Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Ырă тĕслĕх илме мĕн чăрмантарать?

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче: "Хамăр туса кăларакан ял хуçалăх продукцийĕн производствине малалла та ÿстерсе пымалла. Тĕллев - 2020 çул тĕлне ытти регионпа пĕрле Раççейĕн шалти рынокне хамăр çĕршывра туса кăларакан апат-çимĕçпе туллин тивĕçтересси", - тенĕ. Ку енĕпе Çĕрпÿ районĕ республикăри агропромышленноç комплексне епле тÿпе хывать?

Федерацин "Чăваш ял хуçалăх наука тĕпчев институчĕ" патшалăх бюджет учрежденийĕ, Тутарстанри "Авангард" обществăн "Çĕрпÿ беконĕ" филиалĕ, Куславкка районĕнчи "Куснар" агрофирмăн "Цивиль" ял хуçалăх предприятийĕ, Андрей Хорошавин хресчен-фермер хуçалăхĕ евĕр пуçаруллă коллективсем пуртан хресченсем юлашки çулсенче ÿсĕм çулĕпе пыраççĕ. Сергей Артамонов хăйне район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Шупашкара пысăк должноçа куçариччен хуçалăхсене аталантарас ĕçе пысăк витĕм кÿнĕ. Администрацин ял хуçалăх пайĕ /ертÿçи Б.Марков/ çĕр ĕçченĕсене, выльăх пăхакансене пĕр-пĕринчен тĕслĕх илсе производствăна тупăшлăрах тăвассишĕн çуллен май килнĕ таран пулăшать. Ĕçлĕ тĕлпулăва ирех васканă май журналистпа тĕл пулма районăн тĕп агрономне Тамара Кудряшовăна тата тĕп зоотехникне Муза Сергеевăна хушнă.

- Районти аграрисем тырă çулсерен ытларах туса илни савăнтарать, - пĕлтерчĕ Тамара Ивановна. - 2012 çулта - 28 пин тонна, 2013 ç. - 33,9 пин, 2014 ç. - 41,1 пин, 2015 ç. - 41,8 пин тонна. Пĕлтĕр Елчĕксем хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Тухăçĕ те аван. 2012 çулта кашни гектартан вăтамран -16,3, 2013 ç. - 16,9, 2014 ç. - 21,4, 2015 ç. - 20,6 центнер. Вăйлă хуçалăхсем гектартан 30-шар центнер ытла илеççĕ. Çав хушăрах юлса пыракансен кăтартăвĕ - 9,5-15,2 центнер çеç. Района каялла туртаççĕ. Тĕслĕхрен, "Память Ульянова" ЯХПКан - 10,8, "Вурнарец" ОООн - 14 центнер.

Çĕрулмин кăтартăвĕ те лайăх. 2015 çулта 28,3 пин тонна /2014 çулхин 117,2:/ пухса кĕртнĕ, гектар тухăçĕ - 203,7 ц /ÿсĕм - 18,1:/.

Продукци калăпăшĕ хушăнни çĕрпе тухăçлă усă курнипе те çыхăннă. Юлашки çулсенче усă курман 3570 гектар лаптăка, вăл шутра пĕлтĕр - 530 га, пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çавна пула ял хуçалăх культурисене халĕ 33950 гектар çинче туса илеççĕ. Юлнă 1272 гектар анана 2016-2017 çулсенче сухаласа усă курма тĕллев лартнă. Вара ку ыйту пуçĕпех татăлать.

Вăйлă хуçалăхсем çуракине кĕркуннех хатĕрленме тытăннă. Элита, пысăк репродуктивлă вăрлăха 40: таранах акаççĕ. Вăйсăррисен ыйтăвĕ ку енĕпе те çивĕч.

Районти хресченсем юлашки 3 çулта 285 млн тенкĕлĕх 120 техника туяннă. Вăл шутра пĕлтĕр 11 хуçалăх хăйĕн вăйĕпе /кредит е лизинг аякра тăтăр/ - 26 /58 млн ытла тенкĕлĕх/. Чи нумай - "Цивиль" - 5 хатĕр /12,438 млн тенкĕлĕх/.

