Ырă тĕслĕх (Газета "Хыпар")
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Михаил Тагеев хресчен-фермер хуçалăхĕн тĕп агрономĕ, иртнĕ çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче 75 тултарнă Василий Малинин 2014 çула ырă та савăк кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Иртнĕ çулсене аса илсе пĕтĕмлетÿсем тума сăлтавĕ çителĕклех. Ял хуçалăх производствине çĕклессишĕн вăл ырми-канми тăрăшса ĕçленĕ, пуçару сахал мар тунă.
Василий Сергеевич Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Хурăньялĕнче педагог çемйинче çуралнă. Вăта Пукашра 4 класс вĕреннĕ хыççăн 1950 çулхи кĕркунне Октябрьскинчи вăтам шкула çÿреме тытăннă. Аслă классене çитсен сăвăсем шăрçаланă, литература альманахĕн редколлеги членĕ пулнă. Василий Волгин, Альберт Канаш çыравçăсемпе литература аталанăвĕ пирки канашланă. Альберт Георгиевич ачасене яланах кăмăллăн кĕтсе илнĕ, шкул пурнăçĕ, вĕренÿ çинчен ыйтса пĕлнĕ.
Вăтам шкул хыççăн В.Малинин - тăван колхозăн уй-хир бригадирĕ. 1957 çулхи юпа уйăхĕнче салтака кайнă, чаç штабĕнче телефонист тивĕçне пурнăçланă. Таврăнсан Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ.
Вĕри чун-чĕреллĕ çамрăк студентсен пурнăçне хастар хутшăннă: факультет чысне хÿтĕлесе футболла час-часах вылянă, ăслăлăх обществин мероприятийĕсене тулли кăмăлпа çÿренĕ, институтăн Хисеп хутне тивĕçнĕ.
Пулас агроном производство практикине «Аксаринский» совхозра хăмлаçăра ирттернĕ, пĕр вăхăтрах 12 гектар çинче çĕнĕ плантаци тăвакансен ушкăнне ертсе пынă, «симĕс ылтăна» шăварма канавсем тутарнă. Хуçалăхра тухăçлă хăмла туса илес меслет çинчен диплом çырса «пиллĕклĕх» хÿтĕленĕ. Кайран та вăл çак совхозрах агроном-хăмлаçăра ĕçленĕ. Çулталăкран ăна тĕп агронома куçарнă.
Василий Сергеевич хăмла отрасльне çине тăрсах аталантарнă, Чăнкассинче çеç унăн плантацине 18 гектара çитернĕ. 1980 çулхи çурла уйăхĕнче ăна «Октябрьский» совхоз директорне çирĕплетнĕ, 1984 çулта СССР потребкооперацийĕн XI съезд делегатне суйланă. Тепĕр çулхинех Василий Малинин «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăх икке уйрăлсан Василий Сергеевич Октябрьски ялĕнчи çĕнĕ совхоз директорĕ пулса тăрать, интенсивлă технологие анлă çул парать. Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ А.Шорников, пысăк опытлă А.Васильев тракторист пур чухне В.Малинин тĕллеве пурнăçласси пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленмен. 1987 çулта сортлă тулă кашни гектартан вăтамран 40-шер центнер, ыраш 27 центнер тухăç панă.
Директор ял пурнăçĕн шайне ÿстерме, инфратытăма аталантарма шухăш тытнă, сыватмăш тума тĕллев лартнă. Шел, вăл вăхăтра медицина учрежденийĕсене хуçалăх шучĕпе тума юраман. Андриян Николаев космонавт хута кĕнипе ăна ирĕк панă-панах.
Василий Сергеевич пĕлĕвĕпе - агроном, ĕçĕпе - строитель. Сыватмăша ун чухнехи лайăх проектпа хута ярассишĕн вăй-халне вуçех те шеллемен. Совхоз хăй кассинчен 1 млн та 117 пин тенкĕ уйăрнă. Çакă 1987 çулта пысăк укçа пулнă. Пульницана унчченхи сыватмăш 100 çул тултарнă тĕле туса пĕтернĕ. Вăл вăхăтра ялти пек медоборудовани /тĕслĕхрен, рентген кабинетĕнчи пекки/ район больницинче те пулман.
Совхоз рабочийĕсем валли пурăнмалли çуртсем тунă. 37 çынран строительство бригади йĕркеленĕ, столяр цехне хута янă. Хуçалăх хăма çуракан икĕ рама тытнă.
Василий Малинин унччен те, халĕ те çамрăксем ялта тытăнса тăччăр тесе çине тăрать. Ĕлĕкрех çартан таврăнакансене «подъемнăй» панă. Совхозăн хăйĕн футбол команди пулнă. «Октябрьский» совхоз Чехословакири пĕр кооперативпа тачă çыхăну тытнă, аталану-ÿсĕм енĕпе пĕр-пĕринчен вĕреннĕ, кирлĕ чухне пулăшнă. Ял футболисчĕсем чикĕ леш енче хăнара пулса курнă. Çамрăксем çулсерен каток тунă. Ял хоккеисчĕсем районсенчи командăсемпе тĕл пулса ăсталăха ÿстернĕ.
Хуçалăх производство объекчĕсем пирки те манман. 8 комбайна лартма - ангар, техника валли - парк, 1000 ĕне выльăх вырнаçмалăх - ферма, сăвакан 320 ĕне валли - уйрăм вите, 1000 пуç сысна усрама комплекс тунă. Республикăри выльăх-чĕрлĕх пăхакансен семинар-канашлăвне кунта темиçе те ирттернĕ.
Тупăш илес тĕллевпе Василий Сергеевич 1992 çулта сĕт завочĕ туса ларттарнă. Тепĕр çулхинех предприяти кÿршĕллĕ хуçалăхсенчен, халăхран сĕт йышăнма тытăннă. Вырăнтах хăйма, çу, тăпăрч, сыр, ытти çимĕç те хатĕрленĕ.
1996 çулхи юпа уйăхĕнче В.Малинин чире пула тивĕçлĕ канăва тухнă. Хуçалăха 16 çул ертсе пынă вăл. Мăйракаллă шултра выльăх йышне - 1200, сысна кĕтĕвне 900 пуçа çитернĕ. Пысăк тухăçлă тыр-пул туса илнине аслăрах çултисем лайăх ас тăваççĕ. Вăл ял хуçалăхĕнчи пĕрремĕш менеджер /Германирен вĕренсе килнĕ/ тесен йăнăш пулмĕ.
Василий Сергеевич производствăра ĕçленĕ хушăрах мăшăрĕпе Нина Ивановнăпа килĕнчи хушма хуçалăха ăнăçлă аталантарнă, выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетнĕ, улма-çырла çитĕнтернĕ, утар тытнă. Ялта ваттисен Канашне ертсе пыма та мехел çитернĕ.
Михаил Тагеев фермер пулăшма ыйтсан чăтса тăрайман - килĕшнĕ.
Альберт КОЛЬЦОВ.