Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Кашни пучах шутра («Красное знамя (Хĕрлĕ ялав)», Урмары )

Уяр та лайăх çанталăкпа тĕллевлĕ усă курса ял хуçалăх ĕçченĕсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кĕске вăхăтра пухса илессишĕн вăй хураççĕ. Кашни пучах шутра вĕсемшĕн. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин иртнĕ кунсенче «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнче, «Сарабай», «Передовик» тулли мар яваплă обществăсенче пулса вĕсенчи вырма ĕçĕсем еплерех пынипе паллашрĕ.

«Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 1465 гектарпа танлашаççĕ. Кăçалхи августăн 13-мĕшĕ тĕлне кунта 625 гектар çинчен тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Çакă 43 процентпа танлашать. 1321 тонна тĕш тырă пухса илнĕ, тухăç пĕр гектартан 21, 1 центнерпа танлашать. Вырма ĕçĕсене 3 комбайн: «Агрос-530» тата икĕ «Енисей» комбайнсем хутшăнаççĕ. 120 гектар çинче çурхи тулăна Ю.Николаев тата Д.Долгов комбайнерсем вырассипе ĕçлеççĕ. А.Петров водитель вара тĕш тырăна КамАЗ автомашинăпа йĕтеме турттарса тăрать. Вырма ĕçĕсемпе пĕрлех асăннă хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçмашкăн улăм хатĕрлес ĕç те пырать.

«Сарабай» тулли мар яваплă обществăра та «ĕççи вĕресе тăрать». 295 гектар çинчен 80 гектар тĕш тырă вырса илнĕ. Çак ĕçре «Дон -1500 Б» комбайнпа А.Ульяновпа В.Петров тăрăшса вăй хураççĕ.

«Передовик» тулли мар яваплă обществăн уй-хирĕнче «Вектор» комбайнпа В.Кандаков комбайнер «ылтăн пучахсене» пухса кĕртессипе тăрăшса вăй хурать. Ф.Иванов водитель ГАЗ-53 автомашинăпа тĕш тырăна турттарса тăрать. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем кунта 400 гектар йышăнаççĕ, вĕсенчен 185 гектарĕ çинчен асăннă культурăсене пухса кĕртнĕ.

Константин Владимирович çÿлерех асăннă хуçалăхсенче пулнă май кунти ĕççыннисене вырма ĕçĕсене пысăк хăвăртлăхпа пурнăçлама, уяр çанталăкăн кашни минучĕпе тухăçлă усă курмалли çинчен чĕнсе каланă.

Н.Петрова. 

 



17 августа 2013
12:46
Поделиться
;