Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Ял хуçалăх техникин паркне çĕнетнĕ («Сельский труженик (Ял ĕçченĕ)», Янтиково )

Тăвай районĕнче иртнĕ çул ял хуçалăх техникин паркне çĕнетес енĕпе начар мар ĕçленĕ. 41 единица ял хуçалăх техники туяннă, 42903 пин тенкĕлĕх ку.
Тĕллевлĕ çăмăллăхлă кредитпа – 13 единица техника 22290 пин тенкĕлĕх, çав шутра 3 трактор, прицеплă 2 КамАЗ автомобиль.
Лизинглă организацисем урлă 6 единица ял хуçалăх техники илнĕ, çав шутра 2 трактор, 1 комбайн, 1 сеялка, пурĕ 11725 пин тенкĕлĕх.
Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен укçи-тенкипе 22 техникăпа оборудовани 8888 пин тенкĕлĕх туяннă, çав шутра 3 трактор, 1 комбайн, 3 сеялка.


"Ял ĕçченĕ"
22 января 2013
00:00
Поделиться
;