Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Ял ĕçченĕсем уява хатĕрленеççĕ

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ĕççине пĕтĕмлетрĕç.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, çанталăка пула кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ мухтанмалăх çук, апла пулин те çĕр ĕçченĕ хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тунă — 582 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ. Кашни гектартан — 19,5 центнер. Сăмах май, пĕлтĕр ку виçе 33 центнертан та иртнĕ.

Выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрленĕ, кĕрхи культурăсене планланинчен те ытларах, 89 пин гектар, акса хăварнă. Тăрăшса ĕçленĕ хыççăн уяв тума та çылăх мар. Республика Ял хуçалăх ĕçченĕн кунне паллă тума хатĕрленет. Паллах, коронавирус инфекцийĕ сарăласран сыхланмалли мерăсене çирĕп пăхăнса.



01 ноября 2021
14:43
Поделиться
;