Пахалăха кура тÿлесчĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче сĕт туса илекенсен чĕртаварĕн пахалăхне, калăпăшне тата хакне патшалăх енчен тĕрĕслемеллине каланă. 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен хушма хуçалăхсене сĕтшĕн пахалăхне кура тÿлессине йĕркелеме ыйтнă. Организацисенче чĕртаваршăн пахалăхне кура тÿлессине тахçанах пурнăçа кĕртнĕ ĕнтĕ. Кĕçех çĕнĕлĕх хушма хуçалăхсене те пырса тивĕ. Мĕнле йышăнаççĕ-ха ăна Муркаш районĕнче?
Услам мĕнрен килет?
Кăвак шуçăм çуталса кăна килет. Пăсăрман ялĕ вăранма ĕлкĕреймен-ха, çынсем утни те курăнмасть. Кĕçех шăплăха сирсе укăлча умне машина пырса чарăнчĕ. Çакна çеç кĕтнĕ тейĕн çынсем, пĕрин хыççăн тепри тулли витресемпе машина патне васкарĕç. Владимир Кожевников савăтсене васкавлăн илсе сĕте цистернăна ячĕ.
- Пахалăхне тĕрĕслемесĕрех илетĕр-им? - кăсăклантăмăр унран.
- Кашни вунă кунрах тĕрĕслетпĕр. Паха е шыв хушса сутакан сĕт хуçисене ахалех пĕлетĕп. Ултавçăсене тахçанах "хура списока" кĕртнĕ. Çапах сĕт пахалăхне шута илмесĕр пурне те пĕр пек тÿленĕ. Паян литрне 17 тенкĕпе йышăнатпăр, - хуравларĕ вăл. - Ку тăрăхра ĕне тытакансем сахалрах. Хĕлле сĕт нумай мар, çавăнпа мĕн пуррипех çырлахмалла.
Кашмаш районта пысăк ялсенчен пĕри. Ку тăрăхра хушма хуçалăх та лайăх аталаннă. Çемьесем 2-3 ĕне тытаççĕ, продукци сутса хушма тупăш илеççĕ. Кашмашсен сĕтне Колесниковсем пуçтараççĕ. 12 çул çемье çак бизнесра тăрăшать. Шел, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ те ыттисенчен уйрăлса тăмарĕ. Галина Михайловна экспедитор тулли витресенчи чĕртавара пăхмасăр тенĕн халăхран йышăнчĕ.
- Кунне 1,5-2 пин тонна сĕт пуçтаратпăр. Çулла ытларах, ялсенче ĕнесем пăрулама пуçланă кăна-ха. Куллен 200-е яхăн çын сĕт парать. Çавăнпа кашниннех тĕрĕслесе çитереймĕн. Вунă кунра пĕрре тĕрĕслетпĕрех, - тÿрре тухрĕ вăл. - Эпир кам мĕнле сĕт сутнине пĕлсе çитрĕмĕр ĕнтĕ. Пахалăха кура пĕрне хушса тÿлени, теприне чакарни ял çыннине вăрçтарса яни çеç.
Колесниковсен те сĕт хакĕ уйрăлса тăмасть, литрĕ 17 тенкĕ. Ăна вара Мăн Сĕнтĕрти Каштанов пайтаçăна 19 тенкĕпе сутаççĕ. Тупăш кашни литртан 2 тенкĕ юлать. Çулла, сĕт нумай чухне, уйрăмлăх 1,5 тенке çитет. Вăл вăхăтра чĕртавар нумаййипе хак чакнине пăхмасăр тупăш самай кĕрет. Çавăнпах-тăр Муркаш тăрăхĕнче сĕт пуçтаракансем 12-ĕн, çав шутра 2 предприяти. "Ял сĕтĕнче çу хисепĕ 3,4-3,6 процентран иртмест. Çавăнпа кашнине уйăрса тÿлеме кансĕр", - ăнлантарчĕ Галина Колесникова. Пайтаçă халăхпа килĕшÿ туса ĕçлессине хирĕç мар. Документра сĕт пахалăхне, хакне, тÿлес вăхăта кăтартни те хăратмасть ăна. "Анчах çынсем килĕшĕç-ши çĕнĕлле ĕçлеме? Паян-ыранах пурнăçа кĕртме тăхтамалла", - иккĕленĕвне пытармарĕ вăл.
