Уй-хире тухма хатĕр-и? («Путь победы (Çĕнтерÿ çулĕ)», Вурнары )
Уй-хирте моторсен шавĕ илтĕнме пуçличчен шутлă кунсем юлчĕç. «Санары» агрофирма кăтартуллă ĕçлекен предприятисенчен пĕри. Кăçал та çак хуçалăхра çур акине тухиччен конференци ирттерчĕç.
– Агрофирма аталану çулĕпе пытăр тесе мĕн пур вăйран тăрăшса ĕçлетпĕр, – терĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Леонид Харитонов. Вăл çур акине «Джон Дир» тракторпа тухать. Техники те, агрегачĕсем те юсавлă. Агрофирмăн çурхи ĕçсене пурнăçлама хутшăнакан ял хуçалăх машинисем ирĕкре те, ангарсенче те пур. Агрономсемпе инженерсен конференцине килнисем энергипе ресурс перекетлекен техникăпа паллашрĕç. Кĕлетсенче – пысăк репродукциллĕ тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсем. Хуçалăхăн вăрлăхне республика тулашĕнчи ял хуçалăх организацийĕсем те хапăлласах туянаççĕ. Хальхи вăхăтра нимĕç пăрçи кăна сутмалăх юлнă, ытти тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене вырнаçтарса пĕтернĕ. Пĕлтĕр çанталăк условийĕсене пула кĕр тыррисене палăртнă чухлĕ акса хăварайман. Çавăнпа ку çул агрофирмăра çуртрисен лаптăкне 480 гектар таран пысăклатасшăн. Çав вăхăтрах çĕр улми вырнаçтарма йывăрланнăран «иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкне иртнĕ çулхинчен пĕчĕклетме палăртнă. «Санары» агрофирма ертÿçи Роберт Петров нимĕç пăрçине акса çитĕнтерессипе тĕллевлĕ ĕçлемелле терĕ. Çак культурăшăн патшалăх дотаци те уйăрать. Нимĕç пăрçи çĕр пулăхне те ÿстерет. Агрофирмăра çур акине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ.
Районĕпе илсен кăçал аграрисем çурхи тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 11698 гектар акма, çĕр улмине 1278 гектар лартма палăртаççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Вячеслав Никифоров каланă тăрăх, акмалли тыррăн 88 проценчĕ кондициллĕ. Республикăра пирĕн район иккĕмĕш вырăнта.
Çур аки ирттерме минерал удобренийĕсем 2904, 4 тонна (91 процент), дизтопливо 486 тонна (58 процент), бензин 77, 1 тонна (39 процент) пур.
Çак вăхăт тĕлне илсен кĕр тыррисем япăх мар упраннă. Çанталăка пĕлме çук. Çавăнпа та Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Анатолий Мураткин страхлав фончĕ 10 процент кирлине çирĕплетрĕ, ял хуçалăх культурисен чирĕсемпе кĕрешмелли мерăсем çинчен каласа кăтартрĕ.
Патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн пуçлăхĕ Иван Тимофеев ял хуçалăх машинисен юсавлăхĕшĕн тăрăшмаллине палăртрĕ. Хăш-пĕр аграрлă организацисенче авă яваплăха туймаççĕ, ял хуçалăх машинисене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра кăлараймаççĕ.
Кадрсен ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч-ха. Ĕç вăйĕ çитмест. Удостоверенисĕр механизаторсене ĕçлеттерни вара хакла кайса ларать, акă районти пĕр хуçалăха 100 пин тенкĕлĕх штрафланă. Училищĕрен вĕренсе тухакан çамрăк специалистсене ялта тăрăшма мĕнле илĕртмелле; Ахăртнех, çак ыйту ертÿçĕсене хытă шутлаттарать.
Юлашки вăхăтра вăрăсем хытă чăрсăрланни сисĕнет. Районта хуçалăхсен пурлăхне çаратнине сахал мар регистрациленĕ. Раççей шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Сорокин вăрăсенчен сыхланма хуралçăсем тытмаллине е видеокамерăсем вырнаçтармаллине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. «Агрохмель» агрофирмăра пуçаруллă утăм тунă ĕнтĕ. Мехпарк территорийĕнче видеокамера лартнă.
Çур аки – яваплă тапхăр. Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертÿçи Геннадий Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче хăрушсăрлăх техникин правилисене çирĕп пăхăнма, çур акине агротехникăна пăхăнса ирттерме каларĕç.
Е.ПОРФИРЬЕВА.