Красноармейски тӑрӑхӗнче ҫӗнӗ пӑру ферми ӗҫлеме пуҫларӗ
400 пуҫ вырнаҫакан хальхи йышши витене "Красное Сормово" хуҫалӑхра хута янӑ. Кунта сӗт тата ытларах туса илесшӗн. Производствӑна анлӑлатнипе пӗрлех выльӑх-чӗрлӗх пӑхмалли майсене те лайӑхлатасшӑн. Предприятин малашнехи тӗллевӗсемпе республика ертӳҫи кӑсӑкланчӗ.