Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Аграрисене малашлăх шухăшлаттарать

Красноармейски ялĕнче июлĕн 24-мĕшĕнче агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, республикăн апат-çимĕç рынокĕн конъюнктурине сăнакан, вăл улшăннине хăвăрт тĕпчекен правительство комиссийĕн тата Ялхуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.

Ялхуçалăх министрĕн заместителĕ Николай Якимов ЧР агропромышленноç комплексĕн кăçалхи çурçулхи ĕç-хĕлĕ çинчен доклад турĕ, выльăх апачĕ хатĕрлессипе, вырмапа, кĕрхи культурăсене акассипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕ.

- Кăçалхи январь-июньте ялхуçалăх производствин индексĕ 102,5% танлашнă, - терĕ çурçулхи кашни кăтартăва пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарса. - Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхра выльăх тата кайăк-кĕшĕк ашĕ - 9,8%, сĕт 0,8% нумайрах, чăх çăмарти 21,6% сахалрах туса илнĕ. Пĕтĕм хуçалăхри мăйракаллă шултра выльăх 203,3 пин пуç - маларахри тапхăртинчен 2,2% сахалрах - пулнă. Сăвакан ĕне 0,1%, кайăк-кĕшĕк 6,7%, качакапа сурăх 4,5%, сысна 2,7% хушăннă. Кашни ĕнерен сĕт вăтамран 4,5% ытларах сунă.

Ял, сунар тата вăрман хуçалăхĕсенче вăй хуракансен вăтам ĕç укçи 13459 тенкĕ /111,5%/ пулнă. Ку - республика экономикинче тăрăшакансен шалăвĕн кăтартăвĕн 65,8%.

Кăçал агропромышленноçа федераци бюджетĕнчен - 1,89 млрд, республика хыснинчен 807,2 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне ялхуçалăх таварĕ туса илекенсемпе АПК организацийĕсене пурĕ 1575,8 млн /2014 çулхи çурçулхипе танлаштарсан - 129,2%/ тенкĕ куçарнă. Çакă - çулталăк лимичĕн 58,5%. Паянхи кун тĕлне ăратлă выльăх, ялхуçалăх культурисен паха вăрлăхне туянма, ÿсентăран çитĕнтерме ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ кашни гектар çĕр пуçне федераци бюджетĕнчен уйăракан укçана туллин ĕçе кĕртнĕ. Ял территорийĕсене аталантармалли программăна пурнăçлама кĕмĕле вырăнти хыснасене вăхăтра çитернĕ.

Ялхуçалăх культурисем акнă çĕр республикипе 573,7 пин гектар. Ку лаптăк пĕлтĕрхинчен 15,1 пин гектар пысăкрах /102,7%/. Вăл шутра тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем - 290,3 пин /103,3%/, çĕрулми - 34,2 пин /102,2%/ гектар.

2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 45,2 пин гектар пушă выртакан çĕре шута илнĕ. Ялхуçалăх министерстви вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчен 23 пин гектара çĕр çаврăнăшне кĕртме ыйтать. Кĕрхи культурăсене 100 пин гектар акмалла. Вĕсене тăпрана варăнтарма çĕр хатĕрлес тĕлĕшпе ĕç аван пырать. Выльăхран тата кайăк-кĕшĕкрен какай туса илессине 15 районта, çав шутра Вăрмарсем 40,7%, Сĕнтĕрвăррисем 34,6%, Пăрачкавсем 30%, Тăвайсем 25,8%, Етĕрнесем 23% чакарнă. Çĕмĕрлесем 67,2, Улатăрсем 63, Сĕнтĕрвăррисем 46,7, Куславккасем 27,8 тонна аш çеç туса илнĕ. Хăшпĕр вăтам фермер хуçалăхĕ вĕсенчен нумайрах сутать.

Сĕт производствине Çĕмĕрле /33,7%/, Етĕрне /11,1%/, Пăрачкав /2,4%/, Йĕпреç /1,1%/ районĕсенче чакарнă. Кайăк-кĕшĕк фабрикисем ăнăçлă ĕçленĕрен аш туса илмелли тĕллев ăнăçлă пурнăçланать. "Юрма" агрохолдинг тата Мари Элри Акашево фабрикин Шупашкар районĕнчи филиалĕ хăватсене сарнăран кăçал какай 50 пин тонна нумайрах туса илме палăртнă. Сысна ашĕн производствине малашне модернизациленĕ комплекссенче йĕркелесшĕн.

Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсене ялхуçалăх культурисен лаптăкне пĕчĕклетнĕшĕн критиклерĕç. Ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов кăçал тырă - 560 пин, çĕрулми 600 пин тоннăран сахал мар пухса кĕртмелле терĕ, кĕскен вырма еплерех пынипе паллаштарчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов ялхуçалăх организацийĕсемшĕн тырă типĕтмелли комплекс, кĕлетсем пысăк пĕлтерĕшлине, кăçал аграрисене хыснаран укçа чылай нумайрах уйăрассине палăртрĕ.

Михаил СЕРГЕЕВ



"Хыпар"
28 июля 2015
17:34
Поделиться