Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Хамăрăн - пахарах: тутлăрах та, йÿнĕрех те

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ эрне кун Вăрнар тăрăхĕнче пулчĕ. Малтанах вăл «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУОн Малтикасра вырнаçнă выльăх-чĕрлĕх комплексĕпе паллашрĕ.

Кунта ĕçлекенсен Михаил Васильевич умĕнче мăнаçланма тивĕçлĕ сăлтав пур. Коллектив районта малта пырать кăна мар, вăл пĕтĕм районти сĕт-çу фермисем туса илекен продукцин 37 процентне парать. Фермăра 830 ĕне пулнине, кашни кун тирпейлекен предприятие 15 тоннăран кая мар пахалăхлă сĕт ăсаннине, унăн кашни килограмĕ вăтамран 18 тенкĕне кайнине шута хурсан комбинат кассине куллен мĕн чухлĕ чĕрĕ укçа кĕнине тĕрĕс палăртма математикран пулăшу ыйтни кирлех-ши? Хăйсем палăрăмлă тупăш илнине лайăх ăнланаççĕ кунта ĕçлекенсем. Вĕсем хальхи йышши электротехника кăткăслăхне алла илнĕ, комплексри йывăр ĕçсене пĕтĕмпех механизмсем тунине пула продукци калăпăшĕ ÿснипе пĕрлех унăн хăй хаклăхĕ ытти çĕртинчен чылай йÿнĕрех. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ÿсĕм-çитĕнĕвне хак панă май республика Пуçлăхĕ çакна палăртрĕ: «Ăнăçуллă ĕç ăшă сăмаха тивĕç. Эсир туса илекен продукцие вырнаçтарас ĕçре малашне йывăрлăх-чăрмав пулмалла мар. Раççей Президенчĕпе Правительство пирĕн çĕр-шыва хирĕç санкцисем йышăннă патшалăхсенчен хăш-пĕр тавар кÿрсе килессине вăхăтлăха чарса лартасси пирки тунă йышăну импорт çулне пÿлме май парĕ. Халĕччен вара пирĕн лавккасен сентрисем чикĕ леш енче кăларнă тĕрлĕ йышши продуктсемпе тулнăччĕ. Пахалăхлă, таса чăваш апат-çимĕçне хĕссе кăларма тытăннăччĕ вĕсем».

Михаил Васильевич комплексра ĕçлекенсене çĕр-шыв ертÿлĕхĕ вăхăтра кăларнă йышăнупа пĕлсе те вырăнлă усă курма чĕнсе каларĕ.

Аш-какай комбиначĕн хушма предприятийĕнче кăçалхи авăн уйăхĕ тĕлне сăвакан ĕнесен кĕтĕвне 900 пуçа çитерме тĕллев лартнă. Самăртма хупнă вăкăрсен йышĕ те ÿсмелле. «Вĕсене ăçта вырнаçтармалла?» - ыйту тăмасть умра. Дирекци çавна малтанах шута илнĕ, халĕ строительсем çĕнĕ вите тунă çĕрте ĕçлеççĕ.

Йышлă выльăх-чĕрлĕхе усрама апат ытлăн-çитлĕн кирлĕ. Комбинат директорĕ Николай Аливанов каланă тăрăх - ку енĕпе те йывăрлăхсем пулмалла мар. Кăçал тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсем 6100 гектар çинче çитĕнеççĕ, çав шутра куккурус 1300 гектар лаптăк йышăнать.

Республика Пуçлăхĕ ку тăрăха килес умĕн çĕрле çуса иртнĕ вăйлă çумăр вырмаçăсене хире тухма чăрмантарни пирки Михаил Васильевича пăшăрхануллă кăмăлпа пĕлтерчĕç тыр-пул ăстисем. «Çанталăк уяртасса кĕтсе лармалла мар паян. Майлă самант тупăнсанах унпа туллинрех усă курма тăрăшăр. Нÿрĕ вăрлăха типĕтме сирĕн ятарлă агрегат та пур», - сĕнчĕ вĕсене Михаил Игнатьев. Вăл çавăн пекех «Промтрактор» АУО предприятие кÿнĕ парне - Шупашкарта кăçал туса кăларнă пĕрремĕш «Агромаш» комбайн хирте мĕнлерех ĕçленипе те кăсăкланчĕ...

