Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать
Вăрман хĕрринчи хÿтĕре сурăхсемпе ĕне кĕтĕвĕ çÿрет. «Хĕл енне те кĕтÿçсем ĕçсĕр ларасшăн мар иккен», - шухăшласа илтĕм эпĕ. Вĕсем патне çывхарнă май хам йăнăшнине ăнланса илтĕм. Кашниех хăйĕн выльăх-чĕрлĕхне пăхать-мĕн. Касу вара тахçанах çÿреме пăрахнă.
- Юр çуса лартичченех уй-хире тухатпăр. Выльăха вите-сарайра хупса тытасран уçăлтарса çÿретпĕр, - терĕ ултă теçеткерен иртнĕ Любовь Герасимова. Сивĕрен хÿтĕленсе ăшă тумтир тăхăннă вăл. Аллинче вăрăм патак. - Капла утă-улăм та перекетленет. Нумай çÿреместпĕр, кунне 3-4 сехет кăна.
Канаш районĕнчи Çĕнĕ Мамире тымар янă Герасимовсем. Унччен вара иккĕшĕ те Канашра ĕçлесе пурăннă. Любовь Михайловна - медицинăра, Михаил Герасимович шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшнă. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан хваттерне ывăлĕпе хĕрне хăварса яла пурăнма куçнă.
- Хулари ырлăх хыççăн ял пурнăçне хăнăхма çăмăл пулмарĕ-тĕр? Çитменнине ватлăхра канас вырăнне эсир çанă тавăрсах ĕçе пикеннĕ, тăрăшсах хушма хуçалăх аталантаратăр.
- Эпир унчченех хунямасем патне килсе çÿренĕ, пулăшнă. Ял пурнăçĕ пирĕншĕн çĕнĕлĕх, кĕтменлĕх мар. Пенсие тухрăм тесе кĕрĕк арки йăваласа лармалла-им? Вăй-хал пур чухне çыннăн ĕçлемелле, - ăнлантарчĕ Любовь Михайловна. - Ĕçлесен хама пурăннă пек туятăп.
Шурă-хĕрлĕ ĕнесем ура айĕнче апат çителĕксĕррипе хăвăрт малалла куçса пыраççĕ. Эпир те вĕсенчен юлмастпăр. Самăр та пысăк ĕнесене хуçи юратса пăхни тÿрех курăнать. Ку ĕлĕкхи ăрат иккен. 30 çул каяллах амăшĕ хĕрне тына пăру парнеленĕ. Хунямăшĕ те килĕштернĕ пулас ăна, ăрата пĕтермен, упраса хăварнă. Сĕтне те аван парать тет.
- Кăçал пăрăвне ытараймасăр усрама хăвартăмăр. Кĕр енне амăшне е пăрăвне суйласа илесшĕнччĕ. Анчах уйрăлаймарăмăр курăнать вĕсенчен, пурăнсах кайрĕç.
Халĕ иккĕшне сăваççĕ. Яла сĕт пуçтарма килекенсене литрне 17 тенкĕпе сутаççĕ. Çемьешĕн хушма тупăш. Тăванĕсем, ялта пурăнакансем час-часах вĕсем патне сĕт илме килеççĕ. Кашниех ĕне тытмасть çав.
- Çулла 20 ытла сурăхчĕ. Кĕркунне нумайăшне сутса ятăмăр. Хамăра валли çеç юлчĕ. Çур енне, сурăхсем пăранлама пуçласан, йыш каллех хушăнĕ. Чăх-чĕп те туллиех. Сысна тытмастпăр. Унăн какайне юратсах каймастпăр.
- Иксĕре кăна ĕлкĕрсе пыма йывăр мар-и? - ыйтатăп унран.
- Ватлăх ватлăхах, çамрăк чухнехипе танлаштараймăн ĕнтĕ. Вăй-хал чакать, шăм-шак пусăрăнать. Ачасем те: «Ун чухлех ан усрăр-ха, канăр», - теççĕ. Алă-ура ĕçленĕ чухне мĕнле канса ларас?
Ашшĕ-амăшĕ çине тăрсах тăрмашнине кура хулара пурăнакан ачисемпе мăнукĕсем те пулăшма килеççĕ. Хуçалăхри йывăр ĕç вĕсем çине тиенет: утă çуласси, тислĕк тăкасси... Йышлă выльăха тăрантарма апат çитсе пыманнипе кĕркунне утă-улăм, сĕлĕ туяннă.
Герасимовсем ир-ирех тăрса кил картишне, выльăх-чĕрлĕхе пăхма тухаççĕ. Вĕсемпе аппалансах кун иртни те сисĕнмест. Çулла вара, выльăх-чĕрлĕх кĕтĕве кайсан, пахчара кун кунлаççĕ. Улма-çырла тĕммисем туллиех кунта. Унччен сĕтеклĕ çимĕçе Канаша сутма çÿренĕ. Халĕ мăнукĕсем валли ытларах хăварма тăрăшаççĕ. Кирек мĕнле ĕçе пĕрле тума тăрăшать мăшăр. Капла çăмăлрах, хаваслăрах. Арăмĕ кĕтÿ кĕтнĕ вăхăтра упăшки кил хуçалăхĕнче тăрмашать.
- Каç енне кĕтме килмелле-ха, - терĕ Любовь Герасимова ял еннелле пăхса. - Выльăх-чĕрлĕхпе кăштăртатнипе мăшăрпа ятлаçма та вăхăт çук. Килти чĕрчуна пĕр хăнăхсан вĕсемсĕр йывăр.
Хăйне ÿкерсе илессине пĕлсен нумайччен килĕшмерĕ ветеран. «Тĕнчене тĕлĕнтермелли ĕç туман-иç? Ялта выльăх усракан туллиех» - хирĕçлерĕ вăл. «Усраççĕ-ха, анчах сирĕн пек маттурсем сахалрах», - кăмăлне çемçетрĕм унăнне.