Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Кар тăрса ĕçлеççĕ

Чăваш Енри гидрометеоцентр пĕлтернĕ тăрăх, çумăр çуса тăнăран 3 районта тăпра ытла нÿрĕ пулнине палăртнă. Çак пулăма Элĕк, Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенче шута илнĕ. Çапах та, чăрмавсене пăхмасăрах, ял çынни уй-хирте тăрăшать. Халĕ хуçалăхсенче çĕр улми, сахăр кăшманĕ кăлараççĕ, сарă пăрăç пухаççĕ, сенаж хываççĕ. Тăвайсăр пуçне пур районта та çĕрулми лартса ӳстереççĕ. Хальлĕхе республикăри хуçалăхсем икĕ пин çурă гектар çинчен «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарса кĕртнĕ. Пысăк пай патăрьелсене лекет. Вĕсем 500 ытла гектар кăларнă. Куславкка тата Комсомольски районĕсенче те ĕç вĕресе тăрать. Элĕк, Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç, Çĕмĕрле районĕсенче çĕрулми кăларасси чăрмавлă иртет – 10 гектар та парăнтарман-ха. Улатăр районĕнче вара кĕçех тухăçа пĕтĕмпех пухса илеççĕ – 10 процент çеç юлнă. Паянхи куна республикипе 61 000 ытла тонна пӳлмене кĕнĕ е сутлăха кайнă. Тухăç савăнтарать. Пĕлтĕр гектартан 169 центнер тухнă пулсан, каçалхи вăтам кăтарту – 244. Каçал тăрăхĕнче вара гектартан 320 центнер илсе пыраççĕ. Уçă вырăнта ӳсекен пахча-çимĕçпе 13 районта ĕçлеççĕ. Хăяр, купăста пӳлмене кĕрет. Паянлăха вĕсене 139 гектар çинчен пухнă. Тăватă районта хăмла çитĕнтереççĕ. Ăна 91 гектар çинче татнă. Ку енпе ĕç пĕлтĕрхинчен кая юлса пырать. «Симĕс ылтăн» тухăçĕ вара савăнтарать. Гектартан вăтамран 17 центнер тухса пырать. Етерне районĕнче вăтам тухăç республикăринчен икĕ центнер ытларах.



29 сентября 2022
11:58
Поделиться