Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

АПК-на аталантарма

Ялуçалăхне аталантарма федераци бюджетĕнчен Чăваш Ене 166,7 млн тенкĕ субсиди тивмелле. Укçана çак тĕллевпе уйăрĕç:

- ÿсен-тăран туса илессине, тирпейлессине, вырнаçтарассине аталантарма илнĕ инвестици кредичĕн процент ставкине саплаштарма - 101,557 млн тенкĕ;

- фермер /хресчен/ хуçалăхĕсене грант тата йăла ыйтăвне татса пама пулăшу укçи - 34,303 млн тенкĕ;

- çемье выльăх-чĕрлĕх фермине аталантарма - 30,817 млн тенкĕ.

Бюджет укçи-тенкипе кăçал фермер ĕçне пуçăнакан 33 çынна тата 7 çемье фермине пулăшу пама май пур.



"Хыпар"
24 июля 2015
09:02
Поделиться
;