Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Хресчене патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ («Вести (Хыпар)», Чебоксары )

Раççей юлашки çулсенче ытти çĕр-шыва тырă сутма тытăнчĕ. РФ Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕрен çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шел те, пĕлтĕр чылай регионта шăрăх тăнăран тыр-пул тата экспорт калăпăшĕ сисĕнмеллех чакрĕ. Чăваш Ен те тĕш тырă сахал пухса кĕртрĕ.

Çĕр-шывра теветкеллĕ çĕр ĕç тăрăхне кĕрекен субъект самаях. Кăçал çу каçипе çанталăк епле пулĕ - никам та татăклăн хуравлаймасть. Пĕлме çук: 2010 çулхи тип шар тепре çаврăнса килмĕ-и? Анчах кирек мĕнле çанталăкра та хресченĕн хăйне тăрантармалăх çăкăр туса илмелле. Унăн калăпăшĕ чи малтан çур акине пахалăхлă ирттернипе çыхăннă. Ку енĕпе регионсенче лару-тăру еплерех-ха? Аграрие мĕнле пулăшу кирлĕ?

Çак ыйтусем РФ Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсене те хытах шухăшлаттараççĕ. Николай Федоров министр ертсе пынипе делегаци иртнĕ эрне кун Дон çинчи Ростов аэропортĕнчен тÿрех Шупашкара çул тытнă.

Шăмат кун Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче Николай Васильевич ертсе пынипе канашлу иртрĕ. Кунта республика ертÿлĕхĕпе пĕрле Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем, район-хула администрацийĕн пуçлăхĕсем, малта пыракан ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем пухăнчĕç.

Тĕл пулăва уçнă май федераци министрĕ çĕр-шывăн кăнтăр регионĕсенче çур аки вăй илсе пынипе, ытти субъектри хатĕрленÿпе паллаштарчĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăваш хресченĕсем халăха ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтернине, юлашки çулсенче ÿсĕмлĕ аталаннине, инвестици калăпăшĕ çултан-çул хушăннине палăртрĕ.

- Правительство акана хатĕрленесси епле пынине тăтăшах тĕрĕслет. Министрсен Кабинечĕн членĕсем районсене тухса çÿреççĕ, - терĕ Михаил Васильевич.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ака ыйтăвне хăйĕн докладĕнче уçăмлатрĕ. Кĕрхисене 69, 5 пин гектар çинче акса хăварнă. Кăçал 309, 8 пин гектар çинче е 2012 çулхин 101, 7 проценчĕ чухлĕ акмалла. Вăрлăхпа 97, 1% /Раççейĕпе - 98, 3%, федерацин Атăлçи округĕнче - 103, 3%/ тивĕçтернĕ. Кондицилли - 77, 6% /РФ - 84, 5%, ФАО - 91, 6%/.

Сергей Владимирович цифрăсене пĕлтĕрхи кăтартусемпе танлаштарни Николай Васильевича килĕшмерĕ. «Ку - вырăнсăр», - палăртрĕ вăл. 2012 çулта тыр-пул сахал туса илнĕрен пĕлтĕрхи кăтарту чикĕ пулма тивĕç мар. «Эсир 2011 çулхинчен 32 пин гектар сахалрах акнă, - терĕ федераци министрĕ. - Мĕншĕн? Кăçал виçĕм çулхинчен япăхрах ĕçлесшĕн-и?»

Сергей Павлов çакна 2012 çулхи çуркунне пуçламăшĕнчех кĕрхисен 50 проценчĕ çĕрсе пĕтнипе, çавна май лаптăк пĕчĕкленнипе сăлтавларĕ. Вăрлăх хатĕрлесси япăх пынине шута илсен - кăçал та кĕрхисен пĕр пайĕ пĕтсен çав вырăна мĕн акассипе те кăсăкланчĕ Николай Федоров. Чăваш Ен аграрийĕсен шухăшламалăх пур, акана тухиччен хатĕрленÿ хăвăртлăхне ÿстермеллех.

