Аграри эксперчĕсен тĕлпулăвĕ экономикăна аталантарма пулăшĕ, е Çĕршыв кризисран вăйланса тухасси çинчен
Октябрĕн 20-21-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче халăхсен хушшинчи «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ тата АПКн пĕр тикĕс аталанăвĕ» темăпа ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Унта регионсенчи аграрин аслă шкулĕсен ертÿçисем, ăсчахĕсем, аспиранчĕсем, студенчĕсем, ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен тата Мускав, Хусан, Самар, Ĕпхÿ, Вологда, ытти хуласенчи ăслăлăх-тĕпчев институчĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Азербайджанпа Казахстанран, Польшăран ăслăлăх ĕçĕсем ярса панă. Конференцире пуринпе те паллашма май килмерĕ. Вĕсене малашне тĕпчесе тишкерĕç, уйрăм кĕнекен те кăларĕç.
Эпĕ докладсене диктофонпа çывăхран çырса илме май килтĕр тесе мала иртрĕм. Трибуна умне калаçма вуниккĕн тухрĕç. Хăшĕ-пĕрин сăмахĕ студентсем валли хатĕрленĕ лекци евĕр туйăнчĕ. «Кирлехчĕ-ши пире çакă? Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хурассипе çыхăннă-ши вăл?»- çапла шухăшласа хыçала çаврăнса тинкертĕм. «Кирлех, - вĕлтлетрĕ шухăш пуçра. - Зала пухăннисенчен чылайăшĕ - студентсем. Тĕрлĕ хуларан килнĕ ăсчах-эксперта итлесе пĕлĕвне анлăлатаççĕ, тарăнлатаççĕ». Экономикăна ăнăçлă аталантарма тарăн пĕлÿллĕ, çĕнĕлле шухăшлама пултаракан çамрăк специалистсем кирлĕ. Конференцисене хутшăнса студентсем лайăх пахалăхсемпе пуянланаççĕ, суйласа илнĕ профессие ытларах юратма тытăнаççĕ. Ялхуçалăх вĕсене тÿсĕмсĕр кĕтет. Светлана Филиппова, Екатерина Тутаева, ыттисем те диплом илсен яла кайса производствăна çĕнĕлле йĕркелесшĕн. Раççейре апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хума кадр ыйтăвне тăхтаса тăмасăр татса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Конференцие хутшăнакансем çакăн пирки те тĕплĕн шухăшланă. Ахальтен-и ялхуçалăх академи ректорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Владимир Семенов конференцие уçнă май экономикăна çирĕплетес, кăтартăвĕсене лайăхлатас тата апат-çимĕç хăрушсăрлăхне шанчăклă туса хурас тесен аграри вузĕсен пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлемеллине палăртрĕ.
- Пирĕн заведени çак çул-йĕрпе пырать. Экономикăна ăнăçлă аталантарма инновациллĕ пĕлÿ кластерĕсем туса хумалла. Унăн тытăмне пĕлÿ паракан тата наука учрежденийĕсем, çавăн пекех инноваци предприятийĕсем кĕреççĕ. Проектсене вĕсем пĕрле пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Инноваци ĕç-хĕлне регионсенчи чи лайăх ăсчахсемпе студентсене явăçтармалла. Академи паян пĕр-пĕринпе килĕштерсе вăй хума тата Чăваш Енĕн инновациллĕ пĕлÿ кластерĕ пулма хатĕр, - терĕ Владимир Григорьевич.
ЧР ялхуçалăх министрĕн заместителĕ Николай Якимов ял пурнăçĕн йĕркине тата çирĕплĕхне упрани, фермер тата уйрăм çын хуçалăхне аталантарни республикăри обществăпа политика лару-тăрăвне йĕркелесе тăма кирлине, Чăваш Ен Правительстви çакна тĕпе хурса АПК организацийĕсен тухăçлăхĕпе конкурентлăхне, апат-çимĕç калăпăшне, ял çыннин пурнăçĕн шайне ÿстерессишĕн пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ.
- Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе кашни гектарĕпе тухăçлă, патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курмалла. Инвестици проекчĕсене пурнăçлама инвесторсене явăçтармалла, - терĕ Николай Петрович.
Ветеринари ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Кириллов профессор, хăй вăхăтĕнче академи ректорĕ пулнăскер, конференци пĕлтерĕшне пысăк хак пачĕ.
- Эпир çакăнта тĕл пулни пĕр енчен - отчет, тепĕр енчен - пуласлăх пирки тарăннăн шухăшлани, - терĕ Николай Кириллович. - Раççей пĕлтĕр те, кăçал та 100 млн тонна ытла тырă туса илчĕ. Ку пире çырлахтарать. 70 е 80 млн тонна пухса кĕртнĕ çулсем те пулнă. Çак кăтартусем сахал, паллах. Ун чухлĕ тырăпа апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хураймăпăр. Çавăнпа та 100 млн тоннăран чакмалла мар тĕллев пулмалла.
Çĕршыври селекционерсен типпе, шăрăха тÿсĕмлĕ çĕнĕ сортсем туса кăларассишĕн çине тăрса ĕçлемелле. Ялхуçалăх таварĕ туса илекенсен ăна çитĕнтерме çеç мар, тупăшлă вырнаçтарма та пĕлмелле. Ку таранччен çĕршыв чикĕ леш енчен темиçе млрд тенкĕлĕх апат-çимĕç туяннă. Территори енчен Раççей тĕнчере чи пысăк патшалăх шутланать, çав вăхăтрах халăх йышĕпе эпир малтисен йышĕнче мар. Апла пулсан мĕншĕн-ха хамăра хамăр тăрантаймастпăр? Мĕншĕн ют çĕршывсен куçĕнчен пăхмалла? Эмбарго пире усă кÿрет çеç. Экономика кризисĕнчен вăйланса тухатпăр. Акă мĕнлерех шухăшсем çуралчĕç экспертсен доклачĕсене тимлĕ итлесе ларнă май.
Кашнинех хăйĕн отраслĕнчи е тĕпчев ĕçĕнчи татăлман ыйту е çитменлĕх чунне ыраттарать. «Чăваш Ен» патшалăх агрохими службин центрĕн директорне Александр Коршунова - тăпра пулăхлăхĕ, Хусанти патшалăх аграри университечĕн профессорне, Елчĕк районĕнче çитĕннĕ Владимир Владимирова - чир-чĕртен таса çĕрулми туса илесси, Рязаньти П.А.Костычев ячĕллĕ патшалăх агротехнологи университечĕн профессорĕсене Фаррух Мусаевпа Нина Морозовăна - выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн пахалăхне ÿстересси, К.А.Тимирязев ячĕллĕ Раççей патшалăх аграри университечĕн профессорне Наталия Кульмаковăна - выльăх ăратне çĕнетесси тата ытти те. Кашниех палăртнă тĕллеве пурнăçласа кăтартăва лайăхлатасшăн. Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хума хăйĕн тÿпине хывасшăн.
Иккĕмĕш кунне ялхуçалăх, техника тата гуманитари ăслăлăхĕсемпе секцисем ĕçлерĕç. Манăн «Биотехнологи - апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ» секцие хутшăнма тÿр килчĕ. Калаçу биогумуспа тухăçлă усă курасси, çăнăхран хатĕрлекен çимĕçе энерги перекетлекен çĕнĕ технологипе пĕçересси, ытти çинчен те пычĕ.