Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Ӳркенмесен сухан та пылак

Апрель уйăхĕ çитмен-ха, анчах Çĕнĕахпӳртсем /Патăрьел районĕ/ çĕр ĕçне паян-ыран пуçăнма хатĕррипе тăпăртатса тăраççĕ. Килти пахчасенче юр кайса пĕтнĕпе пĕрех. Уй-хир те вăрах кĕттермĕ. Севок сухан лартма вăхăт çитĕ. Ăна Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнче килсерен тенĕн ӳстереççĕ. Çамрăксем - ытларах, ватăсем - хăйсене йăпанмалăх. Чи паха та тупăшлă çимĕç шутланать вăл кунта. Ытахальтен каламастăп çакна. Пуçтарса илнĕ ытлашши севок сухан вăрлăхĕ нихăшĕн килĕнче те вăрах выртмасть. Кăсăкланса килсерен ыйтса тух-ха паян - тупаймастăн е ун пекки сайра пулать. Паллах, ялти фермер хуçалăхĕсене шута илмесен. Тепĕр тесен вĕсен ĕç хуралтисем умĕнчен те машинăсем татăлма пĕлмеççĕ.

Акă Людмила Петровна Красновăсен умĕнче чарăнтăмăр. Пысăк машина хуçисенчен: "Ăçтан килтĕр-ха?" - тесе ыйтатăп. "Хĕвеллĕ Дагестанран. Пуян тăрăхран. Мĕн кăна çук унта пирĕн", - тесе хăйсем патĕнче ӳсекен çимĕçсене, юханшывпа тинĕсри пулăсене асăнма тытăнчĕç. "Э-э-э, тăхтăр-ха, севок сухан вăрлăхне туянма чăваш кăнтăрне çитиех килнĕ-çке эсир. Çавăнпа ытлашши мухтанма кирлех мар", - тетĕп. Кăшт лăпланчĕç инçетри туссем, ун хыççăн вăрлăх хакĕ "çыртнине" палăртрĕç. Нушаланса ӳстер те йӳнĕлле парса яр сире тесен кăмăллăн юптарса сăмахăн вĕçне-хĕрне тухрăмăр, пĕр-пĕринпе килĕшенçи турăмăр.

Севок вăрлăхне мĕнле ӳстернине, пытармасăр каласан, хам та йĕркеллĕ пĕлменччĕ. Лавккара унăн хакĕ 80-ран пуçласа 150 тенке çитнине курсан куç-пуç чарăлнăччĕ. Пĕлтĕрхинчен икĕ хут хакланнă! Кил хуçалăхĕнче шултра сухан кирлĕ, çавăнпа ирĕксĕрех туянатăн. Ăна ӳстерекенсене те тав тумалла, вĕсен ĕçченлĕхне пуç таймалла. Апрельтен тытăнса август уйăхĕччен севок сухан йăранĕ çинче ырми-канми тăрăшаççĕ вĕсем. Темĕн пысăкăш лаптăка тепри виççĕ мар, çичĕ хут та çумлать. Ара, пĕр вырăна çумкурăкран тасатнă çĕре маларах çумланă лаптăкра вăл тапса та тухать.

Людмила Петровна Красновăн хуçалăхĕнче севок 25 гектар йышăнать. Унсăр пуçне фермер тирпейлекен çĕр çинче çĕрулми, тĕштырă, нумай çул ӳсекен курăк çитĕнет. Анчах уй патши - севок. Ку сăмахсемпе Людмила Петровна хăй те килĕшетчĕ пулĕ. Шел, эпир пырса çитнĕ кун вăл ĕçпе хулана тухса кайнăччĕ. Куншăн пуç усма кирлĕ мар-мĕн. Хуçи çукран ĕçченсен ĕç пымасть мар вĕт. Пĕртăван Красновсем, Филимоновсем çемйисемпех çак фермер хуçалăхне тытса тăраççĕ. Людмила Петровнăн аппăшĕ - Галина - йăмăкĕпе паллаштарни пушшех те кăсăклă пулчĕ.

30 çул ытла райпора вăй хунăскер икĕ çул ĕнтĕ йăмăкне пулăшать. "Райпора ĕçлесе ывăнчĕ пулас. Пĕр çулхине отпуск хыççăн унта каялла таврăнас темерĕ. Ялхуçалăх предприятине вырнаçрĕ", - пĕлтерчĕ вăл. Райпора пĕртăвансем склад заведующийĕнче тăрăшнă иккен.

Чун ыйтнине туйса çĕннине шырама хăрамалла мар çав. Людмила Петровна çакна ăнланса илнĕ те 2008 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Йĕркелесси - пĕр ĕç, ăна тулли пурнăç парас тесен пахчаçимĕç упрамалли хуралтă та тумалла, техника та туянмалла, ĕçлекен халăха та пăхмалла. Унсăрăн кам килтĕр сан пата? Хăвăншăн кăна шухăшланин ĕмĕрĕ кĕске.

