НТРК
Республикăра пултаруллă ачасемпе çамрăксене хавхалантармалли май чылай. Сăмахран, пултарулăх тĕлĕшĕнчен малалла ÿсме Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çулсерен паракан ятарлă стипендийĕ те нумай пулăшать. Олег Николаевăн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн çак укçана çулсерен 1000 çамрăк илсе тăрать. Тĕреве илнисен йышĕнче ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем те пур. Кăçал Канаш тата Патăрьел районĕсенчи çамрăк специалитсем стипендиллĕ пулчĕç. Вĕсенчен пĕринпе, Татьяна Лубашкина выльăх тухтăрĕпе çывăхрах паллашма Алина Сусметова Юхмапа Пăла тăрăхне çитсе килчĕ. Закалка, Буянка, Гвоздика, Болтушка, Рапунцель тата ытти те. Татьяна Лубашкина ветеринара ĕнесем кашни кунах кураççĕ. Выльăхсем ӳсĕрмеççĕ-и? Лайăх апатланаççĕ-и? Пурне те шута илмелле ветеринарăн. Пике кунĕпех чĕлхесĕр янаварсемпе. Кун каçа унăн 6 витене çитсе ĕлкĕрмелле. Мĕн пĕчĕкренех выльăх-чĕрлĕхе юратса ӳснĕскершĕн çак савăнăç çеç. Профессие вăл чун ыййтнипе суйласа илнĕ. ТАТЬЯНА ЛУБАШКИНА: «Эпĕ шкул вĕренсе пĕтерсен е тухтăра, е ветеринарный врача каяс терĕм. Шупашкара çитсен сельхозакадеми енчен иртсе кайсан ман ветеринари енне чун туртрĕ. Вара кĕтĕм те ним шутламасăр тумасăр ветеринари специальноçне шутласа оригиналсене парса хăвартăм». «Исток» хуçалăхра 1093 пуç çамрăк выльăх. Сумалли ĕнесем – 540. Вĕсене чир ан çулăхтăр тесе тăрăшать те выльăх тухтăрĕ. Профилактика ĕçĕсем – тĕп вырăнта. Вакцинацие вăхăтра туса пыраççĕ ку хуçалăхра. ТАТЬЯНА ЛУБАШКИНА: «Эпир кашни çулах вакцинаци тума тăрăшатпăр ĕнесене, вакцинаци сибирская язвăран, бешенство тата ытти те. Сибирская язвăна мĕнле пулсан та профилактика тумалла. Пĕр ĕне чирлерĕ пулсан хуçалăха веç хупса ĕнесене çунтарса ямалла пулать, ку питĕ пысăк тăкак». Çулталăк вĕçленниччен хуçалăхра сумалли ĕне хисепне 600-е çитересшĕн. Çавăнпа та ĕнесене вăхăтра пĕтĕлентерес ыйтупа тимлĕ ĕçлеççĕ. РИНАТ АХМЕРОВ: «Кашни тунтикун узи пăхатпăр ĕнесене, пĕтĕ мар ĕнесем укол çине лараççĕ. Искуственный майпа ĕнесене чуптаратпăр эпир, вăкăрсене тытмастпăр. Çавăнпа узи-сканерпа гармонсем пире питĕ пысăк пулăшу параççĕ. Кашни ĕнерен çулталăкне 1 пăру илме тăрăшатпăр. Ĕнесене тăватпăр ирхине сакăр сехетре чуптарас умĕнхисене и среда тăваканни каçпа тăваттăра тăвăнать, мĕншĕн тесен юлашки укол тунă хыççăн 12-14 сехет иртсе каймалла ĕне чуптарас умĕн». Çамрăк специалистсен тăрашăвне Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Татьяна Лубашкина ветеринар тата Дария Яковлева зоотехник кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăраççĕ. Хуçалăхра та яш-кĕрĕме хавхалантарсах пыраççĕ. МАРАТ АЗИЗОВ: «Пирĕн çамрăксем ялта юлччăр тесе ĕç укçи пысăк тӳленет. Вĕсем кунта урăх ялтан килчĕç тĕк квартира снимать туса паратпăр. Служебный машина ирхине те каçхине те илсе каять. Пирĕн хуçалăхра пиллĕкĕн ку яхăнта илнĕ Президент стипендине. Эпир малашне те специалитсен престиж пултăр тесе документсене Президент стипендине илме тăрататпăр». Сăмаха çилпе вĕçтермеççĕ «Исток» хуçалăхра. Çитес çул ятарлă стипендие илес тесе халĕ Ринат Ахметов та документсене хатĕрлет. Ринат Рифкатович пекех республикăри ытти пултаруллă хĕрпе каччă та кая юлман-ха. Кирлĕ хутсене авăн уйăхĕн 22-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çак тĕреве 14 çултан пуçласа 35 çул тултарман пултаруллă çамрăксем илме пултараççĕ. 2023-мĕш çултан стипенди виçи уйăхне 2500 тенкĕпе танлашĕ. Алина Сусметова, Николай Скворцов