Районта сĕт пуçтаракан чылай, апла конкуренци те çивĕч пулмалла та.., анчах темшĕн сисĕнмест вăл кунта. Пурте пĕр хакпа, литрне 17 тенкĕпе йышăнаççĕ. "Каварлашса тунă хак мар-ши? Республикăри хăш-пĕр районта вăл тахçанах 18-19 тенке çитнĕ", - палăртрĕ Муркаш тăрăхне ĕçлĕ çулçÿреве тухнă ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов. Иртнĕ çул акă, Муркаш райповĕ паха сĕтшĕн çынсене литр пуçне 1-шер тенкĕ хушса тÿленĕ. Нумай мар темелле, çапах пуçтарăнать, ял халăхне паха чĕртавара сутма хавхалантарать. Шел, кăçал вăл та ырă пуçарăва пăрахăçланă.
- Пĕлтĕр хушма хуçалăхсем паха сĕт ытларах сутнă. Кăçал ку енчен йывăртарах, - ăнлантарчĕ Муркаш райповĕн представителĕ канашлура çивĕч ыйтăва çĕклесен.
- Пĕлтĕр çак вăхăтра литрне 20 тенкĕпе сутнă. Халĕ пур çĕрте те хаксем хăпарса пыраççĕ, сĕтĕн вара чакать, - тарăхăвне пытармаççĕ хушма хуçалăх тытакансем. - Çулла татах йÿнелсе кайсан ĕне тытни те усси çук.
Сĕт пуçтаракансене, паракансене кашни уйăхрах ветеринари справкине 69 тенкĕ тÿлесе илме тивни те пăшăрхантарать. Мĕншĕн вăл Муркаш районĕнче ыттисенчен хаклăрах? Хăшĕ-пĕри уйăхра 2-3 хут кăна сĕт парать. Вĕсене справка илме хакла ларать.
Çивĕч ыйтăва районти ларура хускатнă май министр ветеринари службине справка хакне республикипех пĕр пек тума ыйтрĕ. Çавăн пекех сутакан сĕт пахалăхне куллен тĕрĕслесе тăмаллине те асăрхаттарчĕ.
Ку тăрăхра уйрăм çынсенчен ĕне пĕтĕлентерме те 1 пин тенкĕ ыйтаççĕ. Муркаш енче хушма хуçалăх тытакансене хавхалантарса пулăшса пырас вырăнне кашниех укçа сăптăрса юлма тăрăшнăн туйăнать. Тÿнтерле ĕçлесе пырсан Самар тăрăхĕнчи пек хушма хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх тытма та пăрахĕç кĕçех. Мĕншĕн тесен ăна усрама хаклă.
Çурхи кун - çулталăклăх
Кăçал Муркаш районĕнче акнă-лартнă лаптăксем 25,4 пин гектар йышăнмалла. Пĕлтĕр 5907 гектар кĕрхисем акса хăварнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх - кĕрхисем хĕллехи тапхăрта ытлашши сиенленмен. Çурхисене 12,5 пин гектар акмалла. Çурхи культурăсен вăрлăхне 2468 тонна хывнă, çав шутра кондицилли 79,2 процент. Хуçалăхсем элита вăрлăх 121,6 тонна туяннă. Минерал удобренийĕ пурĕ те 306 тонна кăна янтăланă. Ку çурри те çук. Техникăна ака-сухана, вăрлăха кондицине лартассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Хуçалăхсем çураки ирттерме 7 кредит, 5 млн тенкĕлĕх, илме документсем тăратнă.
"Герой" хуçалăхра хĕрсех тырă сортласа типĕтеççĕ. Галина Иванова ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх - кăçал ĕçченсен çурхи культурăсем 466 гектар акса хăвармалла. Çĕрулми - 20, пахчаçимĕç 10 гектар пулмалла. 30 тонна элита вăрлăх туяннă.
