Ака-суха ирттерме - 1,8 млрд тенкĕ
Чăваш Енре çурхи ака-суха ирттерме 1,8 млрд тенкĕ кирлĕ пулать. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан ку 400 млн тенкĕ ытларах. Минерал удобренийĕсем, саппас пайĕсем, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем пĕлтĕрхинчен самай хакланса кайнипе хуçалăхсем укçи-тенкине перекетлеме тăрăшаççĕ, туянсах каймаççĕ. Аграрисем çурхи ĕçсем ирттерме кредит илме тăхтаççĕ. Февралĕн 25-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем 8 млн тенкĕлĕх вăрах вăхăтлăх кредит илнĕ е иртнĕ çулхин 75 проценчĕ. Тĕп банк процент ставкине чакарма йышăнни лару-тăрăва улăштарма пулăшасса шанаççĕ министерствăра. Республикăри хăш-пĕр хуçалăх /ун пеккисем вара 30-35 процент таранах/ банкран кивçен илмесĕр хăйсен вăйĕпе кăна çурхи ĕçсем ирттереймĕ. Çавăнпа ведомствăра кашни предприятипех ыйтăва уйрăмшарăн пăхса тухасшăн.
Кăçал аграрисене патшалăх 2,23 млрд тенкĕ парса пулăшма палăртнă. Кăтарту иртнĕ çулхинчен 8 процент пĕчĕкрех. Хальхи вăхăтра ялхуçалăхне аталантарма 200 млн тенкĕ уйăрнă.
ЧР Ялхуçалăх министерствин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн кăçал республикăра 565 пин гектар çĕре сухаласа акса хăвармалла /2014 çулхин 101,1 проценчĕ/. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 49,7, çĕрулми - 6,4, пахчаçимĕç - 0,8 тата ытти 43 процент йышăнмалла.
Çĕрулми - 681 пин тонна ?2014 çулхинчен 17,3 процент ытларах%, тырă 580 пин тонна ?4,6 процент% пуçтарса илме палăртаççĕ.
Пĕлтĕр кĕрхи культурăсене 89,5 пин гектар çинче акса хăварнă. Хальлĕхе вĕсем йĕркеллех хĕл каçнине пĕлтереççĕ специалистсем.
Паха вăрлăх - пысăк тухăç
Раççей ялхуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх - мартăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсен вăрлăхне 49 пин тонна /палăртнин 103 проценчĕ/ хывнă. Вĕсен 48,8 пин тоннине тĕрĕсленĕ ĕнтĕ. Çав шутран кондицие ларнă вăрлăх - 36 пин тонна. Çĕрпÿ /кондициллĕ вăрлăх 91 процент/, Куславкка /85/, Шупашкар /84/ районĕсенче акма вăрлăх хатĕрлессипе лайăх ĕçлеççĕ. Республикăра ку енĕпе 92 звено йĕркеленĕ.
Хăш-пĕр районта вара элита вăрлăх кÿрсе килеймен-ха. Йĕпреç, Вăрмар тăрăхĕсенче те вăл сахалрах.
Нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхне 134 тонна /63 процент/ янтăланă. Элĕк, Патăрьел, Вăрмар, Етĕрне, Тăвай тăрăхĕсенче вăл çителĕклех. Чылай районти хуçалăхсем халĕ те вăрлăха тĕрĕслеттерме васкамаççĕ.
Çуракине хатĕрленсе республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тата çĕрулмин элита вăрлăхне 1150 тонна туяннă.
Февралăн 24-мĕшĕ тĕлне Чăваш Ене минерал удобренийĕ 4 367 тонна кÿрсе килнĕ, çав шутра «Апат-çимĕç фончĕ» унитари предприятийĕ - 2734 тонна. Вăрнар /кирлин 62,1 проценчĕ/, Красноармейски /48,6/, Елчĕк /45,3/, Çĕмĕрле /40,8/, Хĕрлĕ Чутай /35,3/ районĕсенче кăна кăтарту пысăкрах. Канаш, Муркаш, Пăрачкав, Етĕрне, Тăвай, Комсомольски, Йĕпреç тăрăхĕсенче вăл çителĕксĕр.
«Акăнмасăр пĕр лаптăк та юлмĕ»
Куславкка тăрăхĕнче ака-сухана мĕнле хатĕрленеççĕ-ха? Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн специалисчĕ Алексей Андреев акă мĕн пĕлтерчĕ:
- Кăçал районта 11 пин гектар ытла çĕр сухаласа акса хăвармалла. Çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 7,5 пин, çĕрулми - 990, пахчаçимĕç - 58, ытти культура 3 пин гектар.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 2 пин тонна ытла янтăланă. Ку кирлин 112 проценчĕ. Саппас пăсмасть тенĕ. Кĕрхи культурăсем хĕл каçа пĕтесси те пулкалать. Вĕсене акма та вăрлăх кирлĕ. Хальхи вăхăтра вăрлăхăн 85 проценчĕ кондицие ларнă. Ăна сортлама хуçалăхсенче звеносем йĕркеленĕ. Ку ĕç малалла пырать, паха вăрлăх кулленех хушăнса пырать. 70 тонна элита вăрлăх туяннă. Çĕрулми лартмалăх çитмелле. Çĕрулмипе ĕçлекен хуçалăхсем 300 тонна элита вăрлăх туянма заявка тăратнă.
Чăн та, хаксем хăпарса кайнипе минерал удобренийĕсем, ГСМ хатĕрлессипе ĕç йывăртарах пырать. Хальлĕхе минерал удобренийĕ - 500 тонна /кирлин 30 проценчĕ/, ГСМ – 50 тонна /20 процент/ кăна-ха.
Иртнĕ çул чылай хуçалăх çĕнĕ техника туянса юлма пултарчĕ. Тракторĕсем çителĕклĕ, ĕçлекенĕсем сахал. Çичĕ механизатор çитмест. Халĕ вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухакансемпе тĕлпулусем ирттеретпĕр. Çамрăксене те çĕр ĕçне явăçтарасшăн. Чăрмавсене пăхмасăрах уйра пĕр лаптăк та акăнмасăр юлмĕ.
Лариса Никитина