Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

«Ылтăн кĕркунне» курава хатĕрленеççĕ

Республикăри аграрисем Раççей шайĕнче иртекен «Ылтăн кĕркунне» курава хутшăнма хатĕрленеççĕ. Çулсерен унта регионсенчи малта пыракан предприятисем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштараççĕ. Çавăн пекех машин тăвас ĕçри, хими промышленноçĕнчи, вĕрентӳпе ăслăлăхри çĕнĕлĕхсене кăтартма тăрăшаççĕ. Кăçал курав Мускав облаçĕнче юпа уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче иртмелле. Чăваш Ен кăçал та курава пысăк шайра хатĕрленет. «Пысăк пахалăхлă апат-çимĕç туса илессишĕн» номинацире республикăри 14 предприяти хăйĕн таварĕпе паллаштарĕ. Аш-какай, сĕт-çу, пыл тăвакан пĕрлешӳсем паян курава хутшăнма хатĕрленеççĕ. Ку йышра Шупашкарти çăкăр завочĕ те пур. Вĕсем «Ылтăн кĕркуннене» килекенсене «Новославянский» çĕнĕ хура çăкăр, тăпăрчă пӳремечĕ тата «Смуглянка» торт сĕнĕç. Сăмах май, пĕлтĕр ку конкурсра Чăваш Енри пĕрлешӳсем 70 медаль çĕнсе илнĕччĕ. Предприятисем кăçал та çитĕнӳпе таврăнма палăртаççĕ.



28 сентября 2022
11:57
Поделиться