Сĕтрен тупăш ытларах илес тесен мĕн тумалла?
Пахалăхне ÿстермелле
ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» хысна предприятийĕн директорĕ Николай ВАСИЛЬЕВ тирпейлекен предприятисем, сĕт пухакан пунктсем куллен йышăнакан продукцин сутлăх хакĕпе çыхăннă ыйтусене хуравлать.
- Ăна еплерех хакланине «Агро-Инновацисем» кашни эрнере пĕрре палăртать. Мĕншĕн сĕт хакĕ çулла чакать, хĕлле ÿсет?
- Чăн та, Раççейре вăл тинĕс хумне аса илтерет, - терĕ Николай Иванович. - Çуллен март-октябрьте катăлсах пырать, февраль пуçламăшĕччен хушăнать. Çулла сĕт нумай, анчах пахалăхĕ тивĕçтермест. Тирпейлекен предприятисем унран юр-вар хатĕрлесе ĕлкĕреймеççĕ. Сутлăх хак йÿнелет. Вĕсем март-сентябрьте, уйрăмах çулла тупăш кĕркунне-хĕллехинчен чылай нумайрах илсе ăна ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ.
- ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял çыннисемпе тĕл пулсан: «Сĕтрен услам ытларах илес тесен пахалăхне ÿстермелле», - тенине пĕрре çеç мар илтме тÿр килчĕ. Çак ыйту хака палăртассинче курăмлă вырăн йышăнать-и?
- Паллах, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна Тюмень облаçĕн пĕр тĕслĕхĕпе çирĕплететĕп. Паха опытпа паллашма унта ятарласа кайнăччĕ. 1990 çулсенче çĕршывра колхоз-совхоз саланнăччĕ, ĕçсĕр юлнă çынсем килти хуçалăхра туса илнĕ ытлашши сĕте ял хуçалăх кооперативĕсене сутса укçа тăватчĕç. Анчах продукци начар пахалăхлă пулнă пирки вĕсем йывăрлăха лекнĕ. Завод директорĕсем сĕте тиркенĕ, чылай чухне ăна чи пĕчĕк сорта кĕртсе пахаланă. Кооперативсен килти хуçалăхсенчен, фермерсенчен пахине çеç йышăнассишĕн çине тăрса ĕçлеме тивнĕ.
- Ку чăрмав Чăваш Енре те ура хурать. Тюменьте унпа мĕнле кĕрешнĕ?
- Кооперативсен яваплă çыннине кашни ял тăрăхĕнчех çирĕплетнĕ. Вăл продукци пухассипе çыхăннă пур ыйтăва та татса панă. Пахалăха пĕрремĕш вырăна лартнă. Ĕç пуçласанах яла автомашина пымассерен çынсенчен пуçтарнă сĕте тĕрĕсленĕ. Начаррине йышăнман. Пуриншĕн те ку урок пулса тăнă. Паха маррине пăрахăçлаççĕ текен хыпар кашни ял тăрăхĕнчех сарăлнă. Сĕт пухакан лайăххишĕн çийĕнчех укçа тÿленĕ. Ĕне усракансем пахалăхшăн тăрăшма пуçланă. Кооперативсем ĕçе çапла йĕркелесе янă.
- Ял-йышран сĕт йышăннă чух кашни витрерине тĕрĕслеймеççĕ. Хăшĕ-пĕри пурпĕр улталама пултарать...
- Германири пĕр кооператив пахалăх ыйтăвне çавнашкал татса панă. Завода сĕт турттаракан автомашина цистерни нумай пайран тăрать. Унта фермерсенне тултараççĕ, предприятие çитсен кашнин пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Вăл тивĕçтермесен - хуçине асăрхаттараççĕ. Иккĕмĕш хут тĕрĕслесен те продукци начар пулсан фермертан çулталăк йышăнмаççĕ. Çак меслетпе пирĕн кооперативсем те усă курма пултараççĕ. Сĕт сутакан çыннăн яваплăха туймалла. Пĕри çеç унта шыв хушсан цистернăрин пахалăхĕ чакассине пĕлсех тăмалла.
