«Ӳркенмесен пурăнма пулать»
Элĕк районĕнчи Шĕмшеш ял тăрăхĕнче ĕне выльăх усракансемпе кăсăклантăм. «Нина Васильевна Ивановăн сумалли çеç тăваттă, - терĕ Светлана Алдыкина ĕçе васкакан хĕрарăма чарса. «Хăвăн та тăваттă-çке», - сыпăнчĕ калаçу. «Çук, пĕрне сутрăмăр», - пулчĕ хурав.
Калаçнă май ял тăрăхĕнче 5 ĕне усракан пуррине те пĕлтĕмĕр. Ку вăл - Прашкушкăньри Ирина Михайлова. Çак ялти Марина Удиванова çемйи те чылай выльăх тытать.
«Выльăх усрамасан кил картинче темĕн çитмест пек, - калаçăва пуçларĕ Нина Иванова. - Ĕнесене алăпах сăватпăр. Ирина хĕрĕм аппарат туянасси пирки сăмах хускатрĕ пĕринче. Хальлĕхе хам аппарат терĕм».
Выльăх-чĕрлĕхе юратасси çамрăкранах пырать унăн. Вăл 29 çул вырăнти фермăра дояркăра ĕçленĕ. Унтанах пенсие тухнă. Кашни çулах килĕнче картиш тулли чăх-чĕп, выльăх тытнăскер халĕ те алă усса лармасть. Тăватă ĕнене пăхма çăмăл мар паллах. Кунĕпех вĕсен умĕнче «ташлама» тивет. Çапах та пуçне усмасть вăл. «Хăнăхнă ĕç ывăнтармасть», - терĕ çеç. Патшалăха паракан сĕт хакĕ кăна тивĕçтермест ял халăхне. «Минерал шывĕ чухлĕ те тăмасть. Çитменнине унăн хакĕ кашни ялта тĕрлĕрен. Акă эпир пĕр литр сĕте 18 тенкĕпе паратпăр. Тавăтсем - 19, Чăваш Сурăмсем - 20 тенкĕпе», - калаçăва хутшăнчĕ культура çуртне пухăннă ял-йыш.
«Хĕл хырăмĕ пысăк» тени те тĕрĕсех. Хăшĕ-пĕри выльăх апачĕ çитменрен халĕ те утă туянать. Паян 200 кг таякан тюк - 700 тенкĕ. Ĕнешĕн пĕр тĕрке утă пĕр-ик çăварлăх çеç. Ара, пĕр ĕнене хĕл каçарма 3 тонна утă кирлине ахальтен каламаççĕ халăхра. «Тăкаклă пулсан та выльăха урама кăларса яраймăн», - сыпăнтарчĕ калаçăва Нина Васильевна.
Мăшăрĕ вилнĕренпе сакăр çул иртнĕ. Унтанпа кил-çуртне хăй тытса пырать вăл. Ывăлĕпе хĕрĕ те хăйĕн çумĕнчех. Пысăк ĕçсене яланах пĕрле пурнăçлаççĕ. Çăва тухсан кĕтӳ черетне каясси те пĕр ĕç. Пĕр кун мар, тăватă кун хĕвел çинче пиçĕхмелле.
Сĕт хакĕ пĕчĕк пулнăранах çамрăксем ĕне выльăх тытма пăрахнине каларĕç. Ватăсен те вăй-халĕ чакать. Çапла майпа кĕтӳ сайраланать.
Ивановсем кунсеренех 40 литр сĕт параççĕ патшалăха. Тупăш нумаях мар пулсан та пурнăçа саплаштарма вăй-хал çитереççĕ вĕсем. «Ӳркенмесен ялта та пурăнма пулать. Выльăх-чĕрлĕх тытмасан нумай çывăрма тивет», - шӳтлерĕ Нина Васильевна. Чăн-чăн пурнăç çыннин ыйхи те шăпчăкăнни евĕр пулĕ. Ахальтен мар вăл клубра тирпейлӳçĕре те вăй хурать, вырăнти ансамбле çӳреме те вăхăт тупать.
Валентина ПЕТРОВА.