Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Çăмарта нумайланнă

Чăваш Енре 8 предприяти çăмарта туса илессипе ĕçлет. Вĕсем хальхи йышши техологисемпе усă курса производство хăватне 33 процент таран ӳстерме пултарнă. Вĕсенчен пĕр предприятие эпир те çитсе куртăмăр. Çăмарта туса илсе сутлăха кăларас енĕпе предприятисем производство ĕç-хĕлне çăмăллатма, хăвăртлатма тăрăшаççĕ. Пĕтĕмĕшле республикăри 8 предприятире кăçал 196 миллион ытла çăмарта туса илнĕ. Муркашсем ку енĕпе малта пыракансен йышĕнче. АЛЕКСЕЙ ЮНКЕРОВ: «Кунне пирĕн 550 000 çăмарта килет. 1500 коробка, цехра 14 хĕрарăм. 7 арçын ĕçлеççĕ. Пуринчен ытларах техника тăвать. Техника хăех сортировать тăвать». Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, инкубаторта çитĕнтернĕ 1 çăмарташăн 1 тенкĕ тата ăратлă чăх-чĕп ӳстернĕшĕн 1 пуçшăн 3 тенкĕ субсиди параççĕ. Производствăна çĕнетме туяннă техникăшăн тăкаксен 20 процентне каялла тавăраççĕ. Чĕр тавара тирпейлес ĕçе йĕркелеме хута янă оборудованишĕн 30 процентне каялла илме май пур. ОЛЬГА ХРАМОВА: «Кăçалхи çул эпир çĕнĕ оборудование лартрăмăр. Çак оборудовани пире çăмăллăхсем кӳрет. Мĕншĕн тесен çăмарта пахалăхĕ ӳсрĕ. Складра 20 çын ĕçлет. Кашни категори лини çинче 1-шер çын тăрать». Муркаш районĕнчи предприятире юлашки икĕ çулта 2 производство цехне хута янă. Унта 100 000 чăхă вырнаçать. Çавăн пекех 4 тырă управăшĕ. Çăмарта хумалли склад вара 1800 тăваткал метр. Чăх-чĕпе шыв ĕçтерес тытăма та кунта тĕпрен улăштарнă. Пĕр сехетре 100 000 çăмартана суйласа курупкана тирпейлесе пуçтарать çĕнĕ техника. Туса илнĕ продукцие Мускава, Чулхулана, Крыма тата Дагестана ăсатаççĕ.



НТРК
24 ноября 2022
12:46
Поделиться