Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Кĕрхи пуянлăх савăнтарать

Чăваш Енре кăçал 1 миллион тонна ытла тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Çак кăтарту 1992-мĕш çулхи рекорд патне çывхарса пырать. Ун чухне чăваш аграрийĕсем 1 миллион та 4 тонна вырса илнĕ. Тăвай, Канаш, Улатăр, Çĕрпӳ районĕсем - малтисен ретĕнче. Кунĕпе, çĕрĕпе – пĕр сăмахпа каласан, – талăкĕпех ĕçлеме хатĕр республикăри аграрисем вырма ĕçĕсене вĕçлес тесе. Çумăрлă çанталăка пула техника уя тухаймасть. Çавăнпа та кĕрхи пуянлăх пӳлмесене кĕрсе выртайман-ха. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çак кунсенче Елчĕк, Комсомольски, Çĕрпӳ районĕсенче пулчĕ. Çĕр улми, кишĕр, купăста, кăшман тухăçлăхĕ республикăри аграрисене савăнтарать. Николай Гладков хуçалăхĕнче тĕслĕхрен йĕпе-сапана кайиччен ĕлĕкхи мелпе усă курса çĕр улмине алăпа кăларса пуçтараççĕ. Фермер шкул ачисене те вырмана явăçтарнă. Вĕсем те хаваспах яваплă çак ĕçе пурнăçлаççĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса вăй хунă май шалу та тӳлеççĕ-çке. Кӳршĕ ялсенчен килекенсем те пур. Кунне 2 пин тенкĕ çурă параççĕ. Çĕр улмисĕр пуçне ытти пахча çимĕçе пӳлмене тирпейлесе кĕртнĕ ĕнтĕ. 8 гектартан 200 тонна яхăн пухса илнĕ. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: "Хирти ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Тырă тата пăрçа йышши культурăсене паянхи куна пуçтарса пĕтернĕ. 1 миллион тоннăна яхăн пуçтарнă. Çуркунне икĕ пин çурă гектар 600 гектар ытла, рапс, горчица, лен 21 гектар çинче пуçтарнă. Кукурузăпа, хĕвел çаврăнăш пуçтарса илмелле. Ĕçлемелĕх пур. Пуçтарса пĕтерме тăрăшмалла". «Йывăр пулсан та – малалла» каларăша мала хурса ĕçлеме тăрăшаççĕ Комсомольски районĕнчи çĕр улми туса илекен пысăк агрофирмăра. Кунта хальхи йышши хăватлă техника сасси ирĕн-кунĕн илтĕнет. Вĕсене йăлтах патшалăх программипе усă курса туяннă, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕн 40 процентне саплаштарса тӳленĕ. Метеостанци лартса çанталăк улшăнăвне сăнаса тăратпăр теççĕ агрофирмăра тăрăшакансем. Механизаторсен тăрăшулăхĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен те нумай килет. Изосим Романов кунсерен 18 сехетрен кая мар уй-хирте, руль умĕнче. ИЗОСИМ РОМАНОВ: "Тепĕр çул валли сухасем тăватпăр. 2 сменăпа ĕçлетпĕр. 1-2 пин тунă, тепĕр çул валли сухаламалли 2 000 юлнă. 4 техника ĕçлет уйра". Комсомольскинче пахча çимĕçпе ĕçлекен агрофирмăра «иккĕмĕш çăкăра» 120 гектар çинче акса ӳстереççĕ. Кишĕре 8 гектартан пухса кĕртнĕ, тепĕр 15 гектарта ку енĕпе ĕç хĕрӳ пырать-ха. Вĕсем хăйсен таварне Пермь, Киров, Мускав хулисене, Чулхула, Самар, Саратов, Чĕмпĕр облаçĕсене ăсатаççĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çанталăк сивĕтиччен мĕн пур ĕçсене вĕçлемелле тесе палăртнă.



17 октября 2022
13:28
Поделиться