параççĕ. Техника туяннă тăкакăн 40 процентне те илме пулать. Çăмăллăх тĕрлĕ енлĕ: субсидисем, пĕчĕк процентлă кредитсем. Чи кирли – хăмла тупăшне курса ĕçлеме пултаракан çынсем пур. Халĕ йывăрлăхсене парăнтарса тупăшлă ĕçлеме вĕренмелле. Ун чухне çеç чăваш хăмлин чапне тавăрăпăр, палăртрĕç ларăва пухăннисем.