АПК кăтартăвĕ ÿсĕмлĕ
Росстат пĕлтернĕ тăрăх - Раççейри мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсем пĕлтĕр виçĕмçулхинчен продукци - 3,7, вăл шутра тыр-пул - 12,4, çĕрулми - 3, пахча çимĕç 2,3% нумайрах туса илнĕ.
Аш-какай комбинатне выльăхпа кайăк-кĕшĕк /чĕрĕ виçепе/ - 4,1, уйрăммăн илсен кайăк-кĕшĕк 6,7% ытларах ăсатнă. Сĕт 2013 çулхи чухлех суса илнĕ.
Агропромра ырă улшăнусем пулса иртнине "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе 2008-2012 çулсенче ялхуçалăхне аталантармалли, ялхуçалăх продукцийĕн, чĕртавар тата апат-çимĕç рынокне йĕркелемелли патшалăх программине пурнăçа кĕртнипе ăнлантармалла. Вĕсене Раççейĕн 2006 çулхи ялхуçалăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса хатĕрленĕ.
АПКна аталантарма федераци хыснинчен çывăх вăхăтра 50 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă. Çакна Дмитрий Медведев премьер-министр январĕн 27-мĕшĕнче выльăхран продукци ытларах илессипе çыхăннă ыйтупа ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ. Правительство агропромышленноçа укçа парса пулăшнипе пĕрлех уй-хир ĕçĕсене, инвестици проекчĕсене пурнăçланăран пулакан тăкака саплаштарма, ялхуçалăх рынокне йĕркелеме тăратнă пуçарусене каярахри тапхăра хăварма, аграрисене хамăр çĕршывра туса кăларакан техникăпа тивĕçтерме май паракан меслетсем туса хатĕрлеме палăртнă.
Правительство йышăнăвĕсем ял пурнăçне мĕнле улшăну кĕртнине пĕтĕм Раççейри çырав кăтартса парĕ. Вăл 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен иртĕ.
С.СЕРЕГИН