Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Удобрени мĕнле хатĕрлетпĕр? («Вести (Хыпар)», Чебоксары )

Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем çур аки умĕн минерал удобренийĕ, хими им-çамĕ турттараççĕ

«Турттаратăр-и?» - ыйт­рăм Çĕрпÿ районĕнчи «Броневик» общество директорĕнчен Юрий Гавриловран. «Хатĕрлеме пуçламан-ха, - хуравларĕ вăл. - Питĕ хаклă. Туянма укçа шыратăп. Пĕлтĕр культурăсене кашни гектар пуçне усă кÿрекен япала çине куçарса вăтамран 50 килограмм удобрени хыврăмăр. Паллах, çакăн чухлĕ кăна çителĕксĕр. Кăçал тăпрана пулăхлатма ытларах варăнтарма шухăшлатпăр».

«Иртнĕ çул, виçĕм çулхипе танлаштарсан, респуб­ликăра минерал удобренийĕпе тухăçлăрах усă куракан организацисен йышĕ ÿсрĕ, - терĕ Чăваш агрохими службин пуçлăхĕ Александр Коршунов. - Ертÿçĕсем, агрономсем тăп­рана тутлăхлă япаласем çителĕклĕ памасан пысăк тухăç илейменнине лайăх пĕлеççĕ. Вăл е ку уя удоб­рени мĕн чухлĕ хывмаллине пĕлме пирĕн службăран пулăшу ыйтаççĕ. Вырăна çитсе, тĕпчев ирттерсе ÿсен-тăрана мĕнле виçепе апатлантармаллине вĕрентетпĕр. 2012 çулта минерал удобренийĕн усă кÿрекен япалине кашни гектар пуçне вăтамран Елчĕк районĕнчи «АСК-Яльчики» ООО - 164, Комсомольски районĕнчи «Çĕр улмине мухтав» АФ - 121, «Коминтерн» ЯХПК - 109, Вăрнар районĕнчи «Мураты» кооператив 96 килограмм хыврĕç. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Нива», Патăрьел районĕнчи «Батыревский», Çĕмĕрле районĕнчи «Комбинат», Елчĕк районĕнчи «Звезда», Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Сăвар-2», Красноармейски районĕнчи «Таябинка» хуçалăхсем тата фермерсен пысăк ушкăнĕ культурăсене начар мар апатлантарчĕç».

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енри ял хуçалăх организацийĕсем 1990 çулта акакан мĕн пур лаптăкри ÿсен-тăранăн кашни гектарне минерал удоб­ренийĕ вăтамран 143 килограмм панă. Çакă çĕр ĕç технологийĕн нормине лайăхах тивĕçтернĕ. Пилĕк çултан 26 кăна хывнă. 2008-2009 çç. - 32-33. 2010-2011 çç. - çакăнтан та сахалрах. Ял хуçалăх организацийĕсен тата фермерсен пĕлтĕрхи кăтартăвĕ - 34, 4 килограмм. Иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан - ÿсĕм пур. Кун пекки тахçантанпах пулман.

1990 çулта ял хуçалăх организацийĕсем акакан пур лаптăкăн кашни гектарне вăтамран 5, 6 тонна органика удоб­­ре­­­­­ни­­­­­йĕ кăларнă. 1995 ç. - 4, 5, 2000 ç. - 1, 9, 2008-2009 çç. - 1, 1-ер, 2011 ç. 1, 2 тонна хывнă. Çуллен уя сахалрах турттарнă. Сăлтавĕ - хуçалăхсен хăйсен вăйĕпе ĕçе йĕркелесе е ăна агрохимслужбăна явăçтарса тислĕк кăларма укçа çитменнинче.

1990 çулта кашни гектар пуçне извеç çăнăхĕ, ытти тутлăхлă япала вăтамран - 8, пилĕк çултан - 5, 2, 2009 ç. - 4, 7, 2010-2011 çç. 4, 1-ер тонна панă.

«Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем минерал удобренийĕ кирек ăçтан та турттарма пултараççĕ, - терĕ ЧР ял хуçалăх министерствин çĕнĕлĕхсен пайĕн пуçлăхĕ Владимир Васильев. - Ăна туянса куракан тăкакăн пĕр пайне сап­лаштарма республика хыснинчен кăçал та укçа илĕç. Министерство нарăс уйăхĕнче конкурс ирттерсе хресченсене хими им-çамĕпе тивĕçтерме 19 предприяти суйласа илчĕ. Вĕсенчен сăтăрçăсене, çум курăка пĕтермелли химикат туянакансене сарăпăн пĕр пайне саплаштарма Чăваш Ен хыснинчен кĕмĕл уйăрĕç».

Юрий МИХАЙЛОВ



30 марта 2013
11:09
Поделиться