Хуларан яла таврăнтăм («Вести (Хыпар)», Чебоксары )
Вăхăт иртнĕçемĕн пысăк пайĕ диабет, чĕре, юн çулĕн чирĕсемпе хĕн курать. Медицина кăтартăвĕпе килĕшсе тăракан виçерен ытларах ÿт хушас мар тесен улма-çырла, пахча çимĕç нумайрах çимелле.
Чăваш Енре сад çитĕнтерме мĕн пур май пур. Çанталăк çырлахтарать. Федор Карягин профессор иртнĕ 30 çулта вăл маларахри тапхăртинчен темиçе градус ăшăраххине тĕпчев йĕркелесех çирĕплетнĕ. Ÿсен-тăраншăн ку усса кăна каять.
ХХ ĕмĕрте ял çыннисене колхоз-совхоз сачĕсем савăнтаратчĕç. Шел, тĕрлĕ сăлтава пула пĕтрĕç. Пĕрлехи хуçалăхсем халĕ улма-çырла туса илесшĕн мар. Пуриншĕн те кирлĕ çак ĕçе пайтаçăсене, фермерсене, килти хуçалăхсене пикенме сĕнетĕп. Хресченĕн çĕр пайтах. Сад ĕрчетмелĕх те пур. Пахчара çеç мар, çырма-çатрара та. Вĕсене йывăç-тĕм, улмуççисем хупăрласан çĕр айĕнчи шыв шайĕ хăпарать, сывлăшра нÿрĕк нумайрах.
Çирĕп улмуççисене лартма сĕнетĕп. Вĕсем хĕл каçакан пан улми параççĕ. Хăшĕ-пĕри: «Чăваш Енре пан улмин «антоновка», «анис», грушăн «тонковетка», «бергамот» сорчĕсене суйламалла», - тет. Анчах вĕсем çуллен тухăç памаççĕ, çимĕçсене вăрах упрама çук, часах çĕреççĕ. Çавăнпа лайăх хĕл каçаканнисене лартмалла: «зимняя красавица», «подарок графскому», «голубь мира», «бефорест», «московское зимнее», «орловское полесье», «солнышко»... Çак сортсем тутлăрах, çеçкене маларах лараççĕ, лайăх ÿсеççĕ. Вĕсене паха опыт пухнă пахчаçăсем сăнаса сарнă.
Эпĕ нумай çул Шупашкар районĕнчи «Антоновка» сад юлташлăхĕн председателĕ пулнă. 18 çул пан улми сорчĕсене тĕпчерĕм. Пĕлĕш-тăвана 1000 ытла сапан сыпса патăм. Çырла сорчĕсене тĕрлĕ регионтан илсе килсе çитĕнтертĕм. Юлашки - Челябинскри наука-производство пĕрлешĕвĕнчен. Мускаври тĕпчевçĕсемпе çыхăну тытатăп.
Тивĕçлĕ канура пушă вăхăт чылай. Ăна усăллăрах ирттерес тĕллевпе пурăнма тăван яла - Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипече - куçрăм. Аллă пин тенкĕ парса çĕр лаптăкĕ туянтăм. Çурт /7 х 7, 5 м/, алкум, мунча, сарай турăм. 900 пин ытла тенкĕ тухса кайрĕ.
Груша /32 сорт/ - 40, иçĕм çырли /48/ 110 хунав, абрикос, алыча, черешня, слива /8/, фундук, Аçтăрхан мăйăрĕ /5/ 22 хунав лартрăм.
Çÿлерех асăннă пан улми сорчĕсемсĕр пуçне «памяти Тихомирова», «чашниковское», «Татьянин день», «кутузовец» тухăç лайăх параççĕ.
Шупашкарта пурăнакан 85 çулти Аристотель Иванов сăнаса сарнă «Шбрид-1114», «сталинградская битва», «нежность Чувашии», «краса сада», «красный налив», 87 çулти Николай Вьюгов нумай çул тĕпченĕ «московское превосходное», «фаворит» сортсемпе те республикăра анлăн усă курмалла. Пысăк тухăç параççĕ. Сутмалăх та пулаççĕ.
Груша 3-4 çултанах çимĕç парать. Кашни çул çеçкене ларать. Чăваш Енре çак сортсене лартма сĕнетĕп: «лада», «чижовская», «нарядная Ефимова», «москвичка», «памяти Яковлева». «любимица Яковлева», «августовская роса», «белорусская поздняя», «отрадненская», «крупноплодная сусова», «куйбышевская поздняя», «осенняя крупноплодная», «тани», «крупноплодная казанская», «поздняя», «зимняя млиевская», «зимняя минская». Вĕсене лайăх сăнанă. Пирĕн тăрăхра çирĕппине, çуллен çимĕç панине, тымар тарăна сарăлнăран типĕ çанталăкран хăраманнине кăтартнă. Çĕмĕрт чечеке ларичченех çеçке çураççĕ.