Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Санкци хресчене аталанма пулăшать

Суту-илÿре çĕрулми, купăста, сухан, кишĕр, ытти çимĕç хакланать. Çакă хула халăхне тарăхтарать. Çав вăхăтрах ялхуçалăх предприятийĕсемпе ХФХсене савăнтарать çеç. Пĕрисем çуракине кредит илмесĕрех ирттерме вăй çитереççĕ. Чылайăшĕ усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме, ялхуçалăх культурисен лаптăкне пысăклатма палăртнă.

- Эпир те çаплах шухăшлатпăр, - терĕ Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Владимир Васильев. - Ака-суха лаптăкне 200 га ытларах хушса 7218 çитересшĕн. Çĕрулми пусси 34 га пысăкланса 424 йышăнĕ. Пахчаçимĕç 13 га çинче çитĕнĕ, пĕлтĕр вăл 10 çеçчĕ. Тухăçа ÿстерес тĕллевпе тасатса кондицие çитернĕ вăрлăх кăна акатпăр. Элита сорт 40% пур.

Сĕнтĕрвăррисем выльăх апатне те ытларах хатĕрлесшĕн. Куккурус ани 150 га /пĕлтĕрхинчен 12 га нумайрах/ йышăнмалла. Ака ирттерме аграрисене 542 тонна /усă паракан веществосене куçарса шутласан/ - минерал удобренийĕ, 155 т - дизтопливо, 30 т бензин кирлĕ. Вĕсене хире тухиччен хатĕрлĕç.

Çуракине ирттерессипе районта Михаил Тагеев фермер хуçалăхĕ кăтартуллă. 849 гектар çинчи кĕрхисем лайăх хĕл каçнă. Çурхисене 600 га акса хăварасшăн.

Наталия Хлебнова повар.

- Ульяновск облаçĕнчен 60 тонна элита вăрлăх туянса килтĕмĕр, ытти - хамăрăн. Вăл пĕрремĕш репродукциллĕ. Япăх вăрлăх пĕр çул та акман. Пĕлтĕрхи типĕре кĕрхисем гектартан 25 центнер тухăç пачĕç, - терĕ Михаил Леонидович. - 18 çын куллен ĕçе тухать, ĕççире - ытларах.

Хуçалăх тăпра пулăхне лайăхлатассипе те çине тăрса ĕçлет. Пĕлтĕр пухăннă тислĕке йăлтах уя кăларнă. «Бичурино» совхозăн пулнă, 20 çул сухаламан 300 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

ХФХ çĕнĕрен 200 вырăнлăх тунă фермăра 104 ĕне усрать. Ăратлă выльăх çамрăк-ха. 30-шĕ пăруланă, апрельпе май уйăхĕсенче 18-шĕ çăмăлланмалла. Продуктивлăх малашне ÿссех пырасса шанать М.Тагеев.



"Хыпар"
06 апреля 2015
14:55
Поделиться
;