Вăрнар тăрăхĕнчи аграри тытăмĕнче вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕпе республика ертÿçи кăмăллă юлни уçăмлăнах курăнчĕ. Çакăн хыççăн вăл район центрĕнчи темиçе учреждение çитсе курчĕ. Юлашки вăхăтра унăн çул çÿревĕн программинче пасар тата автостанци пулнине вулакансем асăрхаса илчĕç ĕнтĕ. Вăрнарта та çав йăлана тĕпе хучĕ Михаил Игнатьев. «Сантехгазстрой» ОООна пăхăнса тăракан пасарта - ăна Вăрнарсем «Суту-илÿ центрĕ» тесе ят панă - иртен пуçласа каçченех халăх хĕвĕшет. Кунта районти, ун тулашĕнчи ялсенче пурăнакансем хăйсен хушма хуçалăхĕсенче туса илекен пахча çимĕçе, сĕт-çупа аш-какая, ытти продукта сутма килеççĕ. Пасар дирекцийĕ вĕсенчен вырăн укçи илмест-мĕн. Акă Михаил Васильевич пылпа суту тăвакан вăтам çулсенчи арçынна сывлăх сунчĕ, унпа чăвашла калаçма пуçларĕ. Вăрнарта пурăнакан Иван Федоров вун тăватă çул каялла хурт-хăмăр ĕрчетме пуçлани, ку отрасль çемьене тупăш кÿни, çакăн хыççăн хăй те хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелени çинчен пĕлтерсен республика Пуçлăхĕ ăна малашне те çавăн пек тăрăшулăхпах ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Пасарти павильонсен сентрисем çинче республикăра туса кăларнă продуктсем ытларах пулнине курнă хыççăн Михаил Васильевич хăйĕн хĕпĕртĕвне пытармарĕ: «Хамăрăнне мĕн çиттĕр? Вăл - пахарах та, тутлăрах та, йÿнĕрех те». Анчах уйрăм пайтаçăсем йышăннă вырăнсене çитсен, вĕсенчен хăйсем сутакан продуктсен сертификачĕсене ыйтсан, лешсем вара пуçĕсене çĕрелле усса тăнине курсан унăн кăмăл-туйăмĕ çавăнтах улшăнчĕ, çакна вăл сутăçсем потребительсен прависене тÿрремĕнех пăснипе сăлтавларĕ. Сутлăхра Вăрнарти çăкăр заводĕнче пĕçернĕ çăкăр, çăкăр-булка изделийĕсем вырăн тупманшăн та пасар дирекцине асăрхаттарчĕ.

Михаил Васильевич автостанцире пассажирсемпе калаçрĕ, вĕсенчен Вăрнара мĕн сăлтавпа килнине ыйтса пĕлчĕ. «Эпĕ Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче пултăм-ха, - терĕ Турхантан килнĕ хĕрарăм. - Ĕмĕрĕме ялта ĕçлесе ирттертĕм». «2015 çулта ялта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсен пенсине 25 процент ÿстерме пăхнă, - лăпкăн хуравларĕ ăна республика Пуçлăхĕ. - Унччен кирлĕ документсене хатĕрлесе пама тăрăшăр...»

Пур ыйтупа та кăсăкланассине тĕпе хуракан Пуçлăх автостанци çывăхĕнчи йĕркесĕрлĕхе те асăрхама ĕлкĕрнĕ-мĕн. Кунта хăш вăхăтра тата кам çÿп-çап купи тăкса хăварнине никам та татса калаймарĕ...

Район центрĕнчи Жорж Илюхин ячĕллĕ урамри нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче те хальлĕхе пĕтĕмпех йĕркеллĕ мар-ха. Тирпейлĕхпе тасалăхшăн тивĕçлипе тăрăшни питех сисĕнмест. Республика Пуçлăхĕ кунта пулнă вăхăтра «Интех» ООО управляющи компанине чылай асăрхаттару турĕ. Вăл хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пымасть-мĕн, çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн пуçтарăннă пысăк парăмĕсене татас вăхăта тăсса янă т.ыт.те.