- Хамăр вăйпа кăна ака-сухана тухма йывăртарах. Çавăнпа Раççей ялхуçалăх банкĕнчен 2 млн тенкĕлĕх кредит илесшĕн, - терĕ ертÿçĕ. - Малтан эпир те парăма кĕме иккĕленсе тăтăмăр. Кредитăн процент ставкине субсидилессине пĕлтерсен документсем пуçтартăмăр. Унпа ГСМ, саппас пайĕсем, минерал удобренийĕ туянасшăн. Ĕçлекенсем çителĕклĕ. Машина-трактора техосмотра хатĕрлетпĕр.
Чкалов ячĕллĕ хуçалăхра та хранилищĕре çынсем тырă тасатаççĕ. Сарăлса выртакан пысăк купана урпа терĕ те-ха Павел Ефимов ертÿçĕ, анчах вăл ытти культурăпа хутăшса кайнă ĕнтĕ. Ăна акса хăварни уй-хире çÿпĕлени çеç темелле.
- Çурхи культурăсен вăрлăхне улăштармалла, япăхса кайнă, - килĕшрĕ вăл.
Чкалов ячĕллĕ хуçалăх пĕлтĕр арканас патне çитнĕ Чапаев ячĕллĕ ЯХПК-на хăй хÿттине илнипе çĕклем татах йывăрланнă. "Уйăхĕ-уйăхĕпе тÿлемесĕр пухăнса пынă шалăвне, 1 млн тенкĕ, парса татрăм-ха. Ытти парăмран та майĕпен тухса пĕтĕпĕр. Çавăнпа ака-суха та хамăр укçапах ирттерсе ярасшăн. Банкран кивçен илсе каллех парăма кĕрес килмест. Тулăпа урпан элита вăрлăхне туянтăмăр. 40 тонна минерал удобренийĕ илнĕ. 700 тонна топливо валли укçа куçарса ятăмăр", - каласа парать ертÿçĕ.
Çĕрулми кунта виççĕмĕш çул лартмаççĕ. Çакă ăна туса илме техника, ĕçлекенсем çуккипе те çыхăннă.
- Кăçал 10 гектар лартса пăхасшăн-ха, - терĕ Павел Ефимов.
- Мĕншĕн 20 мар? - кăсăкланчĕ Сергей Павлов министр.
- Вăрлăх паян килограмĕ 30 тенке яхăн. Лаптăка удобрени те хывмаллине шута илсен ытлашшипех хака кайса ларать, - тавăрчĕ вăл. - Тата ăна валли йĕркеллĕ техника та çук.
Ĕçлĕ çулçÿреве районти канашлура пĕтĕмлетнĕ май министр çурхи ĕçсене вăхăтра ирттерсе яма хуçалăхсене, район ертÿçисене мĕн кирлине йăлтах тума ыйтрĕ.
- Кăçал ака-суха ĕçĕсене хатĕрленесси пĕлтĕрхинчен лайăхрах пырать, - палăртрĕ вăл. - Çакă патшалăх пулăшăвне хуçалăхсем патне вăхăтра çитернипе те çыхăннă. Çулталăк пуçланнăранпа хуçалăхсене 426 млн тенкĕ куçарса панă. Кредитăн процент ставкине субсидилени, ăна вăхăтра татса пыни те хуçалăхсене хĕрÿ тапхăра хатĕрленме пулăшать.
Çĕрулми лаптăкне ÿстерсе пыма, техникăна çĕнетме ыйтрĕ министр. Ĕçе механизацилесен кăна тухăç та, тупăш та илме пулĕ. Шел, çĕрулми управа хума хранилищĕсем республикăра шутлă. Патшалăх ăна тума расхутланă тăкакăн 30 процентне саплаштарсан та çĕнĕ йышши хранилищĕсем йывăрпа çĕкленеççĕ. Муркаш районĕнче те ку енĕпе лару-тăру çивĕч.
Районта выльăх йышĕ чакнăран ытларах тимлĕх уйăрмаллине каларĕç пухăннисем. Ытти çивĕч ыйтăва та хускатрĕç, лару-тăрăва лайăхлатма çул-йĕр палăртрĕç.
Лариса АРСЕНТЬЕВА.