Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Ака-сухана хатĕр-и?

Апрелĕн 20-мĕшĕ тĕлне ака-суха ирттерме хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 50 667 тонна хатĕрленĕ /палăртнин 106 проценчĕ/. Çав шутра 46 798 тонни /93 проценчĕ/ кондицие ларнă. Улатăр, Красноармейски, Пăрачкав, Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсен ку енĕпе ĕçлемелĕх пур-ха, вĕсенче акма юрăхлă вăрлăх 83-89 процент кăна. 3 717 тоннине имçамланă.

9 949 тонна çĕрулми вăрлăхне яровизациленĕ. Элĕк, Патăрьел, Комсомольски, Вăрнар, Красноармейски тăрăхĕсенче ку енĕпе аван ĕçленине палăртмалла.

Çурхи ĕçсене ирттерме минерал удобренийĕ 20 пин тонна кирлĕ пулать. Хальлĕхе 4,61 процентне кăна янтăланă. Дизтопливо кирлин - 81,7, автобензин 55,8 процент чухлĕ пур. Тракторсен, сеялкăсен, плугсен, культиваторсен 94-95 проценчĕ хатĕр.

Кĕрхи культурăсем 89 548 гектар йышăнаççĕ. Çав шутра 10 317 гектарне апатлантарнă ĕнтĕ /11 процент/, нумай çул ÿсекен курăксене - 4 606. Кĕрхи çĕртмене 300 гектар сÿреленĕ.



"Хыпар"
21 апреля 2015
09:25
Поделиться
;