Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Патăрьелсем кĕрхисене апатлантарма тухнă

Мартăн 17-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи улма-çырла туса илекен питомник механизаторĕсем кĕрхи тулла минерал удобренийĕпе апатлантарма тухнă. Пĕлтĕр Елчĕкпе Вăрнар районĕсенчи хуçалăхсем ку ĕçе мартăн 26-мĕшĕнче пуçăннăччĕ. "Ытларикунпа юнкун 40 гектар тулла аммиак селитри патăмăр, - пĕлтерчĕ телефонпа Иван Киргизов агроном. - Рафис Абейдулловпа Андрей Александров трактористсем тутлăхлă япаласем кашни тымар патне сăрхăнччăр тесе тăрăшаççĕ. Паян-ыран 95 гектара варăнтарса пĕтеретпĕр".

Питомникре улма-çырла тĕп вырăн йышăнать. Апла пулин те ялхуçалăх культурисене те çитĕнтереççĕ. Çурхисене 420 гектар акма палăртнă.

Ю.МИХАЙЛОВ.



"Хыпар"
20 марта 2015
09:07
Поделиться