- Раççейри чылай регионти килти хуçалăхсенчи ĕнесене машинăпа сăваççĕ, сĕте пăрăхпа пухаççĕ, сивĕтмĕшре çĕр каçараççĕ. Çак оборудованипе усă курсан пахалăха лайăхлатасси иккĕлентермест. Анчах ăна республикăра туянма пулать-и?
- Паллах, ку енĕпе пĕр чăрмав та çук. Ăна илме укçа çитмесен «АПК аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн банкран пĕчĕк процентлă кредит илĕр.
- ЧР Ял хуçалăх министерстви «Хыпар» редакцине килти хуçалăхсенчен мĕн хакпа сĕт пуçтарнине кашни эрнерех пĕлтерет. Ăна тишкерсен республикăра сутлăх хак тĕрлĕрен пулнине куратпăр. Сăмахран, ноябрь уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне кашни литра Элĕк районĕнче - 18, Елчĕк енре 15,5-17 тенкĕлле çеç пухнă. Уйрăмлăх сăлтавĕ мĕнре-ши?
- Хак продукци нумай пухăнакан ял тăрăхĕнче - пысăкрах, сахал пуçтараканнинче пĕчĕкрех. Мĕншĕн тесен кооперативсем пĕрремĕшĕнче тупăш ытларах тăваççĕ. Вĕсен сĕтшĕн лайăхрах тÿлеме май пур. Иккĕмĕшĕнче тăкак курма пултарнине шута илсе продукцишĕн сахалрах тÿлеççĕ. Элĕкпе Елчĕк тата Етĕрнери сĕт завочĕпе Вăрнарти типĕ сĕт предприятийĕ, вĕсемпе ытти район хушшинчи çул тăршшĕ пĕрешкел мар. Çавна пула тăкакпа тупăш та, сутлăх сĕт хакĕ те тĕрлĕрен. Продукци хакĕ вăл е ку ял тăрăхĕнче миçе организаци пуçтарнинчен, вĕсем сĕт паракансене хăйсем майлă çавăрассишĕн еплерех кĕрешнинчен те килет.
- Влаçăн мĕн пур шайри органĕсем тăрăшсан сутлăх хака хресченсем майлă тытса тăрасса ял çыннисем ĕненеççĕ. Йăнăшмастăп-и?
- ЧР Правительстви республика халăхĕн 40% ялсенче пурăннине шута илсе хресчене май килнĕ таран пулăшать. Аграрисене нумай çул субсиди панине пурте пĕлеççĕ. 2006 çултанпа «АПК аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн пирĕн килти хуçалăхсем кредит Краснодар крайĕнчен кăшт çеç сахалрах илнĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ пурнăçа лайăхлатассишĕн муниципалитетсенчен çирĕп ыйтнине пĕлтерет ку. Хак ыйтăвĕпе Правительство ÿлĕм те район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлессе шанатпăр.
- Республикăри тирпейлекен предприятисем кăçалхи сентябрьччен сĕте пĕлтĕрхинчен хаклăрах, çав уйăхран пуçласа паянчченех йÿнĕрех йышăннă. Кĕркунне сутлăх хак ÿкнине мĕнле ăнлантаратăр?
- Иртнĕ çулсенче кредит илсе производствăна Етĕрнери сĕт завочĕ пĕр млрд тенкĕ ытла, Вăрнарти типĕ сĕт хатĕрлекен общество темиçе çĕр млн тенкĕ хывнă. Банксене процентлă кивçене тавăраççĕ. Тăкаклă ĕçлеме пултараймаççĕ. Ăна пĕтĕмпех саплаштарма мĕн чухлĕ тупăш илмеллине малтанах палăртаççĕ. Тирпейлÿçĕсем юлашки уйăхсенче хресченсене сахалрах тÿленине экономика сăлтавĕсемпе ăнлантаратăп.
2013 çулхи кĕркунне пирĕн тирпейлекен предприятисем йышăннă сĕт хакĕ федерацин Атăлçи округĕнче чи пысăккиччĕ. Чăн та, кăçалхи сентябрьте вăл пĕлтĕрхи çав уйăхринчен пĕчĕкрех. Çапах та октябрьте округăн вăтам кăтартăвĕпе тан.