РФ Ял хуçалăх министерствин Уй-хир ĕçĕн, химизаци тата ÿсен-тăрана хÿтĕлекен департаменчĕн директорĕ Петр Чекмарев пирĕн республикăн тыр-пул çур млн тонна çеç мар, ытларах туса илме майсем пуррине асăнчĕ. «Çĕр улми пуçтарса кĕртессипе те пĕр млн тонна патне çывхармалла. Чăваш Ен ку енĕпе Раççей «тĕп хули» шутланать, сирĕн патăрта çĕр улми уявĕсем иртеççĕ», - терĕ Петр Александрович. Ял хуçалăх культурисем çителĕклĕ апатлантармасăр тухăçпа савăнтарманнине, анчах Чăваш Республики тăпрана минерал удобренийĕ сахал хывнине палăртрĕ. Витĕм кÿрекен тутлăхлă япала çине куçарса шутласан вăл чи сахалли те кашни гектар пуçне 50 килограмран кая мар кирлĕ. Удобрени туянма укçа шеллесе тупăша нумай çухатнине аса илтерчĕ Петр Чекмарев.

РФ Ял хуçалăх министерствин Мелиораци департаменчĕн директорĕ Павел Столбов ÿсен-тăрана шăварассине аталантарас программăна пурнăçлама республика бюджетĕнчен юлашки çулсенче укçа сахалрах уйăрни çинчен каларĕ.

Сухаламан çĕр лаптăкĕсем нумаййи те шухăшлаттарать. Чăваш Енре кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 21 пин гектар ытла. Уйрăмах - Улатăр /5739 га/, Канаш /3181/, Вăрмар /2888, 6/, Элĕк /2860/, Сĕнтĕрвăрри /2250, 4/ енче. Раççей регионĕсенче те самаях иккен. Николай Федоров малашне влаç органĕсенчен тата та çирĕпрех ыйтасса систерчĕ.

Раççей Правительстви субъектсенчи аграрисене çулленех пулăшать. РФ Ял хуçалăх министерстви анчахрах 44 млрд тенкĕ уйăрнă, Чăваш Ене - çур млрд ытларах тенкĕ. «Паянхи тĕллев, - терĕ федераци министрĕ, - регионсенчи влаçсен çав укçана ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем патне хăвăрт çитересси. Çур акинче усă курса ĕлкĕрччĕр».

Журналистсемпе иртнĕ тĕл пулура сăмах выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пирки те пычĕ. Республика 2012 çулта аш-какай, сĕт туса илессипе ÿсĕмлĕ ĕçленĕ. Инноваци предприятийĕсене пула çăмарта, чăх какайĕ туса илесси палăрмаллах ÿснĕ, анчах сысна ашĕ енĕпе чăрмавсем пур, çак ĕç тăкаклă. Çавăнпа ял хуçалăх предприятийĕсем сысна ĕрчетесшĕн мар.

- Эпир Раççейре кăçал сысна ашĕ туса илессине 32% ÿстерес тĕллевлĕ, - терĕ Николай Васильевич. - Правительствăна конкуренци тÿсĕмлĕхне пысăклатма пулăшас тĕллевпе 2016 çулччен пыракан вăтам сроклăх программа тăратрăмăр.

Канашлура 2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программине пурнăçа кĕртес тĕллевпе ЧР Правительствипе РФ Ял хуçалăх министерстви хушшинчи Килĕшÿ епле пурнăçланнине пĕтĕмлетрĕç. Раççей Ял хуçалăх министерствин Финанспа бюджет политикин департаменчĕн директорĕ Николай Смирнов регионăн АПК енĕпе инноваци проекчĕсемпе программисем сахаллине, ялсенче çурт-йĕр, çул тăвас хăвăртлăх чакнине, шалу пĕчĕккине палăртрĕ. «Ресурссемпе тухăçлă усă курсан республика агропромышленноç комплексĕнчи лару-тăру лайăхланатех», - терĕ Николай Федоров.

Çав кунах Пĕтĕм Раççейри ĕçпе тивĕçтерекен агропромышленноç пĕрлешĕвĕпе /председателĕ С.Кислов/ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ /ректор тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Линик/ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен Килĕшĕве алă пуснă.

Юлашкинчен РФ ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров республикăри АПК ăстисене хăй ертсе пыракан ведомство наградисене панă çĕре хутшăннă.



09 апреля 2013
17:59
Поделиться