Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Пулас фермерсем валли - олимпиада

Кунашкал олимпиада республикăра пуçласа иртет. Тĕллевĕ - шкул ачисен ялхуçалăх культурисене туса илесси, выльăх ĕрчетесси çинчен мĕн пĕлнин шайне палăртасси, вĕсене фермер пулма хавхалантарасси.

Юлашки çулсенче çамрăксем шкул хыççăн ялта вуçех тытăнса тăманни, хулара ял специальноçĕ илсен те каялла таврăнманни влаç тытăмĕ таранах шухăшлаттарать. Епле çавăрмалла вĕсен шухăш-кăмăлне? Пултарулăх тупăшăвне Куславкка районĕнчи Василий Семенов ертсе пыракан «ЭНЕЖЪ» ХФХ, ЧР Вĕренÿ тата Ялхуçалăх министерствисем, Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕ, «Çамрăксен технологийĕ» общество организацийĕ ирттереççĕ.

Ăмăртăва командăпа /3 ача/ тата уйрăмшарăн та хутшăнма юрать. Василий Семенов шухăшĕпе - вĕренекенсем ялхуçалăх ыйтăвĕсемпе, лару-тăрăвĕпе кăсăкланччăр, пĕлĕвне ÿстерччĕр, вĕсен яла юратас туртăмĕ вăйлантăр.

Пĕлÿ шайне 2 тапхăрпа палăртаççĕ: теори тата практика. Теори пайĕнче тавçăрулăхпа шухăшлава тĕп вырăна хураççĕ. Ыйтусене ялхуçалăхăн ертсе пыракан специалисчĕсем хатĕрленĕ. Вĕренекенсене хуравлама 2 сехет уйăраççĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем олимпиада иртсен эрнерен паллă пулĕç. Командăна 1-мĕш вырăншăн - 25 пин, 2-мĕшшĕн - 15 пин, 3-мĕшшĕн 12 пин тенкĕ тивĕçĕ. Вĕсен ертÿçисене те хаклă парнесем кĕтеççĕ. Уйрăмшарăн тупăшса мала тухнисене те укçан хавхалантараççĕ. 4-10-мĕш вырăнсем йышăннисене кроссовка туянма сертификат параççĕ.

Олимпиадăна хутшăнма кăмăл тăвакансен мартăн 24-мĕшĕччен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчен, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенчен е общество пĕрлешĕвĕсенчен enezholimp@ mail.ru. электронлă почтăпа заявка ярса памалла.

В.КУДРЯШОВ



"Хыпар"
17 марта 2015
09:16
Поделиться
;