Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Чакмастпăр

"Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнче чи пысăк хуçалăх шутланнă, вун тăватă ял çынни вăй хунă кунта. Ялĕсем ватăлса пыраççĕ, çапах çĕр чăмăрĕ çинчен çухалман-ха. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ вара чăнкă çырма умне çитсе тухнă. Утăм тусанах тарăн вара йăтăнса анма пултарнă. Панкрута тухма хатĕрленнĕ, анчах икĕ çул каялла кунта ертÿçĕ улшăннă. Ĕç-пуç тÿрех мар пулин те майĕпен çĕнĕлле шума тытăннă. Çукран пур тума çăмăл мар. Хуçалăх тилхепине çур аки умĕн алла илнĕ ертÿçĕшĕн кашни кун шутра пулнă. Ĕççи ирттерме вăрлăх, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материал шыранă.

Пирвайхи çул мĕн пур çĕр лаптăкне "ĕçлеттерме" йывăр килнĕ. Темиçе уйăхлăха кÿршĕри хуçалăхсене арендăна панă. Паян вĕсене каялла илме тăрăшать, хальччен усă курман çĕр çинче тыр-пулне, пахча çимĕçне хуçалăх хăех çитĕнтересшĕн. Хăйĕн вăйне шансах нумай çул пушă ларнăран йăтăнма пуçланă сĕт-çу комплексне те çĕнĕрен хута ярасшăн. Иртен-çÿрене хăратмалла ларатчĕç унăн çурчĕсем. Юрать, ишĕлчĕксене темĕн çÿллĕш ÿснĕ йывăçсем хупласа пытаратчĕç. Тинех кунта ĕç алли çитнĕ, çавăнпа хуçалăх ертÿçипе Владимир Хлебниковпа тĕл пулса калаçмасăр чăтаймарăмăр.

– Владимир Геннадьевич, хăй вăхăтĕнче, совет саманинче, ку фермăра ĕç вĕресе тăнă. Халĕ ав таврара кăна мар, юхăннă хуралтăсен тăрринче те йывăçсем юрла-юрла кашлаççĕ, çум курăкĕ ешерет. Пуçăннă ĕçе вĕçне çитересси шиклентермест-и?

– Хăранă тăк пуçăнмастăмăрччĕ те. Тĕрĕс каларăр: йăлтах йĕркене кĕртме çăмăл пулмĕ. Ĕлĕк сĕт-çу комплексĕ пулнă вырăн 12 гектар йышăнать. Майĕпен кашни хуралтăнах юсасшăн, çĕнĕрен тăвасшăн. Куратăр пулĕ, малтанах выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсен çуртĕнчен пуçлас терĕмĕр. Тăррине витетпĕр, стенасене шал тата тулаш енчен çирĕплететпĕр. Юнашар çĕнĕ вите никĕсне ятăмăр. Туса пĕтерсен унта вăкăрсем самăртма тытăнăпăр. Кăçал çак икĕ хуралтăна хатĕрлесе çитермелле. Вăхăт тата укçа-тенкĕ юлсан ыттисене куçмалла.

– Комплекса хăвăр вăйпа çеç "сывлаттарма" йывăр килет-çке? Укçа-тенкĕ нумай кирлĕ.

– Патшалăх пулăшăвне шанма пăрахмастпăр. Район ертÿçисем пулăшсан, тен, çăмăллăхлă инвестици проектне кĕме май килĕ. Ку япала икĕ вĕçлине ăнланатпăр, çавăнпа строительствăна чи малтан хамăра шанса пуçларăмăр. Акă 100 пуç вырнаçмалăх витене ятарлă организаци кăçал хăпартса лартĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсен çурчĕ чиперленĕ. Патшалăх пулăшăвĕ лекмесен малашне, паллах, кредит илме тивĕ. Паян тăвакан объектсене ун чухне саклата хума май пулĕ.

Укçа, чăн та, шыв пек юхать. Ĕçе пуçăннă кăна, нимĕнех те туман темелле, анчах кĕске вăхăтрах строительство материалĕ туянма 300 пин тенкĕ тухса кайрĕ, ĕçлекенсене тата 100 пинлĕх тÿлемелле.

Юлташсем пулăшаççĕ. Ав пĕри хăйĕн тракторĕпе тухнă.

