Халăхран пухакан сĕт хакне республикăра чакарасшăн мар
Чăваш Енре халăхран пухакан сĕт хакне чакарасшăн мар. Çакна ĕнер республика Правительствин Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ятарласа ирттернĕ канашлура палăртса хăварнă.
Министр Йĕпреç тата Вăрнар районĕсене тухса канашлу ирттернĕ. Малтан вăл унти хуçалăхсенчен пĕринчи фермăри ĕç-хĕлпе паллашнă, кайран сĕт пуçтаракансене пухса калаçнă. Сĕте халăхран паян 200-е яхăн организаципе уйрăм çын пуçтарать. Сĕт хакне чакармалла маррине республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та вĕçĕмех асăрхаттарать. Ял çыннине тупаш кÿрекен продукцин 1 литрне хальхи вăхăтра вăтамран 17 тенкĕ те 20 пуспа туянаççĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 14,7 процент пысăкрах.
Канашлура Сергей Артамонов министр халăхран пуçтаракан сĕт хакне йÿнетмелле маррине асăрхаттарса хăварнă.