Çав кун Вăрнар районĕн тĕп больницине пынă çынсемпе те республика Пуçлăхĕ чунне уçса калаçрĕ, вĕсенчен сывлăх хуралçисем хăйсен тивĕçне мĕнлерех пурнăçланине ыйтса пĕлчĕ. Николай Тинюков тĕп врач ăна сывлăх учрежденийĕн паянхи йывăрлăхĕсене те пĕр пытармасăрах уçса пачĕ. Больницăра кадрсен ыйтăвĕ çивĕч. Тата 16 врач вырăнĕ пушă. Михаил Васильевич инфекци уйрăмĕнче, регистратурăра пулчĕ, ача çуратмалли уйрăм пулнă çурта тĕпрен юсакансем патне çитсе курчĕ, вĕсене Строитель кунĕпе саламларĕ.

Михаил Игнатьев çула май Калинин райповĕн ветеринари аптекине тата «Магнит» универсама кĕрсе тухрĕ, вĕсенче ĕçлекенсемпе тата тавар туянакансемпе ăш пиллĕн калаçрĕ.

Социализм Ĕçĕн Геройĕ Иван Никифоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта иртнĕ тĕл пулура калаçу, тĕпрен илсен, кăçалхи вĕренÿ çулне кĕтсе илме мĕнле хатĕрленнипе, çитес çул Раççейре иртекен - Литература, Чăваш Енре иртекен Константин Иванов çулталăкĕсене паллă тăвассипе çыхăннă мероприятисем тавра пычĕ. Шкул директорĕ Елена Григорьева хаклă хăнана педагогсен паянхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хавхаланса каласа пачĕ.

Иртнĕ эрне кун Вăрнар районĕн çул çыравне манăçми страница çырăннипе асра юлĕ. Çав кун район центрĕнче «Кристалл» катока уçрĕç. Вăрнарсем савăнăç-телейне вĕсемпе пĕрле пайлама республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата унпа пĕрле килнĕ официаллă çынсем кăмăл турĕç. 315 миллион тенкĕ тăракан капмар та хитре Спорт керменне Физкультурник тата Строитель кунĕсем умĕн уçни пĕлтерĕшлĕ: икĕ уявĕ те кун-çул тăнăçлăхне, ырлăх-тивлетне, пирĕн пĕтĕм ăнăçусем сывă пурнăç йĕркинчен килнине палăртса тăмаççĕ-и вара?

Пирĕн республикăри яллă районсенче хальлĕхе Вăрнарта кăна çакăн пек каток пур. Республика ертÿлĕхĕ асăннă районта кунашкал пысăк объект çĕклеме май туса пани - Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакан çынсен, çав шутра кунти спортсменсен ĕçне тивĕçлипе хаклани.

Спорт керменне уçнă вăхăтра çумăр çума тытăнчĕ, анчах уява килнĕ çынсем саланма васкамарĕç. «Вăрнарта çумăр çăвать пулсассăн та пирĕн чĕресенче паян хĕвел шевли çиçет», - терĕç вĕсем.

Михаил Игнатьевăн ĕçлĕ çул çÿревĕ район администрацийĕн ларусен залĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе çыхăннă ыйтусемпе ирттернĕ канашлупа вĕçленчĕ. Ун ĕçне вице-премьер-ЧР ял хуçалăх министрĕн Сергей Павлов, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Татьяна Богданова, ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăх министрĕн çумĕ Владимир Степанов, ЧР финанс министрĕн çумĕ Валерий Иванов, ЧР предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Владимир Свешников хутшăнчĕç.

«Сирĕн патăрта усă курма резервсем çителĕклех, - пĕтĕмлетрĕ юлашкинчен Михаил Васильевич. - Пĕр-пĕрне ăнланакан çынсене пĕрлештернĕ ушкăнран ытларах ĕç тăвасса кĕтетпĕр. Эпир сире хăвăр вăйпа татса пама май çитереймен ыйтусене пурнăçа кĕртес ĕçре пулăшма хатĕр. Районăн ÿсĕм-çитĕнĕвĕ куç умĕнчех, анчах эсир тата та çÿлерех çĕкленме тивĕç. Çак йыша пĕр шухăш-кăмăллă çынсене ытларах явăçтарма кăна тăрăшмалла».

Геннадий КУЗНЕЦОВ



"Хыпар"
12 августа 2014
12:21
Поделиться