Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Хресчен олимпиади иртнĕ

Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри вăтам шкулта пĕрремĕш хут хресчен олимпиади иртнĕ. Унта республикăри тĕрлĕ районтан 85 ача хутшăннă. Ытларахăшĕ вара Канаш, Комсомольски, Куславкка районĕсенчен.

Ачасем ялхуçалăхĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва шĕкĕлченĕ. Çав хушăрах вĕсене качака мĕн чухлĕ пурăннине, вăрлăх епле хатĕрленине чухлама тивнĕ. Пахчаçимĕçпе çыхăннă ыйтусем те пулнă.

Олимпиада икĕ тапхăрпа иртнĕ. Малтанах вĕренекенсем ыйтусене хуравланă, каярахпа вара пултарулăхпа çыхăннă ĕçе пурнăçланă. Вĕсем чăн-чăн бизнес-план та хатĕрленĕ.

Мероприятие Куславкка районĕнчи Василий Семенов фермер пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Вăл унта ăсталăх класĕ те ирттернĕ.

Ачасен ĕçĕсене Куславкка районĕнчи «Енĕш» фермер хуçалăх ĕçченĕсем хаклĕç. Çĕнтерÿçĕсене парнесем кĕтеççĕ.



"Хресчен сасси"
15 апреля 2015
15:39
Поделиться
;