– Мĕншĕн шăпах çак манăçнă фермăна çĕнĕрен хута ярас терĕр? Юлашки тапхăрта хуçалăх выльăха Караньял ферминче усранă. Вăл пушаннăранпа вăхăт нумаях та иртмен.

– Ăна салатма, аркатма ĕлкĕреймен, анчах унта хăш-пĕр хуралтă йывăçран. Çитменнине ферма кантуртан инçерех вырнаçнă. Кунта, Урхас Кушкăра, йĕтем те, техника паркĕ те çумра. Юнашар аслă çул иртет. Инфратытăм тĕлĕшĕнчен вырăн меллĕрех. Çавăнпа шăпах кунта кăтартуллă ферма тăвасшăн. Район унпа мухтанма пултартăр. Ĕçлĕ хăнасем те пăхса савăнма, тĕлĕнме пултарччăр.

– Çавах та мĕнпе тĕлĕнтересшĕн-ха?

– Комплексра пахча çимĕç упрамалли ангар, ăратлă выльăх тытмалли витесем тата ытти пулĕç. Вырăн кунта çителĕклĕ. Юсама май килнĕ хуралтăсене йĕркене кĕртĕпĕр, йăтăнса анма пултараканнисене ватса çĕнĕрен тăвăпăр. Качака усрас шухăш пур. Унăн сĕчĕ питех те сиплĕ. Пĕлетĕр-и, хальхи вăхăтра çуралакан ачасен 40 проценчĕ аллергие парăнтараймасть. Хамăн хĕр те çаплаччĕ. Сыватас тесе пайтах качака сĕчĕ шыранă. Аллергипе аптракансемшĕн вăл паха. Ăна туянас текенсем йышлă. Çавăнпа качака тытакан хуçалăхсене çитсе килесшĕн. Мари Республикине, Мускав облаçĕнчи "Нива" хуçалăха кайса ĕç опычĕпе паллашасшăн.

Качака сĕтне хамăрăн лавккасенче сутасшăн.

– Тĕллевĕр пархатарлă, ĕç те тупăшлă пулмалла пек туйăнать. Анчах вăл кăçалах пурнăçланаймĕ, ахăртнех?

– Выльăх илсе киличчен витесене тĕплĕ хатĕрлесе çитермелле. Çавăнпа ун çинчен çитес çул калаçăпăр.

– Ун чухне "Звезда" хуçалăхăн ячĕ, статусĕ упранса юлĕ-и? Пĕр çăлтăр сÿнсе, тен, тепри çуталĕ?

– "Звезда" ЯХПКна пĕтерместпĕр. Ăна, паллах, панкрута яма пултарнă. Паянхи куна парăмĕ нумаях юлман, тÿлесе татăпăр. Панкрута кăларнă пулсан ют çынсем килсе йăлтах сутма пуçлĕччĕç. Манăн ун пек тăвас килмест. Малашнехине пурнăç кăтартĕ, анчах хуçалăх кирек епле статуслă пулсан та "Звезда" ят çухалмасса шантарсах калатăп.

– Эсир шыв çынни, кимĕ-карапсем çÿретме вĕреннĕ. Çĕр ĕçне пуçа чикнĕшĕн ÿкĕнместĕр-и?

– Чăн та, рулевой-моториста эпĕ аслă професси училищинче вĕреннĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн юлташсем сĕннипе малтанах йывăçпа ĕçлерĕм. Кайран пилорама йĕркелерĕм. Аран сывлама тытăннă ял хуçалăх предприятине алла илме сĕнчĕç те хирĕçлеймерĕм. Атте-анне çак колхозра тăрăшнă. Тăван хуçалăхшăн хамăн та чун ырататчĕ. Мана нимĕн те кирлĕ мар, пурте пур, çителĕклĕ. Хамăн ĕçпе йăпанса кăна пурăнмаллаччĕ. Ял хуçалăхне пуçа чикрĕм те текех каялла çаврăнаймăн ĕнтĕ.

Çак ферма çумĕпе яла тăтăш иртсе çÿренĕрен кашнинчех хама аван мар туяттăм. Юхăннă, йĕркесĕр вырăн куçа çиетчĕ. Ĕçе пуçăниччен нумай шухăшларăм, тепĕр чухне "Кирлĕ-и мана çакă?" тесе те пăхнă. Халĕ малалла кăна пăхмалла ĕнтĕ, каялла чакас çук.

 

Ирина Никитина



"Хресчен сасси"
23 июля 2014
11:51
Поделиться