Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Ферма хĕрĕсем

Çуркуннене тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне Асанкассинчи сĕт-çу ферминче тăрăшакансем пысăк çитĕнỹсемпе, çĕкленỹллĕ кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Савăнмалăх сăлтавĕ те пур: 2014 çулта районăн вăтам кăтартăвĕ 4917 килогрампа танлашнă пулсан, кунта кашни ĕне пуçне вăтамран 8 пин ытла килограмм сĕт суса илнĕ. Район историйĕнче халиччен кун пекки пулманччĕ-ха. Пĕлтĕрхи хăйсен кăтартăвĕсенчен самаях ирттернĕ Асанкассисем, сăвăмпа республикăра та мала тухнă. Çакă пĕтĕм коллектив пĕрле вăй хурса, тар тăкса ĕçлемесĕр пулаймĕччĕ.

Çитĕнỹ пĕр çынран е сăлтавран çеç килмест, пĕр-пĕринпе тỹрремĕн çыхăннă нумай япаларан çăмхаланса-пуçтарăнса пырать. Ферма ĕçĕнчи ăнăçлăх вара пушшех те, кунти кăтартусем выльăх-чĕрлĕх ăрачĕпе, ун сывлăхĕпе, рациона пĕлсе те тĕрĕс йĕркеленипе тата специалистсен ăсталăхĕпе те çыхăннă. Асанкассисем вара чунне парса, выльăхсене чăннипех юратса пăхаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлени те пысăк вырăн йышăнать.

"Пирĕн ферма хĕрĕсем пĕри тепринчен тăрăшуллă та ĕç-чен", - тет ферма заведующийĕ Петр Никифоров. Петр Ананьевичран тата ветеринари вра-чĕнчен Елена Калашниковăран çакăн пек çитĕнỹсен вăрттăнлăхĕ мĕнрен килнипе кăсăклантăм.

- Ним те çĕнни шухăшласа кăларман, ыттисем пекех ĕçлетпĕр. Кĕтĕвĕн 80 процентне çĕнетнĕ-çамрăклатнă. 20 килограмран сахалрах сĕт антаракан ĕнесене тытмастпăр. Нумай параканнисен пăрăвĕсене пушмак туса кĕтĕве кĕртетпĕр. Выльăхсене тулăх çитеретпĕр, витаминлă, микроорганизмсемпе пуян апатпа тăрантаратпăр, юратса пăхатпăр, çавă çеç, - терĕç вĕсем.

Фермăра сăвакан 160 ĕнене 6 доярка куллен пăхса-суса тăрать. Эпĕ витене çитсе кĕнĕ чухне маттур аппасем шăкăл-шăкăл калаçса каçхи сăвăма хатĕрленетчĕç. Ĕнесене уçă сывлăшран кĕртиччен кормушкăсем çине апат хурса ĕлкĕресшĕн мĕн вĕсем. Паянхи кун ĕçченсем талăкра ĕне пуçне 24 килограмм сĕт сăваççĕ. 2014 çул пĕтĕмле-тĕвĕсемпе Вера Яковлева (8608 кг), Наталья Белова (8540 кг), Людмила Чижикова (8291 кг) сакăр пин килограмм чикки урлă каçнă, çакă пĕлтĕрхи кăтартуран пĕр пине яхăн кило ытларах. Марина Пробкина (7714), Лариса Карсунова (7543) тата Елена Иванова та (7344) ĕçтешĕсенчен нумай юлман, кашни ĕнерен çичшер пин ытларах килограмм сĕт илнĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче дояркăсем район хаçатĕнче хăш хуçалăх мĕн чухлĕ сĕт суса илнине кăтартакан сводкăпа паллаштарсах тăма сĕнчĕç. "Пире ыттисем епле ĕçлени питĕ кăсăклантарать", - палăртрĕç вĕсем. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕпе калаçса татăлса редакци ăна малашне тăтăшрах кăларассине йĕркелĕ.

"Асаново" кооперативăн сĕт-çу ферминче пăру илессипе те çине тăрса ĕçлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕлтĕр 100 ĕнерен 100 пăру илме пултарнă. Çак çитĕнỹре ветеринари тухтăрĕн, осеменаторăн Елена Калашникован тỹпи пысăк. "Лактаци вăхăчĕ хĕллехи уйăхсене лектĕр тесе эпир ĕнесене октябрь, ноябрь, декабрь уйăхĕсенче пăрулаттаратпăр", - терĕ вăл.

Асанкасси сĕт-çу фермин коллективне Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕпе саламласа малашне те çитĕнỹсемпе ĕçлеме ырлăх-сывлăх, татулăх сунас килет. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр, маттур мăшăрсем, аннесемпе аппасем, асанне-кукамай ятне илтме ĕлкĕрнисем!

Л.ШУРЯШКИНА.



"Каçал Ен"
08 марта 2015
13:27
Поделиться
;