Район чылай çул каялла 64,78 гектар лаптăкра "симĕс ылтăн" çитĕнтерсе пысăк тупăш илнĕ. 9 хуçалăхран халĕ пĕри çеç ăнăçлă ĕçлет. Чăваш ял хуçалăх наука тĕпчев институчĕ 2015 çулта 11,29 гектар çинчен 21 тонна типĕ хăмла пухса илнĕ, тухăçĕ - 18,7 ц. Ыттисен тимĕр-бетон юпасемлĕ плантацисем çаплипех хуçисене кĕтсе илеймеççĕ. Çĕршывра кризис хуçаланнă чухне ял çынни ун çинчен шухăшлама тăхтать. Чи пĕлтерĕшли - çывхаракан çуракине пур енчен те тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илесси, пур ĕçе те пысăк пахалăхпа тата кĕске вăхăтра пурнăçласси. Сăмах калама çăмăл, ĕçе пуçăнсан мĕн тери йывăр. Паха вăрлăх, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материал, имçам... - тем те кирлĕ. Хакĕ çулсерен ÿсет.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсемпе районсенчи малта пыракан хуçалăх ертÿçисен тĕлпулăвĕсене йĕркелесси темиçе çул каяллах йăлана кĕнĕ. Çĕрпÿсем пулас специалистсемпе раштав уйăхĕнче курнăçрĕç. Апла пулин те яла таврăнакан сахал. Районти АПКра кадр ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч. "Память Ульянова" ЯХПКра, "ВДС" ОООра тĕп ветврачсем çук. "Цивиль" ЯХПра тĕп специалистсем - зоотехник, ветврач тата агроном, механизаторсем çитмеççĕ. "Колос" предприятие водитель, механизатор, доярка, выльăх пăхакан кирлĕ. Андрей Хорошавин хуçалăхĕнче те механизаторсем çителĕксĕр. Андрей Васильевич вĕсене 15-шер пин тенкĕ шалу шантарать. "Цивиль" вара - 18 пин тенкĕ. Çураки, вырма вăхăтĕнче, паллах, ытларах. Тĕрĕссипе, Шупашкарта та кун чухлĕ илекен сахал.

"Шăрăх вĕрентрĕ"

Муза Сергеева тĕп зоотехник выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе паллаштарчĕ.

- Эпĕ администрацире 2010 çултанпа ĕçлетĕп. Çунтаракан шăрăха лайăх астуса юлтăм. Утă-улăм, тĕштырă япăх çитĕннĕрен 2010-2011 çулсенче районта выльăх йышĕ тĕлĕнмелле хăвăрт чакрĕ. 2012 çултан пуçласа вăл кăштах хутшăнса пырать, анчах 2009 çулчченхи шая çитеймест, отрасль ураланаймасть, - терĕ Муза Степановна. - Эпĕ пурăнакан ялта пĕртен-пĕр ĕне, вăл та пулин манăн. Ĕне выльăх çулла ешĕл курăк çиет, ăна кăкарма та пулать. Хĕлле утăпа хĕл каçать. Ĕне выльăха усрама меллĕ тесшĕн. Анчах сысна тытма питĕ тăкаклă. Çавăнпа вăл районти килти хуçалăхсенче 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнпурĕ те 220 пуç çеç юлнă, 2014 çулхи çав вăхăтринчен 13: чакнă. Пĕлтĕр 2014 çулхипе танлаштарсан ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХсенче аш туса илесси - 1,5, сĕт сăвасси 16,7: хушăннă. 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх йышĕ çулталăк каяллахинчен 4,3: ÿснĕ, сăвакан ĕнесен хисепĕ пĕр шайрах юлнă.

Çав вăхăтрах ял çыннисен кăтартăвĕ калама çук япăх. 2015 çулта 2014 çулхипе танлаштарсан сĕт сăвасси - 22, аш туса илесси 5: сахалланнă. Мăйракаллă шултра выльăх 4432-рен - 3095 /70:/, çав шутра ĕнесем 2850-ран 2400 /84:/ çеç юлнă.

Сăлтавне шырама аякка каяс çук. Ял çамрăкĕсем хулари пек пурăнасшăн, ир тăма юратмаççĕ. Вĕсене выльăх пăхас ĕç кăсăклантармасть. Ватăсен вăй-халĕ çулсерен чакать. Хăшĕ-пĕри парăмпа вăхăтра татăлас тесе ĕнине сутать.

Муза Сергеева çирĕплетнĕ тăрăх - выльăх апачĕ енчен ыйту çук. 2010 çулхи шăрăх утă-улăм, сенаж-силос таврашне саппас хатĕрлеме вĕрентнĕ.

- "Гвардия", "Колос" хуçалăхсенче ăна 40 апат единици чухлех янтăланă, - терĕ Муза Степановна.- Нихăшĕн те 25 единицăран кая мар. Выльăхсем ешĕл курăк çине тухичченех сĕтеклĕ утăпа пурăнĕç. Сысна ĕрчетекен "Çĕрпÿ беконĕ" /общество секторĕнче унăн тÿпи 98,5: йышăнать/ апат хăй хатĕрлет. Кунти сыснасем талăкра вăтамран 691 грамм ÿт хушаççĕ.

Ял çыннине выльăх мĕншĕн усрамастăн тесе ятлаймăн, ĕне тытма хушаймăн - хăйĕн ирĕк. Унăн тÿпине ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕклессе, отрасль çине тимлĕрех çаврăнса пăхасса шанас килет.

Валентин ГРИГОРЬЕВ



"Хыпар"
12 февраля 2016
09:04
Поделиться