Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Хресчен, эсĕ акана хатĕр-и?

Вăрнар районĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов ертсе пынипе АПК ĕçченĕсен «2015 çулта çуракине кĕске вăхăтра тата пысăк хăвăртлăхпа ирттермелли мерăсем çинчен» ыйтупа семинар-канашлу иртрĕ. Унта район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ялхуçалăх предприятийĕсен тата вĕсемпе алла-аллăн çыхăнса ĕçлекен организацисен ертÿçисем, кредит тата страховани учрежденийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Тĕлпулăва пухăннисем малтан аш-какай комбиначĕн Малтикасри ĕне фермине çитсе курчĕç. Ку ăнсăртран мар. Комплексра сăвакан 1100 ĕне усраççĕ, ĕçе йăлтах электронлă программăпа пурнăçлаççĕ. Пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 5630 кг сĕт сунă, 88% - пысăк сортлă.

Канашлу Культура çуртĕнче иртрĕ. Министр çумĕ Алексей Самаркин акана тухичченхи хатĕрленÿ епле пынипе паллаштарчĕ. Кăçал республикăра ялхуçалăх культурисене 565 пин гектар çинче /2014 çулхинчен 5,6 пин га нумайрах/ туса илмелле. Çав шутра 49,7% - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 6,4% - çĕрулми, 0,8% - пахчаçимĕç, 2% - техника культурисем, 41% - выльăх апачĕлĕх. Çуркунне 281 пин га акмалла. Патăрьел районĕнче агрегатсем хире тухнă, кĕрхи тулă пуссине апатлантараççĕ.

Кăçал паха вăрлăх хатĕрлесси 2014 çулхинчен лайăхрах пырать. «Раççей ялхуçалăх центрĕ» патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - мартăн 13-мĕшĕ тĕлне вăрлăхăн 79% кондициллĕ /пĕлтĕр - 69%/. Чи лайăх кăтарту Çĕрпÿсен - 95%, çав вăхăтрах Улатăрсен - 46% çеç. Мĕнпурĕ 88 звено йĕркеленĕ, Çĕмĕрле районĕнче пĕрре те çук.

Валентин ГРИГОРЬЕВ



"Хыпар"
24 марта 2015
09:04
Поделиться
;