Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

«Ялта чи лайăххисем» форум

Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕ тĕлне Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин пуçарăвĕпе пĕрремеш хут «Ялти телейлĕ ачалăх» форум иртет. Путарулăх тупăшăвне Чăваш Енри садиксене, шкулсене çӳрекен шăпăрлансем хутшăннă. Конкурса пурĕ 7 000 ытла ĕç ярса панă. Иккĕмĕш тапхăрта тӳресен 2 000 ытларахăшĕнчен çĕнтерӳçĕсене суйласа илмелле пулнă. Çĕнтерӳçĕсене республикăра пĕрремĕш хут иртекен ача-пăча пултарулăхĕн форумĕнче чысларĕç. Агропромышленность енĕпе канашлу ирттернĕ чухне министра ял пурнăçне юратакан пĕр пике Юлия Казыкова пирки каласа кăтартнă. 6-мĕш класра ăс пухакан хĕр пĕр куравра хавшанă чăх чĕппи курнă иккен, ăна питĕ пулăшасси килнĕ. Малашне шăпах выльăх тухтăрĕ пулап тесе хăйĕн умне тĕллев лартнă. Çавăн пекех вăл ачасене ял пурнăçĕпе ытларах туслаштарас тĕллевпе тĕрлĕ проектсем пуçарма сĕннĕ. Каланă – тунă. Республикари ял хуçалăх министерстви ытти ведомствăпа тăрăшса «Ялта чи лайăххисем» форум пуçарнă. Пĕр уйăх ытларах Чăваш Енри ача сачĕсем, шкулсем пултарулăх енĕпе тăрăшса хăйсен ĕçĕсене хатĕрленĕ. Кам сăвă вулать, кам юрă-ташăпа тĕлĕнтерет, кам хитре сăн ӳкерчĕкре тăван тăрăхне сăнарлать. Чăваш Республкикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çак форум 2023-мĕш çулхи Телейлĕ ачалăх çулталăкне хывнă кĕпер терĕ. – «Ялта чи лайăххисем», ман шутпа, ял тăрăхне аталантарма пулăшакан юхăм пулчĕ. Çак юхăма тĕрлĕ енлĕ конкурса пĕтĕмлетни – уйрăмах никĕслĕ япала. Ачасене пĕчĕкренех Тăван çĕршыва, тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентесси хамăртан пуçланать теççĕ çак форума пуçаракансем. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Чăваш чĕлхине пирĕн чăвашсен пĕлмелле. Ачасене вĕрентме тăрăшмалла. Çакăн пек конкурса ирттерме шухăшлатпăр, чăнах та, пурте лайăх хатĕрленнĕ. Тепĕр çул та çак конкурса ирттерсе пырасшăн». 7 000 ытла ĕçрен чи тивĕçлисене суйласа илме çăмăлах пулман тӳресене. Паллă ентешĕмĕрсен кĕвви, сăвви чылай юрă, ташă никĕсĕнче. Тăвайсене хăйсен паллă ентешĕ сăвă шăрçаласа юрă кĕвĕленĕ пулсан çĕрпӳсем хăйсен ташшинче республикăра туслă пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннине сăнарлама тăрăшнă. НАДЕЖДА КАЧАНОВА: «Ялта чи лайăххисем» – вăл питĕ кирлĕ. Ачасене, пысăккисене те. Эпир кунта пĕрле пухăнса пĕр-пĕрне куратпăр. Пĕр-пĕрин çине пăхса савăнатпăр». «Ялта чи лайăххисем» форума пухăннисем тавра курăма пуянлатас тĕллевпе тĕрлĕ лапамсене çитсе курчĕç. Кăткă ферминчен пуçласа, малашне агропромышленноç тытăмĕнче анлă усă курма палăртнă хатĕр таранах паллашма пултарчĕç вĕсем. Кунтах ачасене квадрокоптерсем пуçтарма, чăваш тĕррине вĕренмелли асталăх класĕсем ирттерчĕç.



28 октября 2022
11:57
Поделиться
;