Галина Петровна асăннă тăрăх - халĕ севок ӳстерме техника та пулăшать. Унпа усă курса лартаççĕ, пуçтарса илсен ятарлă агрегат витĕр кăларса тусанран тасатаççĕ, ун хыççăн çеç сортлама хуралтăна турттараççĕ. Ĕçре кирлĕ пулакан техника пурте пур. 200 тонна яхăн вăрлăх упранакан пӳлмери сывлăша вентиляторсемпе уçăлтараççĕ. Вентиляци аялтан пынăран севока нӳрĕк çапмасть, унăн пахалăхĕ çухалмасть.

Севок ӳстерекенсенчен чылайăшĕ çĕр ĕçченĕ кăна мар. Промышленноçра çак производство валли ятарлă техника питех те сахал кăлараççĕ, çукпа пĕрех. Маттурсен ку тĕлĕшпе хăйсенех пуç ватма тивет. Рационализатор е конструктор темелле-ши вĕсене? Ылтăн алăллă, пуян тавракурăмлă çынсем.

Хăй вăхăтĕнче 10 кило севок вăрринчен /чернушкăран/ ĕç пуçланă Людмила Красновăна сухан вăрлăхĕ тăвасси йăлăхтарман. Туслă çемьене килĕшет ку ĕç.

Чĕртавара та кăмăлпа туянаççĕ. Красновсемпе тахçантанпах çыхăну тытаççĕ. Сахалин, Амур тăрăхĕсенчисем акă сухан кăларнă тĕлелле килеççĕ те ăна тĕппипе тасатса çитермесĕр те каймаççĕ - эрне е ытларах та кĕтеççĕ. Кунашкал клиентсене пурăнма услови туса панă. 2-3 вакун таранах тиесе каяççĕ чăвашсен севокне. Мари Республикинчи "Сортсемовощ" пĕрлешӳ те килĕштерет кунти вăрлăха.

Суйласа илмелĕх темиçе сорт пур. Вĕтĕреххи е шултрараххи кирлине кура та тасатса темиçе ушкăна хунă.

Эпир çитнĕ кун Дагестан тăрăхĕнчен килнисем пĕрремĕш ушкăнри севока турттаратчĕç. Таисия Сорокина, Светлана Васильева, Валентина Лекарева, Анатолий Алексеев, Василий Филимонов тулли сеткăсене хуралтăран çĕклесе тухса машинăна тиетчĕç. "Колхозра 30 çул тăрăшрăм, бригадăра ĕçленĕ чухне çурăм çинчен михĕ анмарĕ. Уншăн пенси укçи 5 пин илетĕп. Питĕ сахал вĕт", - чун ыратăвне пытармарĕ хĕрарăмсенчен пĕри. "Кунта аван тӳлеççĕ. Тулли кăмăлпа ĕçлетĕп. Патăрьелне ĕçпе кайнăччĕ те, çитсенех пулăшма чупса каçрăм акă", - хушса хучĕ хыççăнах. Ыттисем те унпа килĕшрĕç. Хуçине кура ĕнтĕ терĕç. Людмила Петровна кăмăллă, тарават пулнине палăртрĕç. Уйра ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен апатлантарать.

Фермер хуçалăхне кунсерен 25-30 çын ĕçе çӳрет. Хĕрӳ ĕççире вĕсен йышĕ икĕ хут ӳсет. 100 çынран иртни те пулнă. Алманчăсене, Сăкăтсене транспортпа турттарнă. Упамсасем хăйсен машинипе çӳренĕрен бензин укçине фермер саплаштарнă. Укçа аван тӳлекен хуçа ĕç аллисĕр тертленмест. Ун патĕнче тăрăшакансем кунне 500-600 тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Каçарах юлма тивсен укçа алла ытларах та кĕрет.

Галина Петровна севока ушкăнăн-ушкăнăн уйăрса упрама хунине ăнлантарнă чухне юрăхсăрри ?пулса çитейменни е пушă пуçсем% юлнине пĕлтерчĕ. "Çӳп-çапĕ" ытларах юлсан тăкакшăн кулянатăр пулĕ", - терĕм хайхискерне. "Пач та çук", - пулчĕ унăн сăмахĕ. Севока вĕсем шăвараççĕ-мĕн, çавăнпа унашкалли, ахăртнех, сахал тухать. Севок тупăшлă культура пулнине палăртрĕ хĕрарăм. Вăл япăх хакпа сутăнман. Кăçал - пушшех те.

Севок çитĕнтерсех пуять пулĕ кунти халăх. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ Валентин Тукмаков пĕлтернĕ тăрăх - пурăнакан кашни çын пуçне тивекен çăмăл машина шучĕпе Çĕнĕахпӳртсем республикăра /яллă районсем хушшинче/ пĕрремĕш вырăн йышăнаççĕ.

Ирина НИКИТИНА.



"Хресчен сасси"
25 марта 2015
08:54
Поделиться