Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Кĕр парни

Çулсерен республикăри хуласенче тата район центрĕсенче ял хуçалăх апат-çимĕçне сутас тĕллевпе «Кĕр парни» ярмăркка иртет. Чăваш Енре кăçал вăл авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче уçăлчĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе тивĕçтерме, çĕр ĕçченĕсене хăйсен продукцине тупăшлă вырнаçтарма май туса памалла – ярмăрккăн тĕп тĕллевĕ çак. Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура кун пирки Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каларĕ. Вăл çавăн пекех Шупашкарти Октябре – 50 çул тата Çĕнĕ Шупашкарти Винокуров урамĕнче ял хуçалăх таварне сутакан пĕчĕк пасарсем уçасси пирки каларĕ.

«Кĕр парни» ярмăркка канмалли кунсенче ирхине 9:00 сехетрен пуçласа 15:00 сехетчен ĕçлет. Кун валли Улатăр хулинче пилĕк, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта тăватшар, Çĕмĕрлере икĕ, Канаш, Етĕрне, Куславкка, Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри хулисенче пĕрер лапам уйăрнă. Районсенче те 30 çĕрте «Кĕр парни» йĕркеленĕ. Кунта çакна та каласа хăвармалла, ярмăркка вăхăтĕнче пулă, сĕт-çу, пыл, çăнăх, кĕрпе, аш-какай, пахча-çимĕç, çырла сутакансенм вырăншăн укçа тӳлемеççĕ.

Тивĕçлĕ канурисене, тĕрлĕ çăмăллăха тивĕçекен категорие кĕрекен çынсене тавара килĕсене çитиччен тӳлевсĕр кӳрсе параççĕ. Вĕсене волонтерсем пулăшаççĕ. Комсомольски, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи фермерсемпе хуçалăхсем пуçаруллăрах. Чăваш Енĕн тĕп хулине çак тапхăрта 30 ытла пĕрлешӳ пахча-çимĕç кÿрсе килсе сутнă. Авăн уйăхĕнче çеç ярмăркка вăхăтĕнче 175 тонна ял хуçалăх таварне туяннă. Çынсем ытларах çĕрулми, пахча-çимĕç илеççĕ. Хаксем «çыртмаççĕ». Пысăк лавккасенчипе танлаштарсан, ярмăрккара çĕрулмие 26 процент, купăстана 33 процент, хĕрлĕ кăшмана 38 процент, кишĕре 34 процент йӳнĕрехпе туянма пулать. Шупашкарта 1 килограмм çĕрулми 17 тенкĕ, Çĕнĕ Шупашкарта 15 тенкĕ тарать. «Кĕр парни» ярмăкка республикăра юпа уйăхĕн 9-мĕшĕччен ĕçлĕ 



26 сентября 2022
09:07
Поделиться