Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Ăстасене палăртнă («Вести (Хыпар)», Чебоксары )

Çĕртме уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Элĕк районĕнчи «Новый путь» кооперативра машинăпа ĕне сăвакан операторсен тата выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техниксен республика ăмăртăвĕ иртнĕ.

Ĕне сăвакансен хушшинче пĕрремĕш вырăна Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» ЯХПК операторĕ Алевтина Тарасова, иккĕмĕшне Етĕрне районĕнчи «Заветы Ильича» кооперативри Светлана Григорьева, виççĕмĕшне Тăвай районĕнчи С.Р.Илларионов фермер хуçалăхĕнчи Екатерина Георгиева йышăннă.

Ĕне сăвакан арçынсенчен Илья Михайлов /Элĕк районĕнчи «Витязь» ООО/, çамрăк операторсенчен Оксана Шагукова /Йĕпреç районĕнчи «Трудовик» АФ/, ĕне сăвакан ветерансенчен Светлана Николаева /Елчĕк районĕнчи «Прогресс» АХО/ малти вырăнсене тухнă.

Техниксен хушшинче Венера Иванова /Тăвай районĕнчи «Акконд-агро» фирма/ çĕнтернĕ. Валентина Ивановăпа /Элĕк районĕнчи «Новый путь» ЯХПК/ Петр Зверев /Комсомольски районĕнчи «Рассвет» ЯХПК/ - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Конкурсра арçын, çамрăк тата ветеран техниксенчен Пăрачкав районĕнчи «Простор» хуçалăхри Анатолий Анисимов, Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозри Наталья Садовникова, Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» обществăри Фаина Васильева пысăк ăсталăх кăтартнине палăртнă. Малти вырăнсене çĕнсе илнисене пурне те ЧР Ял хуçалăх министерствин тав хутне панă тата хаклă парнепе хавхалантарнă.

Юрий МИХАЙЛОВ



18 июня 2013
15:14
Поделиться
;