Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева паян журналистсемпе тĕл пулчĕ, агрострахлав проблемисемпе тата 2019 çулхи тĕп улшăнăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Тыр-пул пуссисене страхласси çинчен чылай чухне аса та илмен. Анчах кăçал калаçмасăр май килмест. Республикăри 310 хуçалăхри 77,5 пин гектар /75%/ çинче кĕрхи культурăсем епле хĕл каçнине хак панă. 60,8 проценчĕ пĕтнĕ иккен. Уйрăмах Елчĕк, Улатăр, Пăрачкав районĕсем пысăк инкек тÿснĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх — хуçалăхсем 150 млн тенкĕлĕх тăкак курнă. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 20 районта «Чрезвычайлă лару-тăру» режимне туса хунă. 30 кун хушшинче Раççей Ял хуçалăх министерствине кĕрхи культурăсем пĕтни çинчен çирĕплетекен документсем ярса памалла. Çакă ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене тăкакăн 50 процентне саплаштарма май парать. Агрострахлав тунисене вара тăкака 100 % таранах тавăрса параççĕ.

— Раççей паян усă курмалли çĕр лаптăкĕпе тĕнчере чи малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать, — терĕ Марина Анатольевна. — Анчах унăн 64% теветкеллĕ çĕр тăрăхне, вăл шутра Чăваш Ен те, кĕрет. Республикăра çут çанталăк инкекĕ час-часах пулать. 2017 çулта çу каçипех çумăр çурĕ, выльăх апачĕн, тыр-пулăн пĕр пайĕ шыва кайрĕ. Пĕлтĕр вара тип шăрăхпа тарăхтарчĕ. Кăçал та тăпрара нÿрĕк çителĕксĕр. Çакна ака уйăхĕнче çумăр вуçех çуманни те лайăх çирĕплетет. Тыр-пул епле çитĕнĕ — хальлĕхе никам та татăклăн калаймĕ. Çавăнпа та ăна вăхăтра страхланине нимĕн те çитмест. 2018 çул вĕçĕнче агрострахлас енĕпе федераци шайĕнчи саккунсене улшăнусем кĕртнĕ, килĕшÿ тунă чухнехи чи пĕчĕк тÿлев виçине те палăртнă.

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ.



газета Хыпар
26 апреля 2019
08:12
Поделиться