Хакпа пахалăх пĕр çыхăра
Сĕте сутăн илмелли хаксем тăруках чакса кайни паян хресчене пăшăрхантармаллипех пăшăрхантарать. Ял çыннин ÿпкевĕ сăлтавсăр мар. Çав вăхăтрах хак сĕт пахалăхĕнчен килнине те манма юрамасть — çакăн пирки ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов (сăн ÿкерчĕкре) аса илтерчĕ.
— 2017 çулта Чăваш Енре суса илнĕ, тирпейлекен предприятисене ăсатнă пĕтĕм сĕтĕн 45,7% чи пысăк сортлă пулнă. Пысăк кăтарту - çакă 2016 çулхипе танлаштарсан 8,7% пысăкрах. Çапла вара ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсем сĕт тирпейлекен предприятисене паха продукци туса кăлармашкăн кирлĕ чĕртаварпа тивĕçтернĕ, — терĕ Сергей Иванович.
Апла пулин те, иккĕленмест вăл, чĕртавар пахалăхне лайăхлатас енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлемелле. Ку çав шутра сĕте уйрăм çынсенчен сутăн илмелли хака та тÿрремĕнех пырса тивет. Чи пысăк сортлă сĕт хакĕ те 20% патнелле пысăкрах. Чĕртавар пахалăхне ветслужба хăйĕн лабораторийĕнче кăна тĕрĕслемест, сĕте пухакан предпринимательсен те тивĕçлĕ приборсем, сĕтри çу хисепне, шыв хушни-хушманнине палăртмаллискерсем, пур.
Сĕтре антибиотиксем пурри унăн пахалăхне тÿрремĕнех витĕм кÿрет. «Пăрлас умĕн икĕ уйăх маларах ĕнене сума пăрахмалла. Пăрланă хыççăн та пĕр эрне сунă сĕте тирпейлекен предприятисене ăсатмашкăн пама юрамасть. Ку сĕт тирпейлеме юрăхсăр, унта лимфоцитсем нумай», — калаçăва тăсрĕ патшалăхăн тĕп ветеринарĕ.
Шыв хушаççĕ тенĕрен, çапла майпа «шĕветнĕ» сĕт калăпăшĕ 2010—2011 çулсенче нумай пулнă, халь ку енĕпе тÿрĕ кăмăллăх сисĕнет. Çапах ултав çулĕ çине тăракансем паян та тупăнкалаççĕ. Ветслужба представителĕсем сĕт пухакансемпе пĕрле рейдсене те çÿреççĕ — çакнашкал ÿкерчĕке Сергей Иванович хăй те курнă: «Кил хуçи хăрарăмĕ икĕ витрепе сĕт йăтса тухать. Рейд пынине пĕлет те — тахăш самантра кил хушшине кĕрсе кайса çухалать. Эппин, витресенчи сĕт «шĕвĕ» пулни çиеле тухасран шикленет…» Анчах выльха ытла час-часах тĕрĕслеймĕн. Сĕт пахалăхне те куллен тĕрĕслеме çук. Апла тăк хушма хуçалăх тытса тăракансен хăйсен тÿрĕ кăмăллăх пирки манмалла мар.
Ветслужба выльăх маститпа чирлĕ маррине çирĕплетме тивĕç — ку енĕпе çине-çинех тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Бруцеллезпа, туберкулезпа, лейкозпа чирлĕ ĕнесен сĕтне те тирпейлекен предприятисене яма юрамасть — çавăнпа ку чирсенчен те тĕрĕслеççĕ. Ĕне сывă пулнине тивĕçлĕ справка ĕнентерет. Хуçи хăйĕн ĕнине тĕрĕслеттермест пулсан — çавнашкал справка та илеймест, эппин, унăн сĕте сутма та ирĕк çук. Ĕне сĕчĕ унăн чĕлхи çинче тесе ахальтен каламан. Ку сĕт пахалăхне те пырса тивет — вăл та апатран нумай килет. Çавăнпа выльăх апатне те тĕрĕсленĕ, тĕрĕслеççĕ: «Утă, сенаж, силос — хуçалăхсем кăçал хĕл каçма хатĕрленин пахалăхĕ лайăх. Калăпăшĕпе те — çителĕклĕ», — çирĕплетрĕ Сергей Иванович.
Сĕт пахалăхне тивĕçтерес тесен килти хушма хуçалăхра тирпейлĕхе уямалла — ĕнене сăвас умĕн унăн çиллине çуни таранах. Тепĕр енчен, сĕт пухакансен яваплăхĕ те пысăк. Ятарлă тумтир тăхăнмалла, тасалăха уямалла тата ытти те.
— Пулă çăвĕ е урăх хутăш пулнă цистернăсем сĕт пухма юрăхсăр, — терĕ ветслужба ертÿçи. — Пластик савăт та вырăнсăр. Сĕт валли ятарлă цистернăсем пулмалла.