«Ялти телейлĕ ачалăх» конкурс
Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин пуçарăвĕпе «Ялти телейлĕ ачалăх» конкурс иртнĕ. Ăна Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕ тĕлне пĕтĕмлетрĕç. Путарулăх тупăшăвне Чăваш Енри садиксене, шкулсене çӳрекен шăпăрлансем хутшăннă. Конкурса пурĕ 7 000 ытла ĕç ярса панă. Иккĕмĕш тапхăрта тӳресен 2 000 ытларахăшĕнчен çĕнтерӳçĕсене суйласа илмелле пулчĕ. Вĕсене çăмăлах пулмарĕ. Тĕплĕнрех – пирĕн сюжетра.
Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă темăна туллин уçса пама тăрăшнă ача-пăча садне çӳрекенсем те. Шкул ачисем те кая юлмаççĕ. Пĕр-пĕринпе тупăшса, артистран кая мая тĕрлĕ хусканусем пурнăçласа илемлĕ ташăсем лартнă. Тăван çĕршыв илемĕпе мăнаçланса хитре юрăсем шăрçалаççĕ. Ача-пăча садне çӳрекенсем тăрăшсах ташă хусканăвĕсене вĕренни сисĕнет. Чăваш халăх тум-тирне тăхăнни уйрăмах илем кӳрет. Юрăсенче, ташăсенче Чăваш Ен илемĕ, хăйне евĕрлĕхе çинчен илтме, ӳкерчĕксенче вара тăван тăрăхра ӳстерекен улма-çырла, пахча-çимĕçпе паллашма пулать. Кашни ĕçе ӳсĕм тăрăх, номинаципе пайласа хакларĕç. Ӳкерчĕксенче те ачасем чăн-чăн ӳнерçĕсем пек хăйсем юратакан çимĕçсене, выльăх чĕрлĕхсене сăнарланă. Тӳресен йышĕнче Чăваш Республикин хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсем, ӳнер музейĕн ĕçченĕсем, ял хуçалăх министерствинче, агропромышленноç тытăмĕнче вăй хуракансем пулчĕç. Вĕсене çĕнтерӳçĕсене палăртма çăмăлах пулмарĕ. Пултаруллă каччăсемпе хĕрсене Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕ тĕлне йĕркеленĕ форумра чыслама палăртнă.