Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Халĕ те хастар Газета "Хыпар" ("Весть")

Акатуйра агропромышленноç комплексĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата çитĕнÿсемшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотине илме сцена çине çирĕп кĕлеткеллĕ, çулĕпе самаях аслă арçын хăпарнине курсан унпа калаçас шухăш амаланчĕ. Кăштахран эпир ипподромри лутра сак çине вырнаçрăмăр, часах сăмах çăмхине майĕпен сÿтме пуçларăмăр.

- Ушанар çынни Георгий Васильевич Васильев кăçал чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче 75 çул тултарать. Тăваттăн çут тĕнчене килнĕ вĕсем. Йăмăкĕсем Ольăпа Нина шкул çулне çитичченех шатра чирĕпе пурнăçран уйрăлнă. Амăшĕ 1950 çулта ÿпке шыççине пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

7 класс пĕтернĕ Георгие Пермь облаçĕнчи Усински районĕнче пурăнакан тăванĕсем машинăпа трактор станцине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кустăрмаллă техникăпа çĕр сухаланă. Чăваш ачине тăрăшуллă пулнăшăн пуçлăхсем, ĕçтешĕсем хисепленĕ. Виçĕ çул вăй хунă унта. 1956 çулта тăван яла таврăнса Шăхасанти МТСа вырнаçнă.

- Мана Ăвăспÿрт Кипеч ялне ярасшăнччĕ. Калинин ячĕллĕ колхоз председателĕ çакна пĕлсен çавăтса тенĕ пек хăй ертсе пыракан хуçалăха илсе кайрĕ. Гусеницăллă ДТ-54 трактор шанса пачĕ, - тет Георгий Васильевич.

Ултă çултан Георгий Васильевич вĕр-çĕнĕ ДТ-75 трактор рулĕ умне ларнă. Республикăра чи нумай эталон-гектар ĕç туса икĕ хутчен мала тухнă. Майне тупса 65 лаша вăйĕллĕ хурçă ут хăватне ÿстернĕ. Çул-йĕр юсама, хĕлле юр хырма бульдозер кĕреçи вырнаçтарнă, тиемелли-пушатмалли механизм майлаштарнă.

- Ĕçсĕр пурăнаймастăп. Чунăм трактор патнеллех туртăнать, - теме юратать ветеран.

Сакăр çул каялла Э.Шамуков фермер Г.Васильева хăйĕн хуçалăхне чĕнсе илнĕ. Георгий Васильевич кивелнĕ 3 трактора иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ. Унăн техники çĕр сухалать, тырă акать, çулсене тикĕслет, хÿсе кайнă кĕртрен тасатать тата ытти те.

Хастарлăхшăн Георгий Васильевича II, III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕсемпе наградăланă.

Васильевсем пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Арăмĕ, Неля Николаевна, 12 çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Ачисем ашшĕ-амăшĕн тăрăшулăхне курса хăйсем те яваплă çынсем пулса ÿснĕ. Хальхи вăхăтра Георгий Васильевичăн 6 мăнукĕ тата 4 кĕçĕн мăнукĕ - чи пысăк пуянлăх.

 

 Виталий АЧЧА.

Канаш районĕ.



02 июля 2013
12:06
Поделиться
;