Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Тăрăшакана ытларах пулăшмалла

2012 çултанпа фермер /хресчен/ хуçалăхне тытса пыракан Михаил Тагеев /Сĕнтĕрвăрри районĕ/ вырăнти ял хуçалăх предприятине пĕтме памарĕ. Унăн харпăрлăх форми улшăнчĕ ?малтан СХПК пулнă%, анчах капла туман пулсан çурма пушă "лав" тÿнсех каятчĕ мар-и? Халĕ пăх та кур: усă курман çĕр лаптăкĕ таврара пач юлман, кашни уй тухăç парать. Хуçалăх тилхепи фермер аллине куçиччен авариллĕ ферма витинче пĕр выльăх çукчĕ. Çĕнĕ хуçа пысăк кредит парăмне кĕрсе ăна тĕпрен юсаса çĕнетрĕ, чаплă йышши хатĕр-хĕтĕр вырнаçтарчĕ, ăратлă выльăх туянчĕ. Çут тĕнчене килекен пăрусене ÿстерме тепĕр хăтлă вите хăпартрĕ тата нумай ырă ĕç турĕ. Хуçалăх йĕркене кĕчĕ, унта ĕç шавĕ кĕрлеме тытăнчĕ.

Михаил Леонидович пек хастарçăсем тупăнман пулсан Сĕнтĕрвăрри районĕнче тухăçлă ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕ те, ахăртнех, юлмĕччĕ. "Восток", "Бичуринский", "Аксаринский" СХПКсем панкрута тухас патне çитнĕ, - алă пÿрнисене хуçлатсах хаклать вăл ытти хуçалăхсене. - Юрать-ха, района тата тепĕр пĕрлешÿ "çăлать" - "Нам Эко" ООО. Хальлĕхе ял хуçалăх лавне туллин туртса пыракан икĕ предприяти çеç темелле".

Çĕр çинче ÿстернин ытларах пайĕ выльăх витĕр тухать. Михаил Тагеев ферминче хăш-пĕр фермерсенни пек 20-30 ĕне кăна тăмасть, сăвăнаканнин шучĕ 100 пуçран иртет. Малашлăха çул такăрлатнăшăн савăнмалла пек, анчах фермер пуçне енчен енне пăрать. "Çаплипех йывăр-и?" - ыйтатăп унăн шухăшне пĕлме тăрăшса. "Хальхи условисемпе хĕпĕртесе ĕçлекен ертÿçе курнă-и эсĕ?" - чун ыратăвне çиеле кăлараймасăр чăтайманран хăй ыйту парать мана. Эпĕ килĕшнине кура аталанма çав тери кăткăссине тĕслĕхсемпе ĕнентерме тытăнать. "Хальхи вăхăтра хресчене пĕр литр сĕтшĕн 16-17 тенкĕрен ытла памаççĕ. Техника валли 1 кг соляркăна 33 тенкĕпе туянмалла. Капла ферма мĕнле майпа рентабельлĕ ĕçлетĕр?" - хĕрÿлленсех ăнлантарать фермер.

Хăй вăхăтĕнче вăл ăратлă ĕнесене кăна 18 млн тенкĕлĕх туяннă, 10 миллионлăх икĕ вите тунă, 5 млн тенкĕлĕх çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Çакна тума 32 миллионлăх кредит парăмне кĕнĕ. Унăн пĕр пайне патшалăх саплаштарнине аса илтерсен ертÿçĕ каллех кăтартусем çине куçрĕ. Бухгалтерпа банка кайма хатĕрленнине пула кирлĕ хутсем уншăн алă айĕнчех пулчĕç. Çулталăк пуçланнăранпа ?9 уйăхра% кредитăн тĕп парăмне фермер хуçалăхĕ 3 млн яхăн тÿленĕ. Унсăр пуçне çавăн чухлех - процент ставкишĕн. Банкăн тивĕçтерÿ ĕçĕшĕн ?банк комиссийĕ% - 100 пин тенкĕ, электроэнергишĕн - 366 пин, газшăн - 63 пин, топливăшăн - 2 млн ытла, удобренипе химикатшăн - 1 млн ытла, элита вăрлăхшăн - 2,5 млн, ĕç укçишĕн 2 млн яхăн тÿленĕ ?ытти вак-тĕвеке шута илмесĕр%. "Тăхăр уйăхра 16 млн тенкĕ тăкакланнă, хуçалăх енчĕкне 15 млн тенкĕ кăна кĕнĕ. Ыттине ăçтан тупмалла? Патшалăх кредит парăмĕн çуррине ?процент ставкине% çеç саплаштарать. Элита вăрлăхшăн, удобренишĕн, топливăшăн пулăшу çук. Сунă сĕтшĕн те юлашки уйăхсенче субсидилемерĕç. Паян 1 кг удобрени пĕр литр сĕтрен хаклă. Ĕлĕк пĕр литр сĕт хакĕпе 3 л топливо туянма пултарнă. Лавккара сахăр, çу, сĕт хакланать, эпир, хресченсем, туса илекен чĕртавар хакĕ ÿснĕ тесе калаймастăп. Пĕтĕмĕшле илсен, халĕ эпĕ парăма татма ытларах банк валли ĕçлетĕп, ăна тăрантаратăп. Шутласан, юлашки тăватă çулта 25 млн тенкĕ тÿленĕ. Кун пек пурнăçпа мĕнле аталанмалла? Патшалăх витĕмлĕ пулăшмасан май çук", - палăртать фермер.

Унтан кăшт лăпланнă хыççăн татах танлаштарма пуçлать. Пĕр гектар çĕре "ĕçлеттернĕшĕн" паян патшалăх 200 тенкĕ тÿлесе хавхалантарать. "Мĕн пур тăкака шута илсен сахалтан та 55 пин тенкĕ кирлине асăннăччĕ нумаях пулмасть телевиденипе пĕр специалист. Европăра 1 га çĕр пуçне 40 пин тенкĕ параççĕ. Пире çапла хавхалантарсан урăх нимĕнле пулăшу та кирлĕ мар. Кăçал çĕре сухаласа типтерленĕшĕн пĕтĕмпе те 300 пин тенкĕ илтĕм. Маларах каларăм ĕнтĕ, электроэнергишĕн кăна çулталăк пуçланнăранпа 360 пин тенкĕ ытла тÿлеме тиврĕ", - тет вăл.

75 çултан иртнĕ пулин те фермера ĕççи вăхăтĕнче агроном пулса пулăшакан Василий Сергеевич Малинин та унпа килĕшет. "Ялхуçалăх таварĕ туса илекенпе ăна тирпейлекен хушшинче усламçă нумай. Продукцие тивĕçтерÿллĕ хакпа сутма çакă та чăрмантарать", - палăртать ĕç ветеранĕ, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ. "Раççейре пан улми сахал теççĕ. Атя, сад пахчи йĕркелер", - тет ертÿçĕн кăмăлне çавăрса ярас тĕллевпе. Лешĕ шарламасть.

Хуçалăхра специалистсем çитменнишĕн те пăшăрханать Михаил Леонидович. Пĕччен ĕлкĕрме йывăр, анчах пурпĕр пурнăç уттинчен юлмасть: çĕре сухалать, акать, çулсерен лайăх тухăç пуçтарса илет, çитес ака валли паха вăрлăх хатĕрлет. Пур енлĕн тăрăшать, çавăнпа хуçалăх та пурăнать-ха.



"Хресчен сасси"
03 ноября 2015
13